Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем юри ун ҫине тӗллесе пенӗ…
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хирӗҫ ыткӑнса килекен хӗрлӗармеецсем патнелле асар-писер хӑвӑрт ҫывхарнӑ май вӑл хӑшӗнпе тытӑҫса илмеллине тӗллесе хучӗ.Сближаясь в стремительном броске с шедшей навстречу лавой, он выбирал цель.
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Сан калаҫма юрать, пирӗн юрамасть-и? — кӑшкӑрчӗ вӑл, кӑтӑрса кайнипе йӑлтӑртатма пуҫланӑ ҫаврака куҫӗсемпе Фомин ҫине тӗллесе пӑхса.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
«Ав эсӗ ӑҫталла тӗллесе хунӑ! Ухмаххи ухмах та, чее…» — шухӑшларӗ Григорий, ирӗксӗррӗн кулса илсе.«Вот ты куда стреляешь! Дурак, а хитрый…» — подумал Григорий, невольно улыбнувшись.
XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Унӑн сулмаклӑхне виҫсе пӑхрӗ вӑл, унтан чушкӑлла вылянӑ пек тӗллесе печӗ…
Курман-илтмен кайӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–28 с.
Егорыч вӑрах хушӑ маччаналла тӗллесе выртрӗ, унтан ассӑн сывласа ячӗ те хушса хучӗ:Егорыч долго смотрел отсутствующим взглядом в потолок, потом, вздохнув, добавил:
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Хӑшӗ сӑнӗпе шанчӑклӑ пек туйӑнмасть, ҫавна куҫпа тӗллесе хуратӑп.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сывалас пулсан та, хуторта пурте пӗлӗҫ, пӳрнепе тӗллесе кӑтартӗҫ, пӑрӑнса ҫӳрӗҫ, кулӗҫ…Все равно, ежли мне лечиться — все в хуторе узнают, указывать будут, отворачиваться, смеяться…
XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Хӑй те ура ҫине сиксе тӑрать, ӗнтӗ тӑнӑ ҫӗртех хӑй ҫинелле нимӗн шарламасӑр чупса килекен кӗре сӑн-питлӗ ҫамрӑк мар хӗрлӗармееца юлашки хут тӗллесе перет те курать: лектереймерӗ, Хӗрлӗармеецӗ тилӗрсе кайнӑ пек пӑрван та теветкел пит-куҫлӑ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
— Унтан Григорие куҫран тӗллесе пӑхрӗ те кӑштах кулса та илчӗ.— И глянула прямо в глаза Григория и даже чуть-чуть улыбнулась.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Степан сӑмах хушмасӑр сулахай аллипе мӑйӑхне шӑлкаласа илчӗ, ҫилӗллӗн йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе Григорий ҫине тӗллесе пӑхрӗ.Степан молча гладил левой рукою усы, загоревшихся глаз не сводил с Григория.
VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ун ҫине тӗллесе Донӑн тепӗр енчен тупӑ-пулеметсемпе переҫҫӗ.
III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, пӗр ҫутӑ ҫине тӗллесе, урам урлӑ темиҫе утӑм ярса пусрӗ те ҫавӑнтах чарӑнчӗ.Он сделал несколько шагов, пересекая наискосок улицу, бредя на первый в ночи огонек, но остановился.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эсӗ кун пирки луччӑ акӑ камран ыйт! — пурте илтчӗр тесе хыттӑн хуравларӗ Егор, пӳрнипе председатель ҫине тӗллесе кӑтартса.
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Пурте шӑпӑрт пулнӑ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр, тӗксӗм ҫӳренӗ, ухмах пек, нумайччен пӗр тӗле тӗллесе пӑхса ларнӑ.
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл пӑшӑлтатнине илтсен, пурте Костя ҫине тӗллесе пӑхнӑ, анчах кунта та Игнат Савельевич пулӑшнӑ: — Апла-тӑк турӑсӑр пурӑнса ирттерме шутлать, — ӑнлантарнӑ вӑл.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Мажаров кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ темиҫе кимӗ чӳхенсе тӑракан бухтӑ ҫине тӗллесе кӑтартнӑ.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ентешӗ ҫинелле пӑр пек сивӗ кӑвак куҫӗсемпе тӗллесе пӑхрӗ те кӗскен ыйтрӗ: «Ҫапӑҫса тӑрантӑн-и совет влаҫӗпе?» — унтан, вӑл мӗн каласса кӗтмесӗр, тыткӑна лекнӗ казакӑн виле сӑнӗ ҫапнӑ пичӗ ҫинелле пӑхмасӑр, тӳрех хӗҫӗпе туртса касрӗ.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Унтан, хирӗҫ мӗн те пулин каласса кӗтмесӗр, еланеца пуҫӗнчен тӗллесе, вӑйлӑн кӑна тепре сулса ячӗ.
LIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсен кӗпҫисем хӗрлӗармеецсен шеренгисем ҫинелле тӗллесе пӑхаҫҫӗ.
LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.