Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗлте (тĕпĕ: тӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртсе кайсан ҫакна асӑрхарӑм: сулахай енчерехре пуля шӑтарса тухнӑ тӗлте, ҫӗр ҫине юн самаях нумай юхса хытса ларнӑ, тата мундирӗ татӑк-татӑккӑн ҫӗтӗлсе тухнӑ.

Проезжая, заметил, что с левой стороны, там, где она вышла, — пятно и подтек крови на земле гораздо больше и мундир вырван хлопьями.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Акӑ тепӗр ҫултан сирӗн действительнай службӑна каймалла, — ку тӗлте урядник, аллине кролик тӗкӗнчен ҫыхнӑ ҫемҫе перчетке тӑхӑнса, хӑйӗн сӑмахне ҫапла вӗҫлерӗ:

Вот через год идтить вам в действительную, — тут урядник, натягивая на руку пышную, из кроличьего пуха, перчатку, закончил:

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон шывӗ пӗрре кукӑрӑлса илсе станицӑран Базки еннелле пӑрӑнса кайнӑ тӗлте тирек чӑтлӑхӗ ӑшне кӳлӗ юпленсе кӗрсе каять, сарлакӑшӗ унӑн, ӑшӑх чухнехи Дон шывӗ сарлакӑшӗ майлӑрахах.

Там, где Дон, выгибаясь, уходит от станицы к Базкам, рукавом в заросли тополей отходит озеро, шириной с Дон в мелководье.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку тӗлте унӑн сасси кӗтмен ҫӗртенех ҫирӗпленет, тӗксӗмленнӗ куҫ шӑрҫийӗсем йӑлтӑртатса, ватлӑх сӳнтернӗ шурӑ ҫутӑпа ҫунма пуҫлаҫҫӗ.

Тут голос его внезапно крепчает, мерклые зрачки блестят и загораются былым, загашенным старостью огнем.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Сан ҫарану хӑш тӗлте?

Твой улеш в каком месте?

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хальхи пан ҫав тӗлте эрех завочӗ лартасшӑн, ҫавӑнпа вӑл халь кунта юриех эрех мастерне янӑ…

Теперешний пан хочет строить на том месте винницу и прислал нарочно для того сюда винокура…

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пирӗн хӑвӑрттӑн Ленино ялне ҫитнӗ танксем ҫак тӗлте чарӑнчӗҫ те, вӗсем ҫинчен юрпа шуралнӑ шинеллӗ салтаксем сике-сике анчӗҫ.

Наши танки, быстро проскочив до окраины Ленино, задержались здесь, и с них враз посыпались на землю в запорошенных снегом шинелях пехотинцы.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вязьмӑран Ржева каякан ҫул ҫинче вӗсем икӗ ҫар эшелонне чугун ҫул айккине тӳнтерчӗҫ, темиҫе тӗлте чугун ҫулне аркатрӗҫ, Журавлиха станцинче пысӑк апат-ҫимӗҫ складне тӗп турӗҫ.

По дороге, ведущей от Вязьмы в Ржеву, они опрокинули два военных эшелона под железную дорогу, в нескольких местах разрушили железную дорогу, на станции Журавлиха уничтожили большой склад продовольствия.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

…Ҫак тӗлте юрӑ татӑлчӗ.

…На этом и оборвалась песня.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Акӑ ҫак тӗлте вула!

— Вот здесь читай!

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ку тӗлте пирӗн танксем Скирманово патне тухма пултарчӗҫ те типӗ вар тӑрӑх чавса тултарнӑ блиндажсене гусеницисемпе аркатрӗҫ.

Наши танки не могли здесь прорваться в Скирманово и гусеницами уничтожали вдоль оврага вражеские блиндажи.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗтӗм вӑрманӗпе пур еннелле те, пӗр тӗлте васкавлӑн утса, тепӗр тӗлте чупса, салтаксен речӗсем малалла шурӗҫ; минометчиксем чӑм шыва ӳксе миномет кӗпҫисемпе питлӗхӗсене йӑтса пычӗҫ; пулеметчиксем станковӑй пулеметсене йӗлтӗрсем ҫине лартса туртрӗҫ; лавҫӑсем, боеприпассем тиенӗ ҫунисене туртса кӑларма пулӑшса, шӑппӑн кӑшкӑрашса лашисене хӑваларӗҫ…

По всему лесу в разных направлениях, где быстрым шагом, а где и бегом, двигались цепочки пехотинцев; обливаясь потом, минометчики тащили на себе тяжелые трубы и плиты; пулеметчики волокли целиной станковые пулеметы на лыжах; ездовые, покрикивая вполголоса, помогали своим коням вытаскивать из сугробов сани, груженные боеприпасами…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вӑл, пӗлетӗр-и, ырханкка, тискер, вӗри шывпа пӗҫертнӗскер пулас: унӑн акӑ ҫак тӗлте тата акӑ ҫакӑнта тирӗ ҫара.

Она такая, знаете ли, худая, дикая и, вероятно, была ошпарена кипятком: у нее вот тут и вот тут — голая кожа.

IV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тӑшман ҫак тӗлте пирӗн сулахай флангӑн оборонине татса виҫкӗтеслех евӗрлӗ шалалла кӗнӗ.

Здесь противник вбил клин в левый фланг армии.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ку тӗлте вара, пӗтӗмӗшпе илсен, чи япӑх мар работникӗн те тупанӗсем ҫӗрсе ӳкме пуҫлаҫҫӗ.

И тут уже, в общем-то, даже у самого неплохого работника начинают сгнивать подошвы.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кунта Кондратьевпа Сергей пӗр-пӗринчен уйрӑлмалла, мӗншӗн тесен ку тӗлте ҫул юпленет: пӗри, Стрежамент тӑвӗ урлӑ тӗксӗм йӗр хывса, Ставрополь патнелле тӑсӑлса выртать, тепри, сӑрт йӗри-тавра ҫаврӑнса, Рощенскине каять.

Здесь Кондратьев и Сергей должны были расстаться, потому что дорога здесь разветвлялась: одна, оставляя темную линию через Стрежаментную гору, тянулась в сторону Ставрополя, другая, обойдя вокруг холма, уходила в Рощенскую.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ку тӗлте, темӗншӗн ӗнтӗ, пӗчӗк сӗтел умӗнче улшӑну пулса иртрӗ, вара иккӗмӗш стенографистка, кӑранташсемпе тетрадьсем хатӗрлесе, кӑштах палӑрмалла йӑл кулса, Сергей ҫине пӑхса илчӗ, — ҫавӑн пек пианист-аккомпаниаторсем чаплӑ юрӑҫӑсем ҫине пӑхаҫҫӗ; ҫавӑн пек пӑхнипе вӗсем: «Ну, лӑплантӑн-и? Пуҫлама юрать-и?» — тесе ыйтнӑн туйӑнаҫҫӗ.

В этот момент, как ни странно, перед маленьким столом произошла перемена, и вторая стенографистка, приготовив карандаши и тетради, посмотрела на Сергея с едва заметной улыбкой, — таким образом смотрят пианисты-аккомпаниаторы на известных певцов; таким взглядом они говорят, и, казалось, вопрошают: «Ну, успокоились? Можно начинать?»

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Ку тӗлте полковник ҫӑмӑллӑн та кӑмӑллӑн кулса ячӗ, унӑн хӗрлӗрех сухалӗ чӗтренсе илчӗ — Эпӗ ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ ирхине зарядка тӑватӑп.

— Тут полковник легонько и приветливо засмеялся, у него рыжая борода задрожала — Я более двадцати лет занимаюсь утренней зарядкой.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Николай Петрович, — пуҫларӗ вӑл, палӑрмаллах хумханса, — ун пек пулас пулсан, эсӗ кайсан, вара пирӗн пӗтӗм… мӗнле пулӗ-ха, пирӗн унта мӗнле плансем пуррине эсӗ пӗлетӗн вӗт-ха, — ку тӗлте вӑл район планӗсем ҫинчен Кондратьев пирвайхи хут илтмелле пекех хӗрӳллӗн калама пуҫларӗ; ҫутҫанталӑка улӑштарса ҫӗнетесси ҫинчен, электрификаци ҫинчен каларӗ, анчах каллех хӑй ҫинчен, Кондратьевсӑр епле ӗҫлесси ҫинчен шухӑшларӗ; Кондратьев Рощенски районӗнчен нихӑҫан та, конференци решенийӗ пулсан та каяс ҫуккине хӑйне ӳкӗте кӗртесшӗн пулчӗ.

— Николай Петрович, — начал он заметно волнуясь, — если так, если ты уйдешь, а как же тогда все наше… у нас… ты сам знаешь… такие планы… — здесь он начал говорить также же горячо, как будто Кондратьев должен был впервые услышать о районном плане; и стал говорить об изменении природы, об электрификации, но опять подумал о себе и о том, как работать без Кондратьева; Кондратьев хотел убедить себя, что никогда не уедет из Рощенского района, даже если бы это было решение конференции.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ку тӗлте вӑл ерипен кулса ячӗ.

В этом месте он медленно засмеялся.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней