Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳлте (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таҫта, питӗ ҫӳлте, реактивлӑ самолет кӗрлесе ыткӑнса иртрӗ — ӗлӗкхи вӑхӑтсенче ҫил тата хӑрушӑ тӑвӑл пулнӑ чух тинӗс ҫеҫ ҫакнашкал кӗрлеме пултарнӑ.

Помоги переводом

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӳлте, ватӑ юман тӑрринче, тӳлеккӗн, кичеммӗн ӳхӗ ӳхӗрет.

Помоги переводом

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пур ҫӗрте те хӑвӑра ҫӳлте туятӑр.

Вы будете чувствовать себя на высоте во всех сферах.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав вӑхӑтра тӑрнасем ана ҫинче ҫисе ҫӳренине те, вӗҫсе иртнине те, ҫӳлте тӳпере ҫаврӑннине те курма пулать.

Помоги переводом

Пушкӑртстанра орнитологсем тӑрна «ҫыравӗ» ирттереҫҫӗ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... re-3416190

Ҫӑлтӑрсем инҫетре, ҫӳлте.

Помоги переводом

Тӗлпулу // М. ЕГОРОВ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 68–69 с.

Мирлӗ вӑхӑтра та ҫыравҫӑ-коммунист хӑйӗн ятне ҫӳлте тытнӑ.

Помоги переводом

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Ҫӳлте турӑ, ҫӗрте патша.

Помоги переводом

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Кӑнтӑрла вӑхӑтӗнче хӑйне чӑн хуҫа пек туять ҫӳлте.

Помоги переводом

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Сакӑр хваттерччӗ унта — аялта тӑваттӑ, ҫӳлте те ҫавӑн чухлех.

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Виҫӗ пӳлӗм — кашнин ӑшне урӑх тӗслӗ сӑрпа сӑрланӑ, веранда, ӑна тӗрлӗ-тӗрлӗ кантӑкпа картланӑ, ҫӳлте — мезонин, аялта — нӳхреп.

Помоги переводом

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Вӗренмесӗрех танкист е летчик, артиллерист «пулнӑ» ҫынсене ҫеҫ мар, ҫӳлте асӑннӑ начар сӑвӑсен авторӗсене те юратмаҫҫӗ вӗсем.

Помоги переводом

О, савнӑ тусӑм // Митта Петӗрӗ. «Капкӑн», 1940. — 12№ — 10–11 с.

Ҫӳлте, вӑрман кукринче, — ҫӑва.

Помоги переводом

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳлте кулюкка вӗҫнӗ чух Кунӗ пулчӗ тӗтреллӗ.

Помоги переводом

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫил ачисем малтан ҫӳлте йӗрмешетчӗҫ, халӗ аяларах анчӗҫ, пӳрт кӗтессинчен ҫакланса шӑхӑрса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳлте виҫ сийлӗ курак ушкӑнӗ, кашни сийӗ хӑйне май енне вӗҫнипе, темӗнле хура тӗтӗм ӑшши вӗлтӗртетсе тӑнӑ пек курӑнать.

Помоги переводом

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳлте пӗлӗт шамалса-шӑмарса килчӗ.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳлте кулюкка вӗҫнӗ чух Кунӗ пулчӗ тӗтреллӗ…

Помоги переводом

Уках хурӑнӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Парлакра, ҫӳлте, пӗчӗкҫеҫ уртӑш йывӑҫҫи кутӗнче путене йӑви пур.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫӳлте ҫунаттисене планер пек ним сулкаламасӑр пӗр хӗрен хӑнчӑр-р! хӑнчӑр-р-р! текелесе ярӑнса ҫаврӑнать.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унран ҫӳлте пулма, ун ҫулне картлама нимӗнле тивӗҫ те ҫук сан аллунти машинӑн.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней