Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫуркунне умӗн, юр тӗлӗ-тӗлӗпе ирӗлкелеме пуҫласанах, тӑрисем ҫак кичем, анчах темшӗн вӗсен кӑмӑлне кайнӑ ҫӗр татӑкӗ ҫине вӗҫсе килеҫҫӗ те пӗлтӗрхи хӑрӑк курӑкран йӑва ҫавӑраҫҫӗ, чӗп кӑлараҫҫӗ, вара мӗн хура кӗр ҫитичченех ҫеҫен хире темле чаплах мар, анчах ҫын мӗн ачаранпах юратса итлеме хӑнӑхнӑ юрӑпа савӑнтараҫҫӗ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑра ылттӑн ялкӑшу юхать Соломон куҫӗсенчен, хӗре шанках тыткӑнласа лартаҫҫӗ вӗсем, пуҫне те ҫавӑраҫҫӗ, ӑшӑ чӗтӗрев пулса, ун ӳчӗ тӑрӑх та чупкалаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ачасем аран-аран сывлӑш ҫавӑраҫҫӗ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗлтӗркке ҫакӑ начар хӳтлӗх ҫав, ҫавӑнпа электричество хӗмӗ манӑн алӑран ун аллине куҫрӗ; юрату пурте ҫапла пуҫланать темелле, ҫавӑнпа эпир час-часах ултава та кӗретпӗр — хӗрарӑмсем пире хамӑр сывлӑхшӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ тесе; паллах ӗнтӗ, ҫав енсем пире таса вут-хӗм йышӑнмашкӑн унӑн чӗрине ҫавӑраҫҫӗ, хатӗрлентереҫҫӗ, тейӗпӗр, ҫапах та, ӗҫӗ пӗрремӗш хут сӗртӗнни кӑна татса парать.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Сӑмахран, тутар каччипе чӑваш хӗрӗ ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.
Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20
1988 ҫулхи ҫуркунне юман пек тӗреклӗ те ҫырӑ ҫӳҫлӗ каччӑпа - Анатолий Николаевичпа ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.
Телейӗ — юратнӑ ӗҫре // Р. ПАВЛОВА, С. ФРОЛОВА. «Авангард», 2019.05.06
Китай каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.
Казах хӗрӗсем ют ҫӗршыв каччисемпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
1949 ҫулта ҫамрӑксем пӗрлешсе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.
Ветерансем парӑнмаҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Вӑхӑт иртсен Иван Павловичпа Любовь Васильевна ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.Со временем Иван Павлович и Любовь Васильевна создают семью.
Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Апрелӗн 22-мӗшӗнче ҫывӑхри ялта пурӑнакан Матрена Васильевна Вершининӑпа ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.22-го апреля создают семью с живущей в ближней деревне Матреной Васильевной Вершининой.
Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
18. Ун пек ҫынсем Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑршӑн тӑрӑшмаҫҫӗ, хӑйсен хырӑмӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ; вӗсем йӑпӑлтатса, ӑста калаҫса айван ҫынсене хӑйсем майлӑ ҫавӑраҫҫӗ.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пушӑ сӑмаха хӑпартланса каласа, вӗсем аташса пурӑнакансенчен кӑшт анчах уйӑрӑлнӑ ҫынсене ӳт кӗленине тума, аскӑнланса пурӑнма ҫавӑраҫҫӗ.
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр ҫын сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи илнӗ те ӑна хӑйӗн хирне акнӑ: 32. ҫав пӗрчӗ, ытти вӑрӑсенчен пуринчен те чи пӗчӗкки пулин те, шӑтса ӳссессӗн пахчари пур ӳсентӑранран та пысӑкрах, йывӑҫ пекех пулса каять, ӗнтӗ вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килеҫҫӗ те унӑн турачӗсем хушшине йӑва ҫавӑраҫҫӗ, тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Эсӗ курнӑ йывӑҫ пысӑк та тӗреклӗ, ҫӳллӗшӗпе тӳпенех ҫитнӗ, ҫӗр хӗрринченех курӑнса ларать, 18. вӑл ҫӑра ҫулҫӑллӑ, нумай ҫимӗҫлӗ, пурне те тӑрантарать, ун айӗнче хирти тискер чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ, тураттисем хушшинче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, — 19. патша, ҫакӑ вӑл — эсӗ.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Йывӑҫӗ пысӑк та тӗреклӗ, ҫӳллӗшӗ тӳпенех ҫитет, вӑл ҫӗр хӗрринченех курӑнса ларать; 9. ҫӑра ҫулҫӑллӑ, нумай ҫимӗҫлӗ, пурне те тӑрантарать; ун айӗнче хирти тискер кайӑксем сулхӑн тупаҫҫӗ, ун тураттисем хушшинче вӗҫен кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ, пӗтӗм чӗрӗ чун ҫакӑ йывӑҫран тӑранса пурӑнать.
Дан 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Акӑ ҫӗр ҫинчи тӑватӑ пӗчӗкскерӗ, анчах вӗсем ӑслисенчен те ӑслӑрах: 25. кӑткӑ — халӑхӗ вӑйлӑ та мар, анчах апатне ҫулла янтӑлаҫҫӗ; 26. сӑрт-ту шӑшийӗ — хавшак халӑх ҫеҫ, анчах йӑвине чул ту ҫинче ҫавӑраҫҫӗ; 27. хӗрлӗ шӑрчӑкӑн патша ҫук, анчах вӗсем кар тапранаҫҫӗ, йӗркен-йӗркен пыраҫҫӗ; 28. эрешмен урисемпе ҫакланкалать ҫеҫ, хӑй вара патша керменне те ҫитет.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа йывӑҫӗсем — Вӑл лартнӑ Ливан кедрӗсем — шывран тӑранаҫҫӗ; 17. вӗсем ҫинче кайӑксем йӑва ҫавӑраҫҫӗ: чӑрӑшсем ҫинче — аист йӑви, 18. ҫӳллӗ тусем ҫинче — ту качакисем; чул хысаксем — мулкачсене пытанмашкӑн.
Пс 103 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла вӗсем халӑха хӑйсен енне ҫавӑраҫҫӗ, курка тулли шыв ӗҫтереҫҫӗ, 11. ӗнтӗ: «Турӑ епле пӗлтӗр?10. Потому туда же обращается народ Его, и пьют воду полною чашею, 11. и говорят: "как узнает Бог?
Пс 72 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.