Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ унччен те тӑван ҫӗршыва юратас туйӑма пӗлнӗ, кӗнекесем тӑрӑх пӗлнӗ, пытармастӑп сирӗнтен, вӑл туйӑма пӗтӗм чун-чӗререн эпӗ ҫав ҫапӑҫура, Кантемировка патӗнче ӑнланса илтӗм.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Аксинья ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн упӑшкипе килӗшӳллӗрех пурӑна пуҫланӑ, анчах та унӑн упӑшкине юратас сисӗм пулман, хӗрарӑмӑн хӗрхӳ хӗрхенӗвӗпе хӑнӑху кӑна пулнӑ.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Анчах ҫав тери юрататӑп ӑна, эп юратнӑ чухлӗ тӗнчере пӗр ҫын та юратман ӑна, юратас та ҫук».А я ее так люблю, как ни один человек на свете не любил и не будет никогда любить».
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫак шӑрӑх вӑхӑта епле юратас мар-ха: ун чухне станицӑсенче пушӑ та лӑпкӑ, уй-хирсенче халӑх тулли те шавлӑ; ун чухне вӗри сывлӑшра пӗрмаях е кайӑксем юрлани, е машинӑсем кӗрлени янӑраса тӑрать, — ҫеҫенхир ҫак вӑхӑтра хӑйӗн хӑвӑртлӑхне пысӑклатнӑ пек туйӑнать, пурнӑҫӑн йӗрки вара тикӗсленсе те хӑвӑртланса пырать…
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«Ма капла турӑр эсир? Ма ҫӳҫе хырса ятӑр? Халь ӗнтӗ эпӗ кӑтра мар, Нина Дмитриевна юратас ҫук ӗнтӗ мана!» тенӗнех туйӑнчӗ вӑл.
XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл Марьянкӑна ӗлӗкхинчен те ытларах юратрӗ, анчах та лешӗ хӑйне нихҫан та юратас ҫуккине халь лайӑх пӗлсе тӑчӗ.Он любил Марьянку больше, чем прежде, и знал теперь, что никогда не может быть любим ею.
XLII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Мӗншӗн юратас мар-ха, эсӗ чӑлах мар вӗт! — тавӑрчӗ Марьяна, хӑйӗн хыткан аллисемпе Оленин аллисене кулкаласа чӑмӑртаса.
XXXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ман ӑшра пӗр хама анчах юратни тата пӗр ӗмӗт — ӑна юратас, унпа, унӑн пурнӑҫӗпе пурӑнас ӗмӗт ҫеҫ пулнӑ вӑхӑтра-и!?Когда в душе моей одна любовь к себе и одно желание — любить ее и жить с нею, ее жизнию.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Анчах та юратас кӑмӑл пур-ҫке ӗнтӗ ман, унтан вӑйлӑрах кӑмӑл пулма та пултараймасть!Да есть же во мне желание любить, сильнее которого нельзя иметь желанья!
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Мӗншӗн юратас мар?
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Анчах мӗншӗн-ха хӑвӑн та юратас мар! — тет те ҫула тухса каяканни, шухӑша путса, хӗрхеннӗ евӗр хӑйӗн тусӗ ҫине пӑхать.
I // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кандова, тен, ытти тӗрлӗ ыйтусем те пуҫ ҫавӑрнӑ пуль: лешӗ те ӑна хӑй пекех савса юратас пур-и, тепӗр майлӑ каласан эппин, ҫав хӗр ӑна хӑй пекех пысӑк телейлӗ тӑвайӗ-ши?
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӑванӗсем те, ҫывӑх ҫыннисем те пулман унӑн, пӗтӗм юратас кӑмӑлне тӑван ҫӗршыва панӑ, тӑван ҫӗршывӗ уншӑн чи ҫывӑххи пулнӑ.Не имея ни родных, ни близких, он всю свою любовь отдал родине.
XII. Симӗс енчӗк // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӑван ҫӗршыва юратас пирки сӑмахлами пулчӗҫ, ҫӗкленнӗ кӑмӑл та йӑлт пусӑрӑнчӗ.
I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Унӑн Бойчона савса юратас кӑмӑлне хаяр ҫынсем айӑп вырӑнне хурӗҫин, кӗске вӑхӑтлӑха кӑна кӑшт савӑннӑ туйӑмшӑн пысӑк хуйхӑпа тӳлет иккен-ха вӑл.
XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Радӑна чунтан савса юратас ӗмӗчӗ унӑн тепӗр юратупа та — тӑван ҫӗршывне юратас кӑмӑлӗпе те — хыпӑнса илчӗ.Любовь к Раде стала цвести и благоухать в его душе рядом с другой любовью — к родине.
XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кирияк Стефчов ҫулӗпе ҫамрӑк та, пурнӑҫа пӑхас енӗ пӗтӗмпех авалхилле, «тутӑхсах ҫитнӗ» темелле; ирӗклӗхе юратас пархатарлӑ шухӑшран вӑл пит аякра тӑрать.
VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ун пек чухне хӗрарӑм ӑна юратать, лешӗ мӗнле юратать, вӑл та ӑна ҫаплах юратать, анчах хӑйӗн юратас килнипе ҫеҫ унӑн юратас кӑмӑлӗ пулмасан вара, арҫыннӑн, — ҫаплах хӗрарӑмӑн та, — ӑна ирӗксӗрлеме нимле ирӗк те ҫук.
6 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Хӑвӑн хуҫуна пӑхӑнса пурӑн; тӑшман ҫине, ҫаратас тесе, вӑрҫӑпа кайман хушӑра ун юлхавлӑхне килентерсе пурӑн; санӑн ӑна юратас пулать, мӗншӗн тесен вӑл сана сутӑн илнӗ, эсӗ ӑна юратмасан вара — вӑл сана вӗлерет», — тет вӑл хӑй умӗнче вилӗ выртакан хӗрарӑма.
1 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫук, савнӑ тусӑм, манӑн сана юратас килет, сана кӳрентересшӗн мар эпӗ.— Нет, мой милый, я хочу любить тебя и не хочу, не хочу обижать тебя.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.