Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшпа (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫук, ҫынна шухӑшпа ӗмӗт ҫунатне ҫеҫ панӑ.

Помоги переводом

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Тӑхта-ха, тӑхта, — сасартӑк кӗтмен-туман ҫӗртен тӗвӗленсе чӑмӑртаннӑ темӗнле вӑрттӑн шухӑшпа теветкелленсе, ӑшӗнче юмахри Патрикеевна пек ихӗлтете-ихӗлтете, пит-куҫӗнчен ҫиҫӗнсе илчӗ ватӑ ҫын. — Ку ӳкнӗ мая пархатара ҫавӑрмалла мар-ши?

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

«Ах, каҫ килекен юлашки автобуса та пулин ӗлкӗресчӗ, — хыпӑнчӑк шухӑшпа вӑрканса илчӗ Пурис, вара тӑрмаша-тӑрмаша куҫне ал сехечӗ ҫине тирӗнтерчӗ: кӑнтӑр вӑхӑчӗ хыҫҫӑн пилӗк сехет те ҫурӑ ҫитнӗ иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑваш блогерӗсем чӑнах та пултаруллӑ, кашнийӗ ҫынсене хӑйевӗрлӗхӗпе илӗртет: пӗри илемлӗ видеопа, тепри хӑй тунӑ ӳкерчӗкпе, виҫҫӗмӗшӗ ӑслӑ шухӑшпа, тӑваттӑмӗшӗ сӑвӑсем ҫырса.

Помоги переводом

Хусанта иртнӗ эрнекун чӑваш блогерӗсем тутар ӗҫтешӗсемпе тӗл пулчӗҫ // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... avas-tuxat

Ман шухӑшпа, хаҫатра патриотизм темине ҫутатассине тата вӑйлатмалла пек туйӑнать.

Помоги переводом

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Ман шухӑшпа, ҫакӑ кирлех.

Помоги переводом

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

\Мӗн калаҫрӗҫ-ши? Мӗн йышӑнчӗҫ-ши?» текен шухӑшпа Ҫтаппан ура ҫине тӑчӗ.

Помоги переводом

Юрать-ши, юрамасть-ши... // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 15–19 с.

Ун чухне эпӗ вунпилӗк ҫултаччӗ, кӳршӗ ялти ҫиччӗмӗш класран вӗренсе тухрӑм та, малалла ӑҫта вӗренме каяс шухӑшпа пӑтранкаласа пурӑнатӑп.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ку ыйтӑва мӗн шухӑшпа панине тавҫӑраймасӑр: — Тӗне кӗнӗ, — терӗ Ҫтаппан.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Огуречников мӗнле шухӑшпа каланине ӑнланмарӗ Макҫӑм.

Помоги переводом

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл пӗрре пӑхсах кучерӗ ӳсӗррине, мӗнле шухӑшпа кӗнине тавҫӑрса илчӗ.

Помоги переводом

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Шӑллӗ ку сӑмахсене Сахар мӗн шухӑшпа каланине ҫавӑнтах ӑнланчӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта та ҫав шухӑшпа кӗнӗччӗ вӗсем: Пӗлмен-палламан ҫынсем патӗнче апат ҫикелесе чей ӗҫес те, кӑштах выртса канас, унтан, вӑй илсе, малалла утас тенӗччӗ — пулмарӗ: мунча пек пӳртре те, ав, пӗлекен ҫын тупӑнчӗ.

Помоги переводом

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсӗ тетӳпе ӗмӗрех пӗр чӗлхепе, пӗр шухӑшпа пурӑннӑ, Захар Петрович ҫавӑн чухлӗ япала пытарма пултарнӑ пулсан, эсӗ те унран сахал пытарман теҫҫӗ.

Помоги переводом

Хӑрушӑ хыпарсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак шухӑшпа Сергей юлташне аллинчен тытрӗ, пӳрт патне кайма систерчӗ, анчах хӳшӗрен сиксе тухнӑ пӑру пек йытӑ, харкашса-тулашса, вӗсем ҫине сикме тӑчӗ — ӗлкӗреймерӗ: Сергей аллинчи наганран вӗҫсе тухнӑ пуля унӑн пуҫне шӑтарса тухрӗ.

Помоги переводом

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кил хуҫипе мӑшӑрӗ мӗнле шухӑшпа сывланине хӑвӑр лайӑх пӗлсе ӗненнӗ хыҫҫӑн тин вӗсене алӑ пусса пама сӗнӗр, — терӗ вӑл.

Помоги переводом

Каллех пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку шухӑшпа килӗшме пулать.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйӗн пичӗ те ӗҫнипе, те вӑтаннипе, те урӑх шухӑшпа хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шухӑшпа кунне миҫе хутчен пӑвмасть-ши Кӗркке Али-Акрама?

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Шухӑшпа Мамич-Бердей ҫак самантра Сююнбикепе юнашар ларчӗ.

Помоги переводом

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней