Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шухӑшпа (тĕпĕ: шухӑш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лаша хӑрамасан, эпӗ лаша ҫинчен ӳкмесен пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать текен шухӑшпа пыратӑп хайхи.

Помоги переводом

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Ӗнтӗ киле таврӑнса ӑшӑ вырӑн ҫине кӗрсе выртсан та ҫывӑраймӗ, шухӑшпа пурӗ пӗр уйра, трактористсемпе пӗрле пулӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Паллах чӑнласа, Михаил Степанович, бригада членӗсем ман шухӑшпа, курӑн, пурте килӗшӗҫ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсир, мӗн, сирӗн шухӑшпа килӗшеҫҫӗ тетӗр-и?

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эпӗ пӗрре те сире кӳрентерес шухӑшпа каламанччӗ…

Помоги переводом

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Ҫынсем Калляпа Ульхана шухӑшпа та, ӗҫпе те пулӑшма тӑрӑшрӗҫ, анчах усси пулмарӗ, икӗ кун иртрӗ, ҫухалнӑ укҫа пурпӗр тупӑнмарӗ.

Помоги переводом

Укҫа // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 3–4 с.

Комсомол ӗҫӗпех пуль ӗнтӗ», — ҫак шухӑшпа пырса кӗчӗ вӑл кантура.

Помоги переводом

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вылянчӑк шухӑшпа пуҫна ан ҫӗмӗр.

Помоги переводом

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫакӑн пек шухӑшпа вӑл минтер ҫине йӑванчӗ, хускалмасӑр чылайччен выртрӗ.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ҫӗнӗ йӗрке тӑвакансем, пролетариат диктатури тума ӗмӗтленекенсем, ҫӗр ҫинче рай туса хурас шухӑшпа ӳсӗрӗлнӗскерсем хресченсене мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхӗпе колхозсене хӑваласа кӗртрӗҫ.

Помоги переводом

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ара, лешӗ яланах шӑппӑн ҫӳрет-ҫке, йӗрлесе тупас, чӗнейми тӑвас, «халӑх тӑшманне» тытас шухӑшпа.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Америка революцийӗ вӑхӑтӗнче кӑнтӑрти колонисенчи революци ҫарӗсем Квебека «ирӗке кӑларас» шухӑшпа Британи гарнизонне тапӑннӑ.

Во время американской революции революционные войска из южных колоний напали на британский гарнизон в попытке «освободить» Квебек.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Нинук та, пӗрре пӑхсах паллӑ, ку шухӑшпа килӗшет.

Помоги переводом

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ку шухӑшпа пурте килӗшеҫҫӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ӑшӑ тӑрӑхӗсен чиккисем вӑл — шухӑшпа тунӑ япала.

Границы между тепловыми поясами условны.

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӑшӑ тӑрӑхӗсем // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Икӗ полюсран та пӗр тан вырӑн илсе ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче шухӑшпа йӗри-тавра лини ӳкереҫҫӗ.

На равном расстоянии от обоих полюсов вокруг земного шара мысленно проводится линия.

Полюссемпе экватор // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ленинградра шырани ӑнӑҫсӑр пулнӑ хыҫҫӑн вӑл ак мӗнле шухӑшпа килӗшрӗ: ҫав вӑрттӑн ӗҫлекен институт ӑҫта вырнаҫнине пӗлмесӗр эпӗ Ольӑна тупаймастӑп, тенӗ.

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шырамалли ҫул вӑрӑм пулас шухӑшпа килӗшрӗ вӑл.

Помоги переводом

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Лиза халӗ те-ха хӑй Виктора мӗнле те пулин усал тӑвас, ӑна хурлӑх кӳме пултаракан сӑлтав тупас шухӑшпа килӗшме ниепле те пултарайман.

Помоги переводом

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов Оля тӗнчере ҫук тенӗ шухӑшпа килӗшнӗччӗ, икӗ сехет каялла Оля сӑнне хӑй аллине ӑнсӑртран лекнӗ кивӗ «Луч» журналта курман пулсан, вӑл чӗрӗ тенине нихҫан та ӗненмен пулӗччӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней