Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑмаҫҫӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынна хур тума пынӑ эсремете хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ, Максуд, чӑх тытасшӑн явӑнса ҫӳрекен хурчкана ухӑпа персе ӳкереҫҫӗ.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫук, тӗпсӗр шӑтӑк патӗнче мӗн тӑвас тесе пуҫа ҫӗмӗрсе тӑмаҫҫӗ, ҫаврӑнаҫҫӗ те утаҫҫӗ ун умӗнчен.

Помоги переводом

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сӑмах параҫҫӗ те ҫав сӑмах ҫине тӑмаҫҫӗ.

Помоги переводом

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ыйтса тӑмаҫҫӗ — салтаксене илсе килеҫҫӗ те килсем тӑрӑх вырнаҫтарса тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

Сирӗн ӗҫсем кал-кал пыраҫҫӗ, пӗр минут та чарӑнса тӑмаҫҫӗ.

Ваши дела не будут буксовать ни минуты.

31-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Халӗ сирӗн шухӑшпа, юрату тата чухӑнлӑх пӗрре те килӗшсе тӑмаҫҫӗ.

В вашем представлении сейчас любовь и бедность совершенно не сочетаются.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Сирӗн ӑнланура юратупа чухӑнлӑх пачах та ҫыхӑнса тӑмаҫҫӗ.

В вашем представлении сейчас любовь и бедность совершенно не сочетаются.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӗсем пӗр патшана та пӑхӑнса тӑмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Асту, вӗсем сана хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ, пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре аяк пӗрчинчен пекӗпе яш тутараҫҫӗ акӑ, — мӗнле яш тутарнине аллипе туса кӑтартрӗ улан.

Помоги переводом

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Вӗсем ушкӑнӗпе ман Тукай чӗрне хурине тӑмаҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем манран ыйтса та тӑмаҫҫӗ, хапхана хӑйсемех уҫса кӗреҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн хӗсӗк те кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑкӗсем кӑнтӑр кунӗнче те ытлашши шавлӑ тӑмаҫҫӗ, халӗ вара унта нимӗнле сас-чӗв те илтӗнмест.

Помоги переводом

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тепӗр чух, асӑрхамасан, выльӑх кӗтӗвӗ пекех хӑваласа каяҫҫӗ, ниме те уяса тӑмаҫҫӗ, — сӗтел ҫине пӗр чашӑк тӑварланӑ кӑмпа лартса пачӗ старик.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тутарсем хӑйсен ҫыннисене те хӗрхенсех тӑмаҫҫӗ иккен, вӗсен уххисенчен вырӑс ялӗсем ҫеҫ мар, тутар ялӗсем те шар кураҫҫӗ, — терӗ Иван Дормидонтович ятли.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем мӑрсаран та хӑраса тӑмаҫҫӗ.

Помоги переводом

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Венчете те тӑмаҫҫӗ, ҫырӑнаҫҫӗ кӑна, — ӑнлантарчӗ Павлуш.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Дезертирсем тата ыйтса та тӑмаҫҫӗ, килкартинченех хӑш чухне кӳлсе тухса каяҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Услам курма шутлакан хуҫасем ҫынсен сывлӑхне те хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ.

Помоги переводом

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Нумай калаҫса тӑмаҫҫӗ, пуҫтаракансем хӑйсемех сӗмсӗррӗн: «Лавккари ҫӑва шӑратӑр та парӑр!» — теҫҫӗ.

Помоги переводом

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫӗнӗ налук кӗртекен е налук тӳлекенсен пурнӑҫне йывӑрлатакан саккунсем хӑйсемчченхи вӑхӑтшӑн вӑйра тӑмаҫҫӗ.

Законы, устанавливающие новые налоги или ухудшающие положение налогоплательщиков, обратной силы не имеют.

Чӑваш Республикин Конституцийӗ // Патшалӑх Канашӗ. https://cap.ru/chuvashia/o-chuvashii/kon ... nstitucije

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней