Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӑмаҫҫӗ (тĕпĕ: тӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ хӑвах калатӑн вӗт — кӗнекесем саншӑн ним те тӑмаҫҫӗ тесе, — ҫапах мана: вула, тесе вӗрентетӗн!..

— Вот ты сама говоришь, что книжки ничего не стоят для тебя, а меня учишь: читай!..

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Йӗрӗ ҫынсем… чӑрманса-туса тӑмаҫҫӗ

Ловкий народ… развязный…

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тата ҫакна калам: питӗ те йӑваш пулӗччӗ кӑртӑш пуллӑн чунӗ, ытах та ун шӑрчӗсем вирелле тӑмаҫҫӗ пулсан…

А тебе скажу: слаба, брат, душа у ерша, коли у него щетинка дыбом не стоит…

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн шӗвӗр хӑлхисем, ытти кашкӑрсенни пек, чанк тӑмаҫҫӗ; пуҫӗ ывӑннӑн, вӑйсӑррӑн усӑнса аннӑ, куҫӗсем тӗксӗм, куҫа шартарса яракан хӗвел ҫуттине пула, вӑл куҫӗсене тӑтӑшах хупа-хупа илет.

Уши не торчали кверху, как это ему приходилось видеть у других волков, глаза помутнели и налились кровью, голова бессильно понурилась.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Халь ӗлӗкхи мар, ҫураҫса хунӑ-и, ҫураҫса хуман-и, ӑна-кӑна пӑхса тӑмаҫҫӗ, килӗштермеҫҫӗ-тӗк — пӑрахаҫҫӗ те утаҫҫӗ…

Помоги переводом

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫынни эпӗ кӑштах ӗҫнӗскер, сӑмахсем тытӑнса тӑмаҫҫӗ.

Человек выпивши, словам удержу нет.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

— Ҫав вараланчӑк хут татӑкӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ.

 — Это грязная бумага, которая ничего не стоит.

35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Уйрӑмах вӗсем юлашки уйӑхра урса кайрӗҫ, партизансем майлисене ҫеҫ мар вӗлереҫҫӗ, ҫавӑн пекех хӑйсем харкашса е судлашса пурӑннӑ кӳршӗсене те, хӑйсене парӑнман хӗрарӑмсене те, яла хӑйсен тӑванӗсем патне апат-ҫимӗҫ илме килекен хула ҫыннисене те касса-чиксе вӗлереҫҫӗ; сехетшӗн, авторучкӑшӑн, пушмакшӑн, пальтошӑн, портфельсемшӗн те хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ, ал айне лекнисене пурне те вӗлереҫҫӗ; картла вылянӑ чухне тата ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ те пӗр-пӗрне персе пӑрахаҫҫӗ…

В последнее время они совсем озверели, резали, не разбирая, всех подряд — и сочувствующих партизанам, и соседей, с которыми поссорятся, и женщин, если те дают им отпор, и горожан, приходивших к родственникам за продуктами, четники убивали из-за часов, из-за автоматической ручки, из-за солдатских башмаков, из-за зимнего пальто, из-за сумки, они резали всех, кого попало, резали друг друга во время попоек или игры в кости…

21 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Чикӗре леш контрабандистсемпе пӗрле ӗҫлекен, шарласах кайман стражниксем, чикӗ урлӑ каҫакан ҫынсене паспортсемпе пропусксем сутакан жандармсем хурал тӑмаҫҫӗ ӗнтӗ, унта совет пограничникӗсем тӑраҫҫӗ, вӗсемпе ӗҫ кӑларма ҫук.

Границу охраняли не сговорчивые стражники, работающие заодно с контрабандистами, не жандармы, продающие паспорта и пропуска перебежчикам, а неподкупные советские пограничники.

12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Манӑн хушаматпа ятӑм ниме те тӑмаҫҫӗ.

А у меня подкузьмила и фамилия и имя.

8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кӗҫех вӗсене ушкӑн патне илсе пычӗҫ, хӑйсем вӗҫерӗне-вӗҫерӗне каяҫҫӗ, пулӑшма чӗнеҫҫӗ, ниепле те рете тӑмаҫҫӗ.

Вырываясь из рук своих палачей, они вопили, отталкивали их и никак не хотели становиться в строй.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑл ҫӳҫне яп-яка туранӑ, ҫупа сӗрнӗ пекех туйӑнать, унӑн хӗп-хӗрлӗ чӑмӑр тутисем пӗр самантлӑха та хупӑнса тӑмаҫҫӗ; аллисемпе час-часах ҫӳлелле хӑлаҫланса илет, ҫак вӑхӑтра вӑл алӑран темле кайӑка вӗҫтерсе янӑ пекех курӑнать.

Алые, пухлые ее губы не закрывались ни на одно мгновение, а руки то и дело стремительно взлетали кверху, словно выпуская на волю птиц.

2 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Ҫамрӑклах тапхӑрӗнче эпӗ мӗнле япаласем ҫинчен яланах кӑмӑлласа шухӑшланине ӗненмӗҫ те, — вӗсем хам миҫе ҫултипе, пурнӑҫӑм йӗркипе ним чухлӗ те килӗшсе тӑмаҫҫӗ.

Едва ли мне поверят, какие были любимейшие и постояннейшие предметы моих размышлений во время моего отрочества, — так они были несообразны с моим возрастом и положением.

XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

«Саго-Марун» ӳссех пыракан сӗмсӗрлӗхӗпе танлаштарсан, ҫак трофейсем ниме тӑмаҫҫӗ.

Все эти трофеи выглядели очень скромно по сравнению с возросшим нахальством «Саго-Мару».

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Вӗсене халлӗхе пӗр-пӗринпе нимӗн те ҫыхӑнтарса тӑмасть, вӗсем манпа та нимӗнпе те ҫыхӑнса тӑмаҫҫӗ.

Которых еще ничто не связывало между собой и ничто не привязывало ко мне.

6 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.

Иксӗмӗр пӗр-пӗрне килӗштернине каласан, турткалашса тӑмаҫҫӗ вӗсем, пиллеҫҫӗ, — савнӑ ҫыннине ыталама тӑнӑ аллисене кӗлетки тӑрӑх лӑштӑр-р усӑнтарчӗ хӗр.

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ыттисем тата иккӗшӗ, Нинӑн аслӑ пиччӗшӗ хыҫҫӑнхисем — аплӑшӗпе тетӗшӗ — пӗри Мускавра, тепри тата таҫта вӗренеҫҫӗ, яла шутсӑр килсе-курӑнсах тӑмаҫҫӗ, «ашшӗ кӑмӑлне курах тӑван килӗнчен писрӗҫ», текелет пурне те аллакан чӗлхе.

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Заречьере епле пурнаҫҫӗ: Чунӗсем ниме тӑмаҫҫӗ

Как живут у нас в Заречье Худы души человечьи…

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Хулапа слобода хушшинче мӗн авалтанпах вӑрҫӑ-харкашу пырать: Шиханри тутӑ мещен халӑхӗ Заречье ҫыннисене: вӗсем ним тӗшне те тӑмаҫҫӗ, пурте ӗҫке ернӗскерсем тата вӑрӑсем тесе шутлать, Заречье ҫыннисем, хӑйсем ҫине лешсем ҫапла пӑхнине пикенсех ҫирӗплетме тӑрӑшаҫҫӗ, хула ҫыннисене вара «тӗпренчӗк пуҫтарма юратакансем» тата «пилӗк пуслӑх укҫа ҫиекенсем» тесе чӗнеҫҫӗ.

Между городом и слободою издревле жила вражда: сытое мещанство Шихана смотрело на заречан, как на людей никчемных, пьяниц и воров, заречные усердно поддерживали этот взгляд и называли горожан «грошелюбами», «пятакоедами».

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Ара вӗсем хӑйсем те ниме тӑмаҫҫӗ вӗт, мӗн мурне Констанцӑна каймалла-ха вӗсен.

Потому сами-то они, как ноль без палочки, чего им одним переться в Констанцу.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней