Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӗвелтухӑҫӗ, ӑна аялтан вут чӗртнӗ пек, хӗмлӗн хӗрелсе кайнӑ, ҫавӑнпа аэродром ҫийӗнчи тӑрӑхӑн сарса хунӑ тутӑр пек вӑрӑм пӗлет те, ирхи сывлӑмпа пӗрле пӗлӗтрен ӳкнӗ пек туйӑнакан йӗпе тӗтре те кӗрен тӗспе сӑрланнӑ; хӑйсен станицинче Ирина ҫакӑн пек ҫӳллӗ тӳпене те, ҫакӑн пек пӗлӗте те, ҫакӑн пек тӗтрене те нихҫан та курман; тӗтре витӗр, шурӑ кантӑк ҫинчи ӳкерчӗксем пек, пысӑк самолетсен хура мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, Иринӑна вӗсем хула ҫывӑхӗнче ҫӗр каҫнӑ кайӑк кӗтӗвӗ пек туйӑнаҫҫӗ, вара вӑл ҫак кайӑксенчен хӑшӗ ӑна пӗлӗтсем хушшине илсе каясси ҫинчен пӑшӑрханса шутлать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем сад ирхи сывлӑмпа йӗпеничченех тата хӗвел-тухӑҫӗнче пӗлӗт ҫуталичченех диван ҫинче калаҫса ларчӗҫ…Они сидели на диване и говорили, пока роса не смочила сад и не забелело небо на востоке…
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Новодержкин пӗр минут пек чӗнмесӗр тӑчӗ, тирек йывӑҫӗ ирхи сывлӑмпа йӗпеннӗ ҫулҫисем ҫине пӑхса илчӗ, унтан хӑйӗн вылякан куҫӗсемпе Хворостянкин ҫине темле ҫилленчӗклӗн пӑхрӗ те, вара пӗр сӑмах каламасӑрах, тухса кайрӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев сак ҫине ларчӗ; ун пуҫӗ ҫийӗнче ирхи сывлӑмпа йӗпеннӗ ҫулҫӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем хушшинче хӑлха унки пек чие ҫырлисем хӗрлӗн-саррӑн курӑнаҫҫӗ.
XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьев вара ҫак сасӑсене те кӑмӑлласа итленӗ, така ашӗн техӗмлӗ шӑршине туйса, вучах умӗнче те ларма юратнӑ, ирхи сывлӑмпа йӗпеннӗ бурка айӗнче ыйхӑран вӑранма та лайӑх пулнӑ ӑна, хӑвӑрт юхакан шывӑн чуллӑ ҫыранне кайса ҫӑвӑнма та килӗштернӗ вӑл.
IV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
сывлӑмпа йӗпенсе, шуралса кӑвакланнӑ курӑка пӑха-пӑха илчӗ те, ӑна ыйхӑран кулӑпа вӑраннӑ ним айӑпсӑр ирӗн ҫак капӑр чеченлӗхӗ хушшинче хӑй лутака, ирсӗр, чӑнлӑх та вӗҫӗ-хӗррисӗр ют пулнӑн туйӑнса кайрӗ.
XIX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унӑн пысӑк мар кӑвак сухаллӑ ахаль вырӑс ҫыннин пит-куҫӗ, хӗвелпе пиҫнӗскер, сывлӑмпа йӗпеннӗ, ун ҫинче кӑвак юн тымарӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ; Иван Иваныч пичӗ пекех, ӗҫлӗ те типӗ пит-куҫ вӑл, унра ӗҫшӗн вилесле ҫунни курӑнса тӑрать.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ӑна темиҫен ярса тытрӗҫ те ҫӳле ҫӗклерӗҫ, сывлӑмпа кӑштах нӳрленнӗ сарлака та ҫемҫе ҫӗре лартрӗҫ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вырнӑ ыраш, хытхура, хурхуххи, хир кантӑрӗ — шӑрӑхпа ӗнсе сарӑхнӑ е хӑмӑрланнӑ ҫак пӗтӗм ӳсентӑран, халӗ ӗнтӗ сывлӑмпа ҫӑвӑнса тасалнӑскер тата хӗвел ҫутипе ачашланнӑскер, ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑчӗ, тепӗр хут чечекленме хатӗрленчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Чи малтан аякра-аякра, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, аллисене сулласа тӑракан пӗчӗкҫӗ этем евӗр-ҫил арманӗпе ҫаврака сӑртлӑхсем патӗнче, ҫӗр ҫийӗн сарлака ҫутӑ сарӑ йӗр шуса иртрӗ; тепӗр минутран ҫавнашкал йӗр кӑшт кунтарах куҫса килчӗ те, сылтӑмалла шуса кайса, сӑртлӑхсене ҫутатрӗ; темле ӑшӑ япала Егорушка ҫурӑмне сӗртӗнчӗ, ҫутӑ ани, хыҫалтан пытанса килнӗскер, кӳмепе лашасем урлӑ сиксе каҫрӗ те ытти ҫутӑ йӗрсене хирӗҫ васкарӗ, вара пӗтӗм сарлака ҫеҫенхир хӑй ҫинчи ҫурма сӗмлӗхе сирсе пӑрахрӗ, кулса ячӗ, сывлӑмпа йӑлтӑртатма тытӑнчӗ.
I // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Садсем сим илчӗҫ; сывлӑмпа пӗркеннӗ шӑлан чечекӗсем мамӑкланса хӗрелнӗ; ҫулҫӑпа хупӑрланнӑ улмуҫҫисем юр пек шурӑ чечекпе тумланнӑ та, Бяла Черква ҫурчӗсене уяври пек кӑтартса, мухтавлӑ илем кӗртсе тӑраҫҫӗ; таврара шӑпчӑк юрри чарӑна пӗлмест, чӗкеҫсем, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн сӑнӑ пек вӗҫсе иртсе, уҫӑ сывлӑшра хӗвелпе те ирӗклӗхпе савӑнаҫҫӗ.
XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫумӑрпа тата вӑйлӑ ӳкнӗ сывлӑмпа нӳрелнӗ турпассем тивсе каймаҫҫӗ, хӗрарӑмӑн мекӗрленнипе хӗрелнӗ пичӗ ҫинелле тӗтӗм явӑна-явӑна хӑпарать, лапкан-лапкан сӑрӑ кӗл вӗҫет.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сывлӑмпа йӑлтӑртатакан ешӗл тинӗс пек кӗрхи тулӑ пусси пуҫланакан касӑ тӗлӗнче нумайччен тӑрать вӑл.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ман ҫуртӑн чӳречи айӗнче тӑрса, эсӗ: «Тухсам, хӳхӗм чиперукӑм, манӑн ҫӳҫӗм йӑлтах каҫхи сывлӑмпа йӗпеннӗ!» — тесе хама чӗннӗ чух, эпӗ палларӑм сана, эпӗ аса илтӗм сана, савнӑҫ та, шиклӗх те ҫатӑрларӗ ман чӗрене.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Сӑмах вӗҫне Давыдов илтсе юлаймарӗ: каллех пусса килнӗ ыйӑх унӑн пуҫне сывлӑмпа йӗпеннӗ кӗрӗк ҫине тайӑлтарчӗ, мӗнпурне мантарса лӑплантарчӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пиччӗшӗ ун, сывлӑмпа йӑлт йӗпеннӗскер, ҫӑм витӗнкӗҫпе чӗркеннӗ те ҫаплах хунавсен хушшинче ҫывӑрать-ха.Брат ее спит еще между лозами, завернувшись в шерстяное одеяло, все мокрое от росы.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Пуҫӑм манӑн сывлӑмпа йӗпеннӗ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Улӑхра шӑп, уҫӑ; сывлӑмпа йывӑрланнӑ курӑк ҫӗр ҫумне выртнӑ.На лугу было свежо, тихо; трава, отяжеленная обильной росой, полегла к земле.
20-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах ҫавӑн пеккисем сайра хутра кӑна пулкалаҫҫӗ, ҫакнашкал ӑнсӑртлӑхсене хирӗҫ килте сӑнаса тунӑ майсем пулнӑ: суранланнӑ вырӑна ҫӑлри мӑкпа е сывлӑмпа сӑтӑраҫҫӗ, турӑ шыве сыптараҫҫӗ, е чӗлхе вӗреҫҫӗ те — пурте иртсе каять.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каҫхи сывлӑмпа ту ҫилӗ манӑн ҫуннӑ пуҫӑма уҫӑлтарсан тин, ӑс-тӑнӑм яланхи пек йӗркене кӗрсе ҫитсен тин пӗтнӗ телей хыҫҫӑн хӑвалани усӑсӑр та ӑссӑр иккенне тавҫӑрса илтӗм эпӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964