Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫирӗм саслӑ хор юрра малалла юрласа ячӗ; вӗсем тӗрлӗрен сасӑпа, анчах та хаваслӑн юрлаҫҫӗ.Недружный хор двадцати голосов подхватил песню нескладно, фальшиво и весело.
9 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Каҫ-каҫ ун патӗнче час-часах хӑнасем пухӑнаҫҫӗ, — Алексей Васильевич ятлӑ, шуранкӑ сӑнлӑ, хура сухаллӑ, ҫӳллӗ, тӗреклӗ хитре арҫын, сахал калаҫаканскер; Роман Петрович — шатра питлӗ, ҫаврака пуҫлӑ, яланах темскере хӗрхеннӗ пек тутине чӑплаттараканскер; Иван Данилович — ырхан та пӗчӗкскер, шӗвӗр сухаллӑ та ҫинҫе саслӑ, хастарлӑ, кӑшкӑрма юратакан, пӑшатан пек ҫивӗч ҫын; Егор — яланах хӑйӗнчен, юлташӗсенчен тата хӑйӗн йывӑрлансах пыракан чирӗнчен кулса тӑрӑхлаканскер.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Лӑпкӑ уй-хирсем варринче яланхи пекех кӗтмен ҫӗртен те йышлӑ халӑхлӑ, нумай саслӑ МТС тухса тӑчӗ.МТС, как всегда, встала среди полей, неожиданная в их безмолвии, многолюдная, разноголосая.
3. «Вӗҫме хатӗрлен!» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Ленин юлташа вӗлерме тапӑнни ҫинчен туса панӑ доклада итлесе тата алӑсенче винтовкӑна ҫирӗп тытса, пӗр саслӑ пулса, ирсӗр контрреволюционерсен мӗнпур тӗнчине, тӗнчери капиталӑн мӗнпур агенчӗсене ҫапла калатпӑр: сире, хӑвӑрӑн ирсӗр аллуна ӗҫлӗ, рабочи класа хӳтӗлекенсем ҫине ҫӗкленӗскерсене, — хуйхӑ та хӗн-хурлӑ асап.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Вӑл шӑнасем сӗрленӗ пек пӗр саслӑ янӑракан Ксенофонтовна сассине илтрӗ.Он услышал однотонный, как жужжание мух, голос Ксенофонтовны.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Бортникова арманта хӑварма пӗр саслӑ пулса йышӑнчӗҫ.
10. Пленум хыҫҫӑн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
«Калтана» нумайччен курмасан, вӑл унӑн ҫинҫе саслӑ юрришӗн тата телейлӗн кӗтсе тӑракан куҫӗсемшӗн пайтах тунсӑхлатчӗ.
4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Янкӑс саслӑ ҫак кайӑк хӑйӗн чи лайӑх юррине ҫӗрлене валли упрать пулӗ.Видно, для ночи звонкоголосое это существо оставляет лучшую свою песнь.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пӑсӑлнӑ саслӑ илемсӗр хӗр куракансене хӑй аллине ҫавӑрса илме, хӑйне пӑхӑнтарма пуҫларӗ.Некрасивая девушка с разбитым голосом начинала забирать ее в руки, овладевать ею.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Берсеневӑн пӳлӗмӗнче фортепьяно ларать; вӑл пысӑках мар, ҫӗнӗ мар, анчах уҫах мар пулсан та, кӑмӑллӑ та ҫемҫе саслӑ.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Йывӑҫ турачӗсем хушшисемпе лутра тӗмесенче илемлӗ саслӑ какадусем, хӗрлӗ пӗсехеллӗ симӗс какариксем, йӑлтӑртатса тӑракан хура питлӗ таупӑсемпе кӑвакал пысӑкӑшне ҫитекен хӗрлӗ те кӑпӑш тӗклӗ попугайсем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Дикарьсем вӑтам пӳллӗ, хӑмӑртарах сарӑ тӗслӗ ӳтлӗ, пысӑк саслӑ ҫынсем пулнӑ, вӗсем ярӑмланса тӑракан хура ҫӳҫӗсене пӗр ҫӗре ҫыхса шурӑ тӗксӗмпе илемлетнӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Ҫав чаплӑ кайӑкӑн хӳри Орфейӑн ырӑ саслӑ инструменчӗ пекех.Хвостовое оперение этой грациозной птицы удивительно похоже на сладкогласный инструмент Орфея.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Нумай саслӑ кӑшкӑрусем таран шӑплӑхпа улшӑнчӗҫ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Тӑрӑшшӗпех пӗр евӗрлӗ, пӗр саслӑ та кичем ҫӗршыв сӑнне ҫакӑнтинчен урӑх тӗнчипе те шыраса тупаймӑн.Нигде в мире нельзя найти пейзажа, более однообразного, монотонного и скучного.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн уҫӑ та илемлӗ сасси янӑраса кайсан ҫепӗҫ саслӑ шӑпчӑксем те вӑтанса шӑпланнӑ.Так красиво, так звонко, что соловьи стыдливо умолкали, когда она начинала петь.
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Унӑн вӑйлӑ, темиҫе тӗрлӗ саслӑ илтӗнекен сасси инҫетре янӑрани хаваслӑ та хурлӑхлӑ туйӑнать.Гулкое, многоголосое эхо его всегда торжественно и печально.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Павел Петрович хӑйӗн шӑлне ҫӳллӗ те ырхан ҫынпа, йӑпӑлтатакан, чахоткӑллӑ саслӑ та чеен вылянакан куҫлӑ управляющипе калаҫнӑ ҫӗрте нумаях тӑмарӗ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Чӑт-ха кӑштах… — ачашлӑн каласа хурасшӑн пулчӗ вӑл, анчах сасси тухмарӗ: мӗн тӑвас тен, ҫавӑн пек хытӑ саслӑ ӗнтӗ…— Потерпи… — хотелось сказать ласково, а не получилось: такой уж голос жесткий.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Кикак-кикик хурсем, кӑвак хурсем, Ӗнтӗ киле ишме те вӑхӑт пуль, Ай-хаях та мана, телейсӗре, Хуйха-суйха манма та вӑхӑт пуль… — тесе юрласа ячӗ те хӑйӗн ылханлӑ шӑпине ӳпкелешекен ҫинҫе саслӑ хӗрарӑм, Аксинья чӑтса тӑраймарӗ: куҫӗнчен ҫавӑнтах куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ!
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.