Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗркеллӗрех (тĕпĕ: йӗркеллӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эс, казак, йӗркеллӗрех пул, чӗлхӳне ытлашши ан тӑс, атту халь вӑхӑчӗ ҫавӑн пек: паян акӑ эсӗ таканлатӑн, ыран вара, Ҫӗпӗре ҫитиччен те шуҫмалла ан пултӑр тесе, хӑвна таканласа ярӗҫ.

«Ты, казачок, аккуратней будь, язык не дюже вываливай, а то зараз время такое, что нынче ты куешь, а завтра тебя подкуют на все четыре, чтобы до самой Сибири по этапу шел, не осклизался.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах халлӗхе йӗркеллӗрех тыткала хӑвна.

А зараз построжей держись.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Йӗркеллӗрех пулӑр-ха!

— Остепенитесь!

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ ман патӑмра йӗркеллӗрех пурӑнма пуҫлӑн акӑ, лӑпкӑрах.

Ты у меня тихо жить будешь, покойно.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ сана ӳпкелеместӗп, манпа ҫывӑх ҫын ҫинчен мана нумӑй пулӑшнӑ ҫын ҫинчен йӗркеллӗрех калаҫма ыйтатӑп ҫеҫ.

— Я тебя не упрекаю, а только прошу отзываться приличнее о человеке, который мне близок и который так много сделал для меня…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ҫук, ытлашши иртӗхсе каяс мар, йӗркеллӗрех пулас…

— Нет чтоб избегнуть крайностей и придержаться средины…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӳлӗмре те темӗн улшӑнчӗ акӑ — япаласем урӑхларах, йӗркеллӗрех вырнаҫрӗҫ, докторӑн сивӗ пӳлӗмӗнче ӑшӑрах пек туйӑнчӗ, япаласем Катьӑна тав туса пӑхнӑ пек туйӑнать.

Уже изменилось что-то в комнате — иначе, удобнее расположились вещи, точно были благодарны Кате за то, что в мужской, холодной комнате доктора стало тепло.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир, Сима юлташ, унпала ҫавӑн пек, ҫӑмӑллӑн кӑна, йӗркеллӗрех калаҫса пӑхӑр-ха.

А вы все-таки, товарищ Сима, как-нибудь с ним эдак легонько, тактично побеседуйте.

14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шкула ҫывхарнӑҫемӗн Катя хӑйне йӗркеллӗрех тытрӗ.

Чем ближе мы подходили к школе, тем все важнее становилась Катька.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑш чухне, допроса кайнӑ вӑхӑтра, хурал хӑйне йӗркеллӗрех, мирлӗрех тыткалатчӗ.

Иногда случалось, что по пути на допрос охрана в полицейском автомобиле вела себя более или менее мирно.

VI сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Вавилон Сионран йӗркеллӗрех пурӑнать-шим вара?

Неужели Вавилон поступает лучше, нежели Сион?

3 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней