Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн савӑнӑҫлине ниепле те ӑнланса илейместӗп.
Пӗрремӗш хут ҫапӑҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Мӗн пулнине хам та ӑнланса илейместӗп.
Ылтӑн йӗлтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ҫӗр аванах курӑнать, анчах хӑш тӗлте вӗҫсе пынине ниепле те уйӑрса илейместӗп: пур ҫӗрте те вӑрман та шурлӑх.Землю видно хорошо, по места совершенно незнакомые: леса, болота.
«Палӑрман» рекордсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ӑҫтан туртса кӑларнӑ Риварес вӑл ырӑ мар ӗҫе — нимӗнпе те ӑнланса илейместӗп, анчах пӗрремӗш допросрах вӑл ҫав ӗҫ ҫинчен калаҫма пуҫланӑ, ҫитменнине тата кӗҫӗн офицер умӗнче каланӑ!
III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Мӗнле пулса иртрӗ-ха ку ӗҫ — эпӗ халӗ те ӑнланса илейместӗп, — терӗ вӑл юлашкинчен.— Я до сих пор не могу понять, как все это случилось, — сказал он под конец.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Вӗсем мӗнле килӗшнине эпӗ ҫапах та ӑнланса илейместӗп!
X // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Анчах эпӗ ӑна мӗн тума кирлӗ-ши, тавҫӑрса илейместӗп.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Хамӑн кӑмӑл мӗнлине эпӗ ӑнлансах илейместӗп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Ҫур километр тӑршшӗ сыпнӑ трубопровода ҫыран хӗрринчен пӑр ҫине мӗнле майпа антарма шутлатӑр эсир, эпӗ ӑнкарса илейместӗп, — терӗ Дудин, Ковшов еннелле ҫаврӑнса.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ӑнланса илейместӗп.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Икӗ медаль парса наградӑланӑ — пӗрне те илейместӗп.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Мӗн шутласа кӑларнӑ вӑл, ниепле те ӑнланса илейместӗп.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӗсем мӗнлине эпӗ ниепле те аса илейместӗп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Эпӗ хамӑн хӑш тӗлте ыратнине-мӗнне те уйӑрса илейместӗп.
Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Эпӗ ним те ӑнланса илейместӗп.
ХСII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Анчах ҫавӑ ӑна мӗн тума кирлӗ пулнине эпӗ ӑнланса илейместӗп.
LXXII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Анчах мӗнле хӗрарӑм пирки-ха, эпӗ ӑнланса илейместӗп.
LXVIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Эпӗ ӑнланса илейместӗп: ҫак ватӑ ухмахӑн мӗншӗн пирӗн ӗҫе хутшӑнмалла-ши?Я не понимаю, почему этот старый дурень должен вмешиваться в наши дела.
LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Ӑнланса илейместӗп, мӗншӗн эсир ҫак ӗҫе хутшӑнатӑр.
LXV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Ну, юрӗ, анчах ҫавӑ мӗн пулнине эпӗ хам та тавҫӑрса илейместӗп: ҫынӗ юланутпа пырать, анчах пуҫӗ ҫук.
LXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.