Поиск
Шырав ĕçĕ:
Виҫӗ сехет ытла выртрӑмӑр; тӗттӗм пуласса эпир савӑнса кӗтсе тӑнине хӑвах ӑнланатӑн ӗнтӗ.Лежали больше трех часов, и как мы приветствовали наступление ночи — сам поймешь.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫӗрлеччен тӑхтас тесе, эпир юр ӑшне кӗрсе выртрӑмӑр.
Иккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпир апат-ҫимӗҫ хутаҫҫине салтрӑмӑр та ҫирӗмӗр; унтан чулсене, лава ванчӑкӗсене майлакаласа вырнаҫтарса вырӑн туса выртрӑмӑр.
XVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Колхозра эпир ҫӗр выртрӑмӑр, тул ҫути палӑрсан, каллех ҫула тухрӑмӑр.
Умӗн калани // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Эпир ҫынсемпе йытӑсем хыҫҫӑн чупрӑмӑр, тульккӑш вӗсем пирӗнтен иртсе кайрӗҫ, эпир вӗсене куҫран вӗҫертрӗмӗр, кайран вӗсем юханшыв леш енче пек туйӑнчӗҫ; эпир кимӗ ҫине лартӑмӑр та унта каҫса кайрӑмӑр, анчах никама та тупаймарӑмӑр, вара тӑвалла ишрӗмӗр — малтан ҫыран ҫумӗпе ҫеҫ пыраттӑмӑр, кайран ывӑнса ҫитрӗмӗр те ҫывӑрас килсе кайрӗ; кимме кӑкарса, ҫывӑрма выртрӑмӑр, пӗр сехет каялла ҫеҫ вӑранса кунта каҫрӑмӑр.
Хӗрӗх пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ирхи апат ҫисен эпир пит хаваслӑ кӑмӑлпа манӑн кимӗ ҫине лартӑмӑр та юханшыв леш енне пулӑ тытма кайрӑмӑр, кӑнтӑрла ҫиме апат-ҫимӗҫ хамӑрпа пӗрлех илсе кайрӑмӑр; вӑхӑта пит аван ирттертӗмӗр вара, сулла пырса пӑхрӑмӑр, вӑл тӗрӗс-тӗкелех ларать, киле каҫхи апат тӗлне тин таврӑнтӑмӑр; пӑхатпӑр та — пурте хӑраса ӳкнӗ, шуйханчӑк, анкӑ-минкӗсем пек ҫӳреҫҫӗ; пире каҫхи апат ҫисенех ҫывӑрма выртӑр теҫҫӗ, мӗншӗнне каламаҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫыру пирки те пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ; пире кирлӗ те мар-ха вӑл, хамӑрах вӗсенчен лайӑхрах пӗлетпӗр; Салли аппа пире пусма тӑрӑх хӑпартса ярса хӑй каялла кайсанах, эпир йӑпӑшт ҫеҫ нӳхрепе чӑмрӑмӑр, унти шкапран йӑпӑр-япӑр ыранхи кӑнтӑр апачӗ валли тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме илтӗмӗр те хамӑр пӳлӗме таврӑнтӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫывӑрма выртрӑмӑр, вунпӗр сехет ҫурӑра каллех тӑтӑмӑр.
Хӗрӗхмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ирхи апат хыҫҫӑн пурте канма выртрӑмӑр, калаҫкаланӑ хыҫҫӑн акӑ мӗн паллӑ пулчӗ: ку таркӑнсем пӗр-пӗрне пачах пӗлмеҫҫӗ иккен.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Каҫченех эпир вӑрманта калаҫса выртрӑмӑр; эпӗ кӗнекесем вуларӑм, пӗр сӑмахпа каласан, вӑхӑта начар мар ирттертӗмӗр.До вечера мы валялись в лесу и разговаривали; я читал книжки; и вообще мы недурно провели время.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Сулӑ патне ишсе ҫитнӗ тӗле хӗвелтухӑҫ ҫуталма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ; эпир утрав ҫумне пырса чарӑнтӑмӑр, сулла пытартӑмӑр, кимме шыва путартӑмӑр, унтан выртрӑмӑр та вилнӗ пек ҫывӑрса кайнӑ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Ҫапла хырӑмсене лайӑх тӑрантарса канма выртрӑмӑр.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Иксӗмӗр те, тертленсе ӗшеннӗскерсем, ирхи апат хыҫҫӑн кӑшт ҫывӑрса илес тесе выртрӑмӑр, эпӗ вара шухӑшлама тытӑнтӑм: аттепе тӑлӑх арӑм мана ан шыраччӑр тесен, вӗсене чавса тӑршшӗ лартас пулать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпир, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса, хускалми пулса выртрӑмӑр.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Акӑ, эпир те ҫул хӗрринчи канава, кӑтарту юпи ҫывӑхне, ҫитсе выртрӑмӑр.И вот мы уже в придорожной канаве у столба со сбитым указателем.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир машинӑран сиксе тухрӑмӑр та бетон кӗпер ҫывӑхнерехри ҫӳллӗ ҫул хӗррине выртрӑмӑр.Мы вывалились из машины и бросились под откос возле бетонного моста.
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Вӗсем тухса кайрӗҫ, эпир чӗлтӗр-чӗлтӗр улӑмлӑ хытӑ урайӗнче ҫывӑраймасӑр чылайччен ҫаврӑнкаласа выртрӑмӑр.Они вышли, а мы с ребятами еще долго крутились на жестком полу, еле прикрытом чахлой соломой.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир мӗнле пулнӑ, ҫаплипех — шинельсене хывмасӑрах — улӑм ҫине тӑсӑлса выртрӑмӑр.
1944-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир госпитальчченех эп выртса-тӑнӑ иккӗмӗш хутри нар ҫине хӑпарса выртрӑмӑр.Мы забрались на нары, как всегда, на второй этаж, где я спал и раньше, до госпиталя.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир кам мӗнле май килнӗ, ҫапла выртрӑмӑр ҫӗре.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Эпир нумайччен ним чӗнмесӗр выртрӑмӑр.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
Эпир часах ҫывӑрма выртрӑмӑр.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.