Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

асав сăмах пирĕн базăра пур.
асав (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӳрлеке асав шӑлӗсем ҫинче шурӑ сӗлеки кӑпӑкланса йӑлтӑртатать.

На острых клыковатых зубах переливалась перламутром слюна.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Илья тети, хӑйӗн тӗреклӗ асав шӑлӗсемпе така айӑк пӗрчийӗсене чӗрпӗклесе, Дарйӑна чыссӑр сӑмахсем пӑшӑлтатса ларать пулмалла, мӗншӗн тесессӗн лешӗ, куҫӗсене хӗссе, куҫхӑрпаххийӗсене чӗтрентеркелесе, пӗр хӗрелсе каять, пӗр кулса илет.

Дядя Илья, общипывая ядреными клыками баранье ребро, наверное, шептал Дарье непристойности, потому что та, суживая глаза, подрагивая бровями, краснела и посмеивалась.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Есаул иконсене ҫӗклесен, ҫав козакӑн сӑн-пичӗ сасартӑк улшӑнса кайрӗ: сӑмси пысӑкланчӗ, пӑрӑнса ларчӗ, хӑмӑр куҫӗсем вырӑнне — симӗс куҫсем йӑлкӑшма пуҫларӗҫ, тутисем кӑвакарса кайрӗҫ, янахӗ чӗтресе илчӗ те сӑнӑ пек шӗвӗрӗлсе ларчӗ, ҫӑварӗнчен асав шӑлӗ сиксе тухрӗ, ҫурӑмӗ ҫине курпунӗ тухса ларчӗ, ҫамрӑк козакран ватӑ старик пулса тӑчӗ.

Когда же есаул поднял иконы, вдруг все лицо его переменилось: нос вырос и наклонился на сторону, вместо карих, запрыгали зеленые очи, губы засинели, подбородок задрожал и заострился, как копье, изо рта выбежал клык, из-за головы поднялся горб, и стал козак — старик.

I // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Илемлӗ тискер кайӑксем, хӑранипе ухмаха ернӗ пек, ҫутӑсем йӑлтӑртатнипе суккӑрланса, музыкӑпа пӑшал сассине пула анраса кайса, тимӗр картасем хушшипе урнӑ пек ыткӑнса ҫӳреҫҫӗ, симӗс куҫӗсене ҫиҫтерсе ҫухӑраҫҫӗ, хӑрӑлтатаҫҫӗ; асав шӑлӗсене хаяррӑн кӑтартса, вӗсен тутисем чӗтреҫҫӗ, е пӗр ура, е унтан тепри хӑрушшӑн ҫӗкленсе сывлӑшалла кармашса илет.

Красавцы звери, обезумев от ужаса, ослепленные огнями, оглушенные музыкой и выстрелами, бешено мечутся среди железных прутьев, рычат, храпят, сверкая зелеными глазами; дрожат их губы, гневно обнажая клыки зубов, и то одна, то другая лапа грозно взмахивает в воздухе.

Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.

Лешӗ кайри урисем ҫине ларчӗ те малтан пӗрне, унтан тепӗрне асав шӑлӗсемпе тӑрӑнтарчӗ…

Тот присел на задние лапы, ударил клыками одного, другого…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

30. Вӑрмантан хир сыснисем вирхӗнсе тухнӑ пек, вӗсене хирӗҫ тилӗрсе-хаярланса кайнӑ Карман ҫыннисем тухӗҫ, пысӑк вӑйпа ҫапӑҫӑва кӗрӗҫ те хӑйсен асав шӑлӗсемпе Ассири ҫӗрӗн пӗр пайне пуш-пушӑ тӑратса хӑварӗҫ.

30. Выйдут, как вепри из леса, Кармоняне, неистовствующие в ярости, и придут в великой силе, вступят в борьбу с ними и опустошат часть земли Ассирийской.

3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Теприсен, пӗркуннехи пекех, сӑн-пичӗсем тӗксӗм, асав шӑлӗсем тухса тӑраҫҫӗ.

У других, как и тогда, темные лица с оскаленными клыками.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней