Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Мӑнастире (тĕпĕ: мӑнастир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Енчен эп хӑҫан та пулин мӑнастире кӗме шут тытас пулсан, ӗмӗр илемлӗ ҫутҫанталӑка савса юратнӑран ҫеҫ килӗшнӗ пулӑттӑм.

Если я когда-нибудь вздумаю уйти в монастырь, то лишь из любви к природе, которая всегда прекрасна.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов мӑнастире хыҫал енчен ҫаврӑнчӗ, тӗттӗм ҫырманаллӑ анчӗ, чуллӑ ҫырма тӗпӗнче кӑштах ҫӳренӗ хыҫҫӑн арман патне ҫитсе тӑчӗ.

Огнянов обошел монастырь с задней стороны, спустился в темный овраг и, поблуждав несколько минут по его каменистому дну, подошел к мельнице.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл мӑнастире халӑх курасран ҫӳллӗ хӳме тытса тухнӑ, хӗр-манахсем унта, ҫамрӑккисем те, ваттисем те пур, аллӑн ытла пурӑнаҫҫӗ, яра кун кунӗпе анлӑ картиш тӑрӑх та галерейӑсенче тек шапӑлтатса ҫӳреҫҫӗ.

Отделенные высокой оградой от суетного и грешного мира, человек шестьдесят — семьдесят монахинь, молодых и старых, целый день сновали по двору и окружавшим его галереям, оглашая их веселым гомоном.

X. Хӗрарӑмсен мӑнастирӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мӑнастире кайса килес тетӗп, унта вӑл тияккӑн патӗнче пурӑнать.

— Пойду в монастырь — там его приютил дьякон.

IX. Ӑнлантарса пани // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Енчен вӗсем пӗтӗмпех ҫунтарасшӑн пулсан, мӑнастире те вут тӗртмесӗр хӑвармаҫҫӗ пуль? — ыйтрӗ Серафима хӗр-манах.

— Уж если они хотят сжигать все подряд, так и монастырь тоже спалят? — спросила мать Серафима.

VIII. Юрдан чорбаджи патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Турӑ ҫӑлса хӑвартӑрах та, енчен ман пирки халӑха пӑлхатать тесе элеклесе парсан, мӑнастире те терт кӑтартӗҫ!..

А если, упаси бог, на меня наклепают, что я, дескать, народ бунтую, тогда и монастырь пострадает!..

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тахҫан вӑл, чӑн та, ҫар пуҫӗ пулнӑ тесе те калаҫкалатчӗҫ, анчах хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарма мӑнастире килнӗренпе нумай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ.

Поговаривали, впрочем, что когда-то он действительно был воеводой, но потом ушел в монастырь на покаяние…

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӗлӗк-авал ҫав кивӗ мӑнастире паттӑр яхтӑ хупӑрласа тӑнӑ, яхтӑ тӑрринче туллиех вӗҫен кайӑк йӑви пулнӑ, лапсӑркка турачӗсен хӳттинче пӗчӗк чиркӳ пытанса ларнӑ.

Некогда эта старинная обитель гордилась могучей сосной с усыпанной множеством птичьих гнезд пышной кроной, под которой ютилась древняя церковка.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Сана эп мӑнастире, Викентий тияккӑн патне ертсе кайӑп.

— Я тебя отведу в монастырь, к дьякону Викентию.

II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ӑна пудра сӗрнӗ, чӗнтӗрлӗ ҫухавиллӗ, ӑссӑр куҫлӑ, аскӑнла кулакан маркизсем курӑннӑ; унтан перӗнсе, ҫакӑнса, пӑвӑнса вилнӗ Вертерсем курӑннӑ; малалла — шанса кайнӑ хӗрсем, ялан юратса йӗрекенскерсем, мӑнастире хупӑннӑскерсем, тилӗрекен ҫулӑмлӑ куҫлӑ, уссиллӗ геройсем, айван та чее Дон-Жуансем, савнийӗсене ӗненмен, ҫапах хӑйсен ключницисемпе пурӑнакан ӑслисем… пурте, пурте курӑннӑ!

Являлись перед ним напудренные маркизы, в кружевах, с мерцающими умом глазами и с развратной улыбкой; потом застрелившиеся, повесившиеся и удавившиеся Вертеры; далее увядшие девы, с вечными слезами любви, с монастырем, и усатые лица недавних героев, с буйным огнем в глазах, наивные и сознательные донжуаны, и умники, трепещущие подозрения в любви и втайне обожающие своих ключниц… все, все!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫак тӗллевпе вӗсем, мӑнастире парне кӳретпӗр тесе, тар тултарнӑ питӗ пысӑк ҫурта леҫтернӗ.

С этой целью они послали, как будто бы в дар монастырю, огромную свечу, начиненную порохом.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Пуҫна тутӑр ҫыхас та мӑнастире турра кӗлтума каясчӗ», тетӗн…

Надела бы ты платок на голову, да шла бы в монастырь, на богомолье…»

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Картинки ҫинче шурӑ та тирпейле Покровск мӑнастире тем пысӑкӑш хӗвеллӗ сывлӑш тӗлне пулнӑ ӗнтӗ, ун хыҫҫӑн, ҫыранӑн леш енче вӗҫӗ-хӗррисӗр хирсем.

и Покровский монастырь, белый, строгий, уже врезан в огромный солнечный воздух, а за ним, на том берегу, поля и поля.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ун пек усалпа ҫыхланмарӗ — хӑйне тунсӑх ытла та пуснипе мӑнастире кайрӗ, — куҫҫульне шӑла-шӑлах чӗтренсе тухакан сассипе каласа кӑтартрӗ Елена Семеновна.

Он не стал связываться с таким злом — заглушая свою невосполнимую боль, ушел в монастырь, — с дрожью в голосе, вытирая слезу, рассказывает Елена Семеновна.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней