Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫанталӑк уяр тӑнине пула ҫумӑрпа ҫӑвӑнайман пӳрчӗ тусанпа сырӑннӑран ҫӑмламас курӑнать, пӗр-пӗр хӗрӗнкӗ те вӗҫкӗн хӗрарӑм хӑйне хулӑм туйра ташлама черет ҫитессе кӗтсе тӑнӑ пек, хӑрах аяккинелле тайӑлнӑ, ҫӗрӗшнӗ улӑмпа витнӗ тӑрри калмӑксен лапсӑркка ҫӗлӗкӗ пек те, вӑл тепӗр еннелле пӑрӑннӑ.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Кам пӗлет, малашне, тен, ватӑ Кантюкпа вӗҫкӗн Усалук та Шерккей умӗнчен ҫӗлӗк хуҫмасӑр иртсе каяс ҫук.Кто знает, может, теперь и Кандюк с Узалуком будут снимать перед Шеркке- ем шапку?
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑйне кӑна юратакан, хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшакан, кӗвӗҫ, суя, йӑпӑлти, мӑн кӑмӑллӑ, вӗҫкӗн, кутӑн, ҫынна шанман вылянчӑк кӑмӑллӑ ҫын таврари ҫынсене тарӑхтарса начар тӗслӗх кӑтартнипе кӑна мар, общество аталанӑвне чӑрмантарнипе те обществӑшӑн сиенлӗ.
Начар енӗсем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Вӗҫкӗн Тутай Савалейӗсем Кантюксемпе ҫӳреҫҫӗ.
XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Трактористсем шӑл йӗрме юратнӑ, ҫавӑнпа вӗҫкӗн те усал чӗлхеллӗ Ефросиньйӑран кулма тӳр килнине ахаль ирттерес ҫук вӗсем.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл вӗсенчен пӗрне, вӗҫкӗн тумланнӑ чылаях илемлӗ брюнета, чи лайӑх Париж акценчӗпе аякранах: Соmte, vous savez, il ne faut pas venir me voir — ni aujourd'hui ni demein» — тесе кӑшкӑрчӗ.
XXXVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пехота инспекторӗ хӑй патне мӑйӑхӗсене вӗҫкӗн пӗтӗрсе янӑ яштака Черняк полковнике чӗнсе илчӗ.Инспектор пехоты подозвал к себе стройного, с щегольски закрученными усиками полковника Черняка:
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Хӗрарӑмсем ун пирки ӑсӗсене ҫухатнӑ, арҫынсем ӑна вӗҫкӗн тенӗ, вӑрттӑн ҫӗрте кӗвӗҫнӗ.Женщины от него с ума сходили, мужчины называли его фатом и втайне завидовали ему.
VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Анчах Пушкинпа Белинские пуринчен ытла Гоголь дворянсен обществин представительне, вӗҫкӗн Пирогов поручике питӗ типлӑ ӳкерсе пани савӑнтарнӑ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Унӑн кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ ҫын ырӑ чӗреллӗ пулнине тата вӑл светски пурнӑҫпа пӑсӑлса кайманнине кӑтартать; тумтирне вӑл пӗрре те вӗҫкӗн ҫын пек тӑхӑнман, пӑхсанах вӑл артист темелле.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Хӑйӗн килӗнче, мастерскойӗнче вӑл чаплӑ йӗрке туса хучӗ, икӗ лайӑх лакей тытрӗ, вӗҫкӗн учениксем илсе ячӗ, кунне темиҫе хут тӗрлӗрен костюм хыва-хыва тӑхӑнчӗ, ҫӳҫне кӑтралатса ячӗ, хӑй патне ҫӳрекенсене тарават йышӑнма вӗренчӗ, хӗрарӑмсен кӑмӑлне каяс тесе, хӑйӗн ҫи-пуҫне тирпейлеме тӑрӑшрӗ; пӗр сӑмахпа каласан, часах Васильевски утравра пӗчӗк пӳлӗмре шӑппӑн ҫеҫ ӗҫлекен сӑпай художник палласа илмелле мар улшӑнса кайрӗ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Ун пек хӗрарӑмсем ҫине вӑл ку таранччен пырса перӗнме ҫук япаласем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ, вӗсене турӑ ливрей тӑхӑннӑ лакейсемпе тата вӗҫкӗн кучерпа илемлӗ кӳмесенче ларса ҫӳреме тата начар плащ тӑхӑннӑ ҫуран утакан ҫын ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхкаласа илме анчах ҫуратнӑ тесе шутланӑ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑл ҫамрӑк чухне капитан чинӗпе тӑнӑ, штатски ӗҫре те ӗҫлекеленӗ, ҫынсене вӑрҫма, ҫаптарма лайӑх пӗлнӗ, вӗҫкӗн те айван ҫын пулнӑ; анчах ватӑлса ҫитнӗ май унӑн ҫак ытла та палӑрса тӑракан уйрӑмлӑхӗсем пӗр ҫӗре хутшӑнса темле уйӑрса илмелле мар тӗксӗм кӑмӑл пулса юлнӑ.
Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
— Эсӗ салтакра пулнӑ-и? — ыйтать Вӗҫкӗн Ваҫҫа Чӑнкӑ Мирунтан.
Кӑштах кулӑш — 4 // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/index.php/news/cn- ... kh-kulsh-4
— Ҫав… старостӑна! — терӗ вӑл алӑкран кӗме пуҫланӑ вӗҫкӗн офицерӗ.Приказал показавшемуся в двери щеголеватому офицеру: — Этого… старосту!
Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ӗлӗк чух трахтирта е юхха хӗрарӑмсем патӗнче, ясара кайсан, эппин, пырса ҫулӑхатчӗ те ман ҫумма пӗр-пӗр приказчик е тиек йышши вӗҫкӗн — халӑх ҫинче намӑс кӑтартма пӑхатчӗ: «Усса янӑ хырӑм тӑрӑх вӑчӑрине, чӑн ылтӑнран тунӑ пек… Эппин, кӑтартсамӑр, тархасшӑн: ӑҫта клеми?»
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кантӑрти кӗпӗрнесенче вара Суворова вӑрахчен асӑннӑ, вӗҫкӗн помещиксенчен шӳтлесе кулнӑ.А в южной губернии еще долго вспоминали Суворова и потешались над хвастливыми помещиками.
Апат тата вӗҫкӗн помещиксем ҫинчен // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Ҫӗршыва ҫӑлӑнӑҫ кӳрекенсем сывӑ пулччӑр!.. — тротуар ҫинчен анса шӗлепкипе сулса кӑшкӑрчӗ темле вӗҫкӗн сӑнлӑ ватӑ господин.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Татарски хутор казакӗсем, 27-мӗш полкра службӑра тӑраканскерсем, улттӑн — Петро Мелехов, Мишка Кошевойӑн тӑван теттӗшӗ Николай Кошевой, Аникушка, Федот Бодовсков, хура кӑтра сухаллӑ чикан сӑнлӑрах Меркулов, ҫутӑ хӑмӑр куҫӗсене мӗкӗлтеттерсе пӑхаканскер, тата Кор-шуновсен вӑрҫӑччен харсӑр лаша вӑрри ятне илтсе пӗтӗм станиципе палӑрнӑ кӳрши — вӗҫкӗн те хаваслӑ казак Максимка Грязнов пӗр теплушкӑра ларса пыраҫҫӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫак вӗҫкӗн ӗмӗт айне пурнӑҫра пулма пултаракан никӗс епле тупса хумалла?
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.