Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Эх, мӗнле систерес-ши хам мӗн пӗлнине» — шухӑшларӑм эпӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— А-ха! — тесе шухӑшларӑм эпӗ; — хам каланӑ пекех пулса тӑчӗ.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Йӑлтах… чӑннипе кӑна каласа парӑр…, хӑвӑртрах… пӗлсемӗр эсир, хӑвӑра ҫапла тыткаланине тӳрре кӑларас тесе пайтах шухӑшларӑм эпӗ: ман тӑвансен енчен чӑрмавсем пуласран хӑратӑр пулӗ… вӑл нимех те мар; вӗсем пӗлсен… (ун сасси чӗтренсе илчӗ) эпӗ вӗсене лӑплантарӑп.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Ку ӗнтӗ Грушницкий ӗҫӗ!» — тесе шухӑшларӑм эпӗ.
Июнӗн 7-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ку ӗнтӗ вӗсен алӑкӗ маншӑн ӗмӗрлӗхех хупӑннине пӗлтерет, тесе шухӑшларӑм эпӗ…«Это значит, — подумал я, — что их двери для меня навеки закрыты».
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Пулӗ те, — шухӑшларӑм эпӗ, — ҫавӑншӑн юратнӑ та эсӗ мана; савӑнӑҫ манӑҫать ҫав, хуйхӑ-суйхӑ пек мар…»
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ доктор каласа панӑ тур паллиллӗ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫинчен шухӑшларӑм…Я думал о той молодой женщине с родинкой на щеке, про которую говорил мне доктор…
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак мыскара мана йӑлӑхтара пуҫларӗ, эпӗ ку шӑплӑха ахаль сӑмах майӗпех пӗтересшӗн пулса, ӑна пӗр стакан чей сӗнме шухӑшларӑм; сасартӑк вӑл сиксе тӑчӗ те аллисемпе мана ыталаса тытрӗ, мана ҫемҫе те кӑвар пек вӗри тутипе хӗрӳллӗ чуп туса илчӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Пристаньте карапсем пур, ыран Геленджика тухса каятӑп», — тесе шухӑшларӑм эпӗ.«Суда в пристани есть, — подумал я, — завтра отправлюсь в Геленджик».
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Эхе! — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — сан ӑшӑнта та, чунӑм, хурах юнӗ ҫывӑрмасть иккен».«Ага! — подумал я, — и в тебе, душенька, не молчит разбойничья кровь!»
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
— Эпӗ ӗнер яра куна кунӗпех пӑшӑрхантӑм, — терӗ вӑл куҫҫуль витӗр, — тӗрлӗрен инкексем пуласса та шухӑшларӑм, ӑна тискер хир сысни амантнӑ пек те туйрӑм, е пӗр-пӗр чеченец ӑна тусем хушшине тытса кайнӑ пек туйӑнчӗ…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Эсӗ те, мӗскӗнӗм, хӑвӑн анлӑ та ирӗк ҫеҫен хирӳсемшӗн макӑратӑн! — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — унта санӑн сивӗ ҫунаттусене сарма вырӑн ҫитнӗ пулӗччӗ, кунта вара, тимӗр читлӗхри кӑшкӑрашса ҫапӑнакан ӑмӑрткайӑк пек, сана пӑчӑ та хӗсӗк».
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ кунта час-часах ҫак икӗ лав пӗр-пӗринчен иртсе кайма ҫук тӑвӑр ҫул тӑрӑх сӗм ҫӗрле пӗр-пӗр курьер хӑйӗн сиктӗрмеллӗ экипажӗнчен тухмасӑр ҫулталӑкра сахалтан та пӗр вунӑ хут иртсе кайни ҫинчен шухӑшларӑм та, чӗрем сӳлетсе кайрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Казбич иккен!» — тесе шухӑшларӑм та эпӗ вӑл кольчуга тӑхӑннине аса илтӗм.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Мӗн ҫинчен канашлаҫҫӗ кунта вӗсем?» — тесе шухӑшларӑм эпӗ: «Хамӑн лаша ҫинченех мар-и?» — терӗм.«О чем они тут толкуют? — подумал я, — уж не о моей ли лошадке?»
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Ахаль мар вӑл кольчуга тӑхӑннӑ, вӑл мӗн те пулин тӑвасшӑнах», — тесе шухӑшларӑм эпӗ.«Недаром на нем эта кольчуга, — подумал я, — уж он, верно, что-нибудь замышляет».
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унпа уйӑрӑлсассӑн та ман пуҫран ватӑ пуҫлӑх нумайччен асра тӑчӗ, унӑн мӗскӗн Дуни ҫинчен те эпӗ нумайччен шухӑшларӑм…С ним расставшись, долго не мог я забыть старого смотрителя, долго думал я о бедной Дуне…
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Анчах, шухӑшларӑм эпӗ, ватӑ станца пуҫлӑхне улӑштарнӑ та-и, тен, ӗнтӗ; Дуня та качча кайнӑ пулӗ ӗнтӗ, терӗм.Но, подумал я, старый смотритель, может быть, уже сменен; вероятно Дуня уже замужем.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Оля патне вӑл: эпӗ иксӗмӗр хушӑмӑрти ӗҫсем ҫинчен нумай шухӑшларӑм, анчах сана кӗтсе пуранма йывӑр пулӗ, тесе ҫырчӗ.Он писал Оле, что много думал над их отношениями, что, наверно, ей тяжело ждать.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эпӗ ҫавӑн чухне ҫав ҫын ҫинчен шухӑшларӑм та, мана хамӑн шухӑшсем пирки хама намӑс пулса кайрӗ, вара эпӗ телефонпа шӑнкӑртаттармарӑм…Я думал тогда об этом человеке, мне стало стыдно своих мыслей, и я не позвонил по телефону…
9 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950