Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрансан, вӑл хӑйӗн ӑшӑ вырӑнӗ ҫинче ачашланса выртать, унӑн тӑрасси килмест, вӑл шухӑшлать те, шухӑшламасть те, кӑштах тӗлӗрет те, тӗлӗрмест те, — ку вӑл шӑп кӑна паянхи куна тивекен хӑшпӗр япаласем ҫинчен — ҫак кунсене, мӗнле те пулин хуҫалӑхри япалана, мастерскоя, пӗлӗшсене, паянхи куна мӗнле ирттермелли ҫинчен тунӑ плана тивекен япаласем ҫинчен шухӑшлать, ку, паллах ӗнтӗ, тӗлӗрни мар; анчах, кунсӑр пуҫне, тата икӗ япала пур, туй хыҫҫӑн виҫӗ ҫултан виҫҫӗмӗш те пулчӗ, вӑл та, Митя, кунтах, ун аллинче; паллах, Дмитрий тусне хисепленипе «Митя» ӗнтӗ вӑл; ытти икӗ япаласенчен пӗри вара — пурнӑҫра ӑна хӑйне вырӑн, ирӗк паракан ӗҫ ҫинчен шухӑшлани, тепӗр шухӑш — Саша; ку шухӑша уйрӑм шухӑш теме те ҫук, вӑл кашни шухӑш ҫумне хушӑнать, мӗншӗн тесен Саша унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑрать; ҫак шухӑш, ҫак уйрӑм мар, яланхи шухӑш ун пуҫӗнче пӗччен ҫеҫ юлсан вара, — вӑл ун пуҫӗнче нумай, питӗ нумай вӑхӑт пӗччен пулать, — ӑна мӗнле каламалла?
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Эпӗ хама гувернантка вырӑнӗ шырама пулӑшакан ҫынна тупаймарӑм.— Я не могла найти, через кого бы мне искать места гувернантки.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера каялла чупса кайрӗ, вырӑнӗ ҫине персе анчӗ те, тахҫанах тапса тухма хатӗр куҫҫулӗсем ун пичӗ тӑрӑх юхса анчӗҫ.Вера убежала, бросилась в постель и залилась слезами, которые так долго сдерживала.
II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сайра хутра ҫеҫ уҫӑлтаракан малти пӳлӗмре пӑчӑ; шӑрӑх ҫанталӑк вӗсен Островнов ҫуртӗнчи мӗскӗнле пурнӑҫне пушшех те йывӑрлатать, Половцев час-часах, тарпа шӑршланнӑ нӳрлӗ вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑрса, хыттӑн мар: «Тӗрме! Пӗтетӗп эпӗ ҫак тӗрмере!» — тесе хӑрӑлтатать; ҫав ачаш мар сӑмаха вӑл ҫӗрле те, тӗлӗкре, час-часах калать.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсенчен кашниех хӑйӗн вӑхӑтне тӗрлӗ майпа ирттерет: Половцев сӗтел хушшинче сехечӗ-сехечӗпе вараланса пӗтнӗ хулӑн картсене платна пӳрнисемпе сара-сара хурать, Лятьевский, вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑр, кашни сӑмаха ҫӑвар тулли каласа, хӑй аллинчи пӗртен-пӗр кӗнекине — Сенкевичӑн «Камо грядеши?» кӗнекине — ҫирӗммӗш хут вулать.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пухури ҫынсене тӗлӗнтерсе, Ҫӑрттан хӑй вырӑнӗ патнелле кайрӗ, пӗр хирӗҫсе тӑмасӑр кайрӗ.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Унта тӑпра та кӑпӑшкарах, курӑк та лутрарах, ҫавра шӑтӑк вырӑнӗ те ал тупанӗ ҫинчи пек курӑнать, факт!На том месте и почва рыхлее, и трава пониже, и признаки круглых окопов видны как на ладони, факт!
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӑна калинкке патне ҫитиччен ӑсатса ярсан, Давыдов хӑйӗн ҫурма тӗттӗм пӳлӗмне таврӑнчӗ те салтӑнмасӑрах вырӑнӗ ҫине йӑванса кайрӗ.
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Вырӑнӗ аван, каяр, — хавасах килӗшрӗ Яков Лукич, пӳлӗмрен тухса каясса сунманскер.— Место подходящее, пойдемте, — охотно согласился Яков Лукич, не чаявший выбраться из горенки.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн куҫӗсене вӑл Соломон ҫинче ачаш, ҫепӗҫ кулӑпа чарса тӑратнӑ та вӗсене текех ниҫталла пӑрман вара; патша, Суламифь пекех, ҫаппа-ҫарамасскер, ун вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленнипех тӑнӑ, урисем юнра ишнине те, аллисем кӗрен тӗспе пӗвенсе ларнине те асӑрхаман.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Анчах Суламифь сасартӑк вырӑнӗ ҫинчен тӑрса ларнӑ та тӑнлама пуҫланӑ.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Унтан вӑл, чук вырӑнӗ еннелле ҫаврӑнса тӑрса, пулӑшаканӗ аллинчен хӗрле ура лаппиллӗ шурӑ кӑвакарчӑна илнӗ, кайӑкӑн пуҫне касса татнӑ та кӑкӑрӗнчен чӗрине кӑларнӑ, вара ун юнӗпе чӳк вырӑнне те таса ҫӗҫҫе сирпӗтнӗ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Акӑ пӗр ҫулталӑк хушши пуш-пушах тӑнӑ ӗнтӗ храмри ун вырӑнӗ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Вӑтамми умӗнче эфиопсен обсидианӗнчен тунӑ таса чул ҫӗҫӗллӗ чук вырӑнӗ тӑнӑ.Перед средним стоял жертвенник со священным каменным ножом из эфиопского обсидиана.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӗҫерсе илнипе вӑл вӑранса кайрӗ, вырӑнӗ ҫинчен тӑчӗ: шӑппӑн ятлаҫкаласа, кӗпи ҫинчи шӑтӑкне ҫӗлесе лартас шутпа тӗттӗмре йӗппе ҫип шырама пуҫларӗ, унсӑрӑн ирхине Анна асӑрхӗ те ҫав шӑтӑкшӑн ӑна пӗр-икӗ сехет хушши пӑскӑртӗ…
19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Хӑвӑн варли вырӑнӗ ҫинче вӑрттӑн ҫӗр каҫнӑ эсӗ, вӑл ыталанипе халӗ те ӑшах-ха авӑ, эпир вара каҫ нӳрӗпе шӑнса ӗнтӗркенӗ.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кӑтӑшлӑха савӑнаҫлӑ шиклӗхпе сирсе ывӑтать хӗр, вырӑнӗ ҫинче хӑй тавра савнине шырать, анчах никама тупаймасть.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Акӑ вара, миррӑпа йӑлт ҫӑвӑннӑскер, хӑй вырӑнӗ ҫине кайса выртнӑ вӑл.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Никита, кӑмӑлсӑррӑн эхлеткелесе, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса лампа ҫутса ярасшӑнччӗ, анчах Марье вӑранса кайрӗ те пӑшӑлтатса ҫапла каларӗ:Никита, досадливо кряхтя, стал вставать, хотел зажечь лампочку, но Марья проснулась, зашептала:
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫӗрле, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса, ыйӑха путнӑ пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳресси те час-часах пулкалать (пӗр алӑкӗ те чӗриклетес ҫук, тӑпсисене юриех хур ҫӑвӗпе лайӑх сӗрсе лартнӑ).
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959