Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Акӑ синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пырать, Ӑна курсассӑн, Ун ури умне ӳксе 23. тархаслать: манӑн хӗрӗм вилес пек выртать; ӑна сыватмашкӑн, чӗрӗ хӑвармашкӑн пырса ун ҫине аллуна хурсамччӗ! тет.
Мк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫав ҫичӗ кун хыҫҫӑн ӗнтӗ вилес тӗнче пулмӗ, ҫӗнӗ тӗнче ҫуралӗ.31. После же семи дней восстанет век усыпленный, и умрет поврежденный.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫар ҫыннисен эшкерӗ пашнене йышӑнасшӑн картиш хапхи патнелле талпӑннӑ вӑхӑтра, хапхана чӗртсе ямашкӑн вут-ҫулӑм илсе пыма хушсассӑн, Разис вара, хӑйне пур енчен те ҫавӑрса илнине курса, хӑйне хӑй хӗҫпе чикнӗ, 42. вӑл йӗркесӗр ҫынсен аллине лексе хӑйӗн ырӑ ятне тивӗҫсӗр чыссӑрлатиччен чаплӑн вилес тенӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Асаплантарса пӗтернӗскер, вӑл, ахлатса ярса, вилес умӗн ҫапла каланӑ: «Пурне те Курса Тӑракан Ҫӳлхуҫа пӗлет: вилӗмрен ҫӑлӑнма май пур пулин те, Унран хӑранипе эпӗ ӳтӗме хӗненине тӳссе хаяр асап йышӑнатӑп, чунӑмпа вара ӑна савӑнсах тӳсетӗп» тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Маттафийӑн вилес кунӗсем ҫывӑхарса ҫитнӗ, вӑл вара ывӑлӗсене каланӑ: ку чухне мӑнаҫланасси ӳссе кайрӗ, тӳсӗмлӗх ҫитерме йывӑр, халӗ — самана улшӑнас вӑхӑт, хаяр ҫилӗ вӑхӑчӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫав кунах вӗсем сӑмах татса хунӑ: шӑматкун пире кирек кам тапӑнтӑр та, эпир вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫӑпӑр — хамӑр тӑванӑмӑрсем улах вырӑнсенче вилсе пӗтнӗ пек вилес темесессӗн ҫапла тӑвас пулать пирӗн, тенӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иона: питӗ хурлантӑм ҫав, вилес пекех, тенӗ.
Иона 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пушхирте хӗҫ айне пулса вилес хӑрушлӑхра хамӑр валли ҫӑкӑр тупса пурӑнатпӑр.
Хӳх 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Седекия Иеремийӑна каланӑ: ҫак сӑмахсене никам та пӗлмелле мар, вара эсӗ вилмӗн; 25. эхер те пуҫлӑхсем эпӗ санпа калаҫнине илтсессӗн, сана вӗсем: «кала-ха, эсӗ патшана мӗн каларӑн, тата патша сана мӗн каларӗ — пирӗнтен ан пытар, вара сана вӗлерттермӗпӗр» тесессӗн, 26. вӗсене ҫапла кала: «эпӗ патша умӗнче вӑл мана каялла Ионафан ҫуртне ан ятӑрччӗ, унта вилес марччӗ манӑн тесе йӑлӑнтӑм» те.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй патша хуҫамӑм, халӗ мана итле, эпӗ йӑлӑнни сан умна ӳктӗр; мана каялла Ионафан ҫыруҫӑ ҫуртне ан яр, унта вилес марччӗ манӑн.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑнпа сан чунна шыракан, «пирӗн алӑран вилес мар тесессӗн, Ҫӳлхуҫа ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳре» теекен Анафоф ҫыннисем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать; 22. ҫавӑнпа Саваоф Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем патне пырса пӑхӑп: вӗсенӗн яш ачисем хӗҫрен вилӗҫ; вӗсенӗн ывӑлӗ-хӗрӗ выҫӑпа вилӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗн эсӗ вилес ҫынран, этемӗн курӑк евӗр ывӑлӗнчен, хӑратӑн?Кто ты, что боишься человека, который умирает, и сына человеческого, который то же, что трава,
Ис 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вилес кунунта ҫитес ҫилле, хӑвӑнтан Турӑ пӑрӑнсассӑн ҫитекен тавӑру вӑхӑтне асӑнтах тыт.24. Припоминай о гневе в день смерти и о времени отмщения, когда Господь отвратит лице Свое.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫаран хӑракан юлашкинчен ырӑлӑх курӗ, вилес кунӗнче вӑл пиллӗх илӗ.13. Боящемуся Господа благо будет напоследок, и в день смерти своей он получит благословение.
Сир 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ыттисем пекех, эпӗ те — вилес ҫынах, ҫӗр ҫинчи малтанхи ҫын тӑхӑмех.1. И я человек смертный, подобный всем, потомок первозданного земнородного.
Ӑсл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эхер те ир вилес пулсассӑн, сут кунӗнче вӗсемшӗн шанчӑк та, йӑпанӑҫ та пулмӗ: 19. ӗнтӗ усал йӑхӑн вӗҫӗ те хӑрушӑ.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑхӑту ҫитиччен вилес темесессӗн усал ан пул, ӑссӑр-тӑнсӑр ан пул.17. Не предавайся греху, и не будь безумен: зачем тебе умирать не в свое время?
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсфирь Мардохее ҫапла хуравласа каланӑ: 16. кай та Сузӑ хулинчи пӗтӗм иудее пуҫтар, вара маншӑн типӗ тытӑр, виҫӗ кун хушши кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ан ҫийӗр, ан ӗҫӗр, эпӗ те хамӑн хӗрарӑм тарҫӑсемпе пӗрле типӗ тытӑп, кайран патша патне кайӑп, ку ӗнтӗ йӗркене хирӗҫ туни пулсан та кайӑп, вилес пулсан — вилӗп, тенӗ.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Хӑй виличчен вӑл Навуходоносорпа Асуир Ниневи хулине аркатса тӑкни ҫинчен илтнӗ, ҫапла вӑл вилес умӗн Ниневи пӗтни ҫинчен илтсе савӑннӑ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Захария хӑй вилес умӗн: «Ҫӳлхуҫа куртӑр — шыраса илтӗр!» тенӗ.
2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.