Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сасартӑк вӑл сиксе тӑчӗ те юрласа ячӗ, унтан вара, йывӑҫ тӗмӗ хушшинчи хӑранӑ вӗҫен кайӑк пек, таҫта кӗрсе ҫухалчӗ.Она вдруг прыгнула, запела и скрылась, как птичка, выпугнутая из кустарника.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кимӗ ҫинчен вӑтам пӳллӗ ҫын сиксе тухрӗ, пуҫне вӑл така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тутар ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ.Из нее вышел человек среднего роста, в татарской бараньей шапке.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӗрарӑм ура ҫине сиксе тӑчӗ те, пӑшӑрханнӑ пек пулса, тинӗс еннелле, инҫете пӑхма пуҫларӗ.Женщина вскочила и стала всматриваться в даль с видом беспокойства.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ чӑнкӑ ҫыран аяккипе аран-аран анкаларӑм та пӑхатӑп хайхи суккӑр ача аяла ансан кӑшт чарӑнса тӑчӗ, унтан сылтӑмалла пӑрӑнчӗ, шыв хӗррипе кӗҫех шыва кӗрсе каяс пек утса пырать; ӑна хум ҫӗклесе каяссӑнах туйӑнать, анчах вӑл ланкашкасенчен сыхланса, чул ҫинчен чул ҫине епле хӑюллӑн сиксе каҫнине аса илсен, вӑл кун пек ҫӗрте пӗр хут кӑна ҫӳременнине часах тавҫӑртӑм.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫак ҫапӑҫусенче вӗсем хӑйсем пилӗк машина тата виҫӗ ҫын ҫеҫ ҫухатнӑ, мӗншӗн тесен ҫапса антарнӑ пирӗн лётчиксенчен иккӗшӗ парашютсемпе сиксе, хӑйсен полкне ҫуран таврӑннӑ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӗрине хаваслӑ вӑй тулнине туйса, Алексей хӑй выртакан сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, «сталинградкӑна» ҫутса ячӗ, тетрадьрен пӗр листа ҫурса илчӗ, унтан карандаша атӑ тӗпне сӑтӑркаласа шӗвӗртрӗ те ҫырма тытӑнчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Эсир мӗн, переменӑна сиксе тухнӑ шкул ачи-им?
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл сиксе тӑчӗ, аллисем ҫинче ҫӗкленчӗ, хӑйӗн йывӑр урисене кабинӑран кӑларса хучӗ те, такама ӑнсӑртран тӗртсе ярса, ҫӗре анса тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полк командирӗ пуринчен малтан чупса ҫитрӗ, самолёт ҫунатти ҫине вӑшт ҫеҫ сиксе хӑпарчӗ те, колпака уҫса шалалла пӑхрӗ.Командир полка добежал первым, легко вскочил на крыло и, открыв колпак, заглянул в кабину.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вара шӑп ҫав самантра, пӗр сассӑр, хурӑн тӑррисене кустӑрмисемпе чӑшлаттарса, вӑрман ҫийӗнчен самолёт сиксе тухрӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Камӑн чӗри хавшакрах, кам чи пысӑк тӗрӗслеве тӳсеймест, кам тӑван ҫӗршывне чапа кӑларассишӗн пурнӑҫне пама хатӗр мар, вӑл хӑйне хирӗҫ вӑркӑнса пыракан, вилӗм кӳрекен тӑвӑл урлӑ сиксе каҫса кайма ручкӑна хӑй ҫинелле туртса илет те, тепӗр самантӗнче пульӑсем касса ҫурнӑ хырӑмпа, е хуҫӑлса ӳкнӗ ҫунатпа аялалла вӑркӑнать.
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полковник хӑйӗн секундомерӗ ҫинче, ҫаврашка тӑрӑх, секундӑсене кӑтартакан хӗрлӗ стрелка малалла сиксе пынине сӑнаса тӑчӗ.Полковник следил, как на его секундомере, пульсируя, двигалась по кругу красная секундная стрелка.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Носилкӑна каллех ҫӗклерӗҫ, анчах аманнӑ ҫын пуҫӗпе сулкалама тытӑнчӗ, носилка ҫинчен сиксе анма та пикенчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Машина ҫӗре темле тӗлӗнмелле тӗртӗнсе ҫӳлелле сиксе илчӗ, унтан каллех ҫӗре тӗртӗнчӗ, каллех сиксе илчӗ.Машина как-то странно коснулась земли, высоко подпрыгнула, снова коснулась, снова подпрыгнула.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Камӑн май килнӗ — пурте вӑрмантан уҫланкӑна сиксе тухса кӑнтӑр еннелле, самолётсем таврӑнмалли ҫӗрелле пӑлхануллӑн пӑхма тытӑнчӗҫ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Сиксе аннӑ-и вӑл?
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лашасем ҫинчен сиксе антӑмӑр та Бэла патне пытӑмӑр.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эх, ҫамрӑксем ҫав! кирек хӑҫан та вара ытла хӗрсе каяҫҫӗ, Анчах пӑшал сасси янраса та кайрӗ, пульӑ лашин кайри урине амантрӗ; хӗрсе кайнипе вӑл тата вунӑ утӑма яхӑн сиксе илчӗ те ҫавӑнтах такӑнчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хайхи вара, пӗррехинче, Казбич аулран пӗр-виҫӗ ҫухрӑм катара, ҫул хӗрринче, старике сыхласа тӑма; старик хӗрне шыранӑ ҫӗртен таврӑннӑ; хӑйпе пӗрле кайнӑ узднӑйсем кая тӑрса юлнӑ — ку ӗҫ каҫ кӳлӗм пулса иртнӗ, — шухӑша кайнӑ май старик лашине уттарса кӑна пынӑ, сасартӑк йывӑҫ тӗми хыҫӗнчен Казбич кушак пек сиксе тухнӑ та лаши ҫине хыҫалтан сиксе утланнӑ, старикне кинжалпа чиксе ҫӗре ӳкернӗ, вара чӗлпӗрне тытнӑ та — шӑвӑннӑ, хӑш-пӗр узденӗсем ҫакна сӑртран курса юлнӑ; хӑваласа та пӑхнӑ ӑна, анчах хуса ҫитеймен.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Печорин алӑк патне ҫитсе тӗртӗнчӗ ҫеҫ, Бэла сиксе те тӑчӗ, йӗрсе ячӗ апӑрша, унтан чупса пырса ун мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ.Только едва он коснулся двери, как она вскочила, зарыдала и бросилась ему на шею.