Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

сан сăмах пирĕн базăра пур.
сан (тĕпĕ: сан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпӗ сан шутпа, «ытти ҫынсем-и» — э?

А я, по-твоему, «другой» — а?

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ларма шутлатӑн — ниҫта лармалли ҫук; кирек мӗн тытсан та — лапӑртанатӑн: йӑлтах тусанлӑ; ҫӑвӑнмалли те, нимӗн те ҫук, ҫӳре вара, сан пек, хура алӑсемпех…

Хочешь сесть, да не на что; до чего ни дотронулся — выпачкался, все в пыли; вымыться нечем, и ходи вон с этакими руками, как у тебя…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ку мӗн тата сан?

А это что у тебя!

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫав хушӑра сан патна пӗр-пӗр хӗрлӗ питлӗ хӗр-тарҫӑ курӑк ҫине е ирхи апат, е кӑнтӑрлахи апат пырса парать, хӑйӗн чавсисем ҫара, ҫаврашка та ҫемҫешке, мӑйӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ; вӑтаннӑ пек пулса, юри ҫӗрелле пӑхса кулать вӑл…

А тут тебе на траву то обед, то завтрак принесет какая-нибудь краснощекая прислужница, с голыми, круглыми и мягкими локтями и с загорелой шеей; потупляет, плутовка, взгляд и улыбается…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эс мана ют та питӗ аякра тӑракан ҫын тесе шутлатӑн, ҫавӑнпа сан манран хӑвна юлташла паракан пӗчӗк пулӑшӑва та йышӑнас килмест пек туйӑнатчӗ…

Мне казалось, что ты меня таким далеким, чужим человеком считаешь, что даже простую дружескую услугу тебе от меня трудно принять…

X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Атя, сан сӑнна ӳкерсе илетӗп, — тет килсӗрри, чаплӑ йышши камера кӑтартса.

Давай, тебя сфотографию, – говорит бездомный, показывая очень хорошую камеру.

Килсӗр Макҫӑмпа​ Чӑнкӑ Мирун // Сувар. «Сувар», 2019.09.10

Атя, сан сӑнна ӳкерсе илетӗп, — тет килсӗрри, чаплӑ йышши камера кӑтартса.

— Давай, тебя сфотографирую, – говорит бездомный, показывая роскошную камеру.

Килсӗр Макҫӑмпа​ Чӑнкӑ Мирун // Сувар. «Сувар», 2019.09.10

Асту, Илья Ильич, эпӗ сан валли хваттер илсе хуратӑп — илтетӗн-и? — хушса хучӗ вӑл.

— Смотри же, Илья Ильич, я найму тебе квартиру — слышишь ты? — прибавил он.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Астӑватӑн-и, эпӗ сан сюртукна тӑхӑнса пӑхрӑм та — шӑп ман ятпа ҫӗленӗ пекех!

— А помнишь, я примеривал твой сюртук: как на меня сшит!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сан пата ирех ӗҫпе килсеттӗм, — пуҫларӗ вӑл, йӑвашшӑн.

Шел к тебе за делом с утра, — начал он, уж вовсе не грубо.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Итлеме те кирлӗ мар, эпӗ нумай итлерӗм, сан пирки нумай хуйхӑ тӳсрӗм!

— Нечего слушать-то, я слушал много, натерпелся от тебя горя-то!

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Эсӗ мана нимӗҫпе улӑштаратӑн пулсан, — терӗ вӑл; — урӑх эпӗ сан патна ура та ярса пусмастӑп.

Если ты меняешь меня на немца, — сказал он, — так я к тебе больше ни ногой.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пускилсенчен ыйтса пӑх: кам унта сан кӳршӳ?

Да попроси соседей: кто у тебя там?

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Вунӑ тенкӗрен юлашки юлать-ҫке сан унта.

— Ведь у тебя останется сдача от красненькой.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мансӑр пуҫне сан патна пырса ҫӳрекен те пулмасть.

Кроме меня, к тебе и ходить никто не будет.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ара, эсӗ унта каймастӑн-и тесе, сан патна кӗрсеттӗм.

Да, я заехал спросить: не поедешь ли ты на гулянье?

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тахҫанах килесшӗнччӗ сан патна, — терӗ хӑна, — пирӗн мӗнле шуйттанла ӗҫ иккенне эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн-ҫке!

Давно собирался к тебе, — говорил гость, — да ведь ты знаешь, какая у нас дьявольская служба!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кай, эпӗ сан хыҫҫӑнах пыратӑп.

Поди же, я сейчас иду вслед за тобою.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Сан унта, ав, каҫсерен шӑшисем чупаҫҫӗ — илтетӗп эпӗ.

— У тебя, вот, там, мыши бегают по ночам — я слышу.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

«Ну, тӑванӑм, эсӗ манран та ытларах Обломов иккен», тесе шухӑшларӗ пулас улпут, Захар вара кӑшт ҫеҫ ҫапларах шухӑшларӗ: «Суятӑн! Эсӗ ӑслӑ та мӗскӗн сӑмахсем калама ҫеҫ ӑста, тусанпа эрешмен картисем пирки сан ӗҫӳ те ҫук».

Барин, кажется, думал: «Ну, брат, ты еще больше Обломов, нежели я сам», а Захар чуть ли не подумал: «Врешь! ты только мастер говорить мудреные да жалкие слова, а до пыли и до паутины тебе и дела нет».

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней