Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Аса патша Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн мул управӑшӗнче тата патша керменӗн мул управӑшӗнче юлнӑ пӗтӗм ылтӑн-кӗмӗле илнӗ те ҫакна хӑйӗн тарҫисен аллине панӑ, вара вӗсене Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне — Хезион ывӑлӗн Тавримонӑн ывӑлӗ патне — янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: 19. ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана парне, ылтӑнпа кӗмӗл, ярса паратӑп; Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗве пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.
3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ровоам патша ӗнтӗ вӗсем вырӑнне пӑхӑр хулкансем тутарнӑ та патша керменне кӗнӗ ҫӗрте сыхласа тӑракансен пуҫлӑхӗсен аллине панӑ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ ҫынни Вефильти парне вырӑнӗ ҫинчен ҫапла каланине илтсессӗн, Иеровоам патша парне вырӑнӗ патӗнчен: тытӑр ӑна, тесе аллине тӑснӑ.
3 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Соломон аллине ҫулсерен ултҫӗр утмӑл ултӑ талант ылтӑн килсе тӑнӑ.
3 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Вӗсем Сан умӑнта ҫылӑха кӗрсессӗн, — ӗнтӗ ҫылӑха кӗмен ҫын ҫук, — Эсӗ ҫилленсе вӗсене тӑшман аллине парсассӑн, тыткӑна илнисем вӗсене хӑйсен ҫывӑхри е аякри ҫӗрне кайса ярсассӑн, 47. вӗсем унта, тыткӑнра пурӑнакан ҫӗрте, тӑна кӗрсе ӳкӗнсессӗн, Сана: «эпир ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫ турӑмӑр, эпир айӑплӑ» тесе кӗлтума тытӑнсассӑн, 48. вара, хӑйсене тыткӑна илсе кайнӑ тӑшмансен ҫӗрӗнче пӗтӗм чун-чӗрипе Сан енне ҫаврӑнсассӑн, ҫапла Эсӗ вӗсен ашшӗсене панӑ хӑйсен ҫӗрӗ еннелле, Эсӗ суйласа илнӗ хула еннелле, эпӗ Сан ятупа лартнӑ Ҫурт еннелле ҫаврӑнса йӑлӑнсассӑн, 49. вӗсенӗн кӗллине илтсемччӗ тӳперен, Ху пурӑнакан вырӑнтан, вара вӗсем мӗн ыйтнине, вӗсемшӗн мӗн кирлине тусамччӗ; 50. Хӑвӑн халӑхна Хӑвӑн умӑнта мӗн ҫылӑха кӗнине, Хӑвӑн умӑнта тунӑ пур айӑпне те каҫарсамччӗ; вӗсене тыткӑна илсе кайнисенӗн чӗрине ҫемҫетсемччӗ, тӑшманӗсем хӗрхенччӗр вӗсене, вӗсемпе ырӑ пулччӑр; 51. вӗсем — Санӑн халӑху, Ху Египетран, тимӗр кӑмакаран, илсе тухнӑ еткерӳ вӑл.
3 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иерусалима пӗтермешкӗн [Турӑ] Ангелӗ ун ҫине аллине тӑснӑ; анчах Ҫӳлхуҫа хулана хӗрхеннӗ те халӑха пӗтерекен Ангела каланӑ: ҫитӗ, халӗ аллуна ус, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Давид ӗнтӗ Гада каланӑ: мана питӗ йывӑр; Турӑ аллинех лекем, мӗншӗн тесессӗн Унӑн ырӑлӑхӗ пысӑк; ҫын аллине ҫеҫ лекес марччӗ, тенӗ.
2 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ҫӳлтен аллине тӑсрӗ те — мана ярса илчӗ, мана тарӑн шывран туртса кӑларчӗ; 18. мана вӑйлӑ тӑшманӑмран, хама курайманнисенчен, хамран вӑйлӑраххисенчен, хӑтарчӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Айя хӗрӗн Рицпан икӗ ывӑлне, Саула ҫуратса панӑ Арманпа Мемфивосфее, тата Саул хӗрӗн Мерован пилӗк ывӑлне, Адриэла — Мехола ҫыннин Верзеллийӗн ывӑлне — ҫуратса панӑскерсене, суйласа илнӗ те 9. Гаваон ҫыннисен аллине панӑ, вара лешӗсем вӗсене ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне [хӗвел ҫине] ҫакнӑ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аллине виҫӗ ҫӗмрен илнӗ те вӗсене Авессалома чӗринченех лектернӗ — юманран ҫакӑнса тӑнӑ чухне лешӗ чӗрех пулнӑ-ха.И взял в руки три стрелы и вонзил их в сердце Авессалома, который был еще жив на дубе.
2 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа сана Саул килӗн мӗнпур юнне тавӑрса пачӗ, эсӗ ун вырӑнне патшана лартӑн, Ҫӳлхуҫа акӑ патшалӑха Авессалом ывӑлун аллине пачӗ; халӗ инкеке лекрӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — юнӗҫен.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Кам та пулсан ӑна пуҫ тайма пырсассӑн вара вӑл аллине сарса ӑна ыталанӑ, чуптунӑ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Фамарь ӗнтӗ пуҫӗ ҫине тусан сапса, ҫийӗнчи тӗрлӗ тӗслӗ тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, аллине пуҫӗ ҫине хурса ӗсӗклесе йӗрсе пынӑ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Нахон йӗтемӗ тӗлне ҫитсессӗн вӑкӑрсем урапана тайӑлтарнӑ та, Оза, Турӑ саккунӗн арчи [ан ӳктӗр тесе,] аллине ун еннелле тӑснӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ, Иудӑна хирӗҫ тӑрса, Саул аҫун килне, унӑн тӑванӗсене, унӑн тусӗсене ырӑ турӑм, сана та Давид аллине ӳкермерӗм, эсӗ вара халӗ ман ҫумра хӗрарӑм тӗлӗшӗнчен ҫылӑх шыратӑн.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ каланӑ: мана вӗлерместӗп тата мана хамӑн хуҫа аллине памастӑп тесе Турӑ ячӗпе тупа ту, вара эпӗ сана ҫав эшкер патне илсе ҫитеретӗп, тенӗ.
1 Пат 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израильпе сана филистимсен аллине парӗ: эсӗ те, санӑн ывӑлусем те ыран манпа пӗрле пулатӑр; Ҫӳлхуҫа Израиль тапӑрне те филистимсен аллине парӗ, тенӗ.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид вара хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хӑҫан та пулин эпӗ Саул аллине лекетӗпех ӗнтӗ, маншӑн филистимсен ҫӗрне тарса хӑтӑлассинчен лайӑххи нимӗн те ҫук; вара Саул манран хӑпӗ, малашне мана пӗтӗм Израиль ҫӗрӗ тӑрӑх шыраса ҫӳремӗ, эпӗ те унран хӑтӑлӑп, тенӗ.
1 Пат 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Зиф ҫыннисем Саул патне Гива хулине пынӑ та каланӑ: Давид пирӗн патӑмӑрта, ҫын ҫӳремен вырӑнта, вӑрманта, Иесимонран сылтӑмарах ларакан Гахил сӑрчӗ ҫинче, пытанса пурӑнать; 20. эппин, кӑмӑлу пулсассӑн, патша, кай ҫавӑнта; пирӗн тивӗҫ ӑна патша аллине тытса парасси пулӗ, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул ӑна кашни кун шыранӑ; анчах Турӑ Давида унӑн аллине паман.Саул искал его всякий день; но Бог не предал Давида в руки его.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.