Поиск
Шырав ĕçĕ:
45. Иисус Навинпа пирӗн аттемӗрсем ҫав чатӑра Турӑ пирӗн аттемӗрсен умӗнчен хӑваласа янӑ халӑхсен ҫӗрне илсе кӗнӗ; Давид пурӑннӑ вӑхӑтченех ҫапла тӑнӑ; 46. Давид, Турӑ тивлетне илнӗскер, Иаков Турри валли Ҫурт тӑвасшӑн кӗлтунӑ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах халӑх пырса ҫитнӗ; халӑх умӗнчен вуникӗ вӗренекенӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ, вӑл Иисуса чуптӑвас тесе Ун патне пынӑ.
Лк 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус тата урӑх ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ, вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй каяс тенӗ хуласемпе ялсене янӑ, 2. Вӑл вӗсене каланӑ: вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Хӑйӗн анине ӗҫлекенсем ятӑр.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
51. Хӑйне ку тӗнчерен илес кунсем ҫывӑхара пуҫласассӑн, Иисус Иерусалима кайма шутланӑ; 52. Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарҫисене янӑ; лешӗсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре хатӗрлесе хума Самарири пӗр яла кӗнӗ; 53. анчах Иисуса унта йышӑнман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалима каякан ҫулҫӳревҫӗ пек курӑннӑ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
76. Сана вара, ачамӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлемешкӗн эсӗ Унӑн умӗнчен пырӑн, 77. Унӑн халӑхне эсӗ мӗнле ҫӑлӑнмаллине — ҫылӑхӗсене каҫарттарса ҫӑлӑнмаллине — ӑнлантарӑн: 78-79. Туррӑмӑр ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран тӳперен пирӗн пата тухакан хӗвел евӗрлӗ Ҫутӑ килчӗ: Вӑл сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлкинче ларакансене ҫутатӗ, пирӗн урасене канӑҫлӑх ҫулӗ ҫине тӑратӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Умӗнчен пыракансем те, хыҫӗнчен пыракансем те ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: осанна! Ҫӳлхуҫа ячӗпе Килекен мухтавлӑ!9. И предшествовавшие и сопровождавшие восклицали: осанна! благословен Грядущий во имя Господне!
Мк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫул ҫинче, Иерусалималла улӑхнӑ чухне, Иисус ӗнтӗ вӗренекенӗсен умӗнчен утса пынӑ, лешӗсем сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсемпе пӗрле пыракансем те питӗ хӑранӑ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, тепӗрисем тата йывӑҫ турачӗсене касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ; 9. Ун умӗнчен те, хыҫӗнчен те пыракан халӑх ҫапла кӑшкӑрса пынӑ: Давид Ывӑлне осанна!
Мф 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ӗнтӗ хӑйсем тухӑҫ енче курнӑ ҫӑлтӑр вӗсен умӗнчен пынӑ; вӑл ҫапла Ача тӗлне ҫитнӗ те чарӑнса тӑнӑ.
Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Вӗсемшӗн Эпӗ темӗн чухлӗ патшана сирпӗтрӗм; фараона чурисемпе, пӗтӗм ҫарӗпе пӗрле пӗтертӗм; 11. суя тӗнлисене пурне те вӗсен умӗнчен сирсе тӗп турӑм, хӗвелтухӑҫӗнче те икӗ ҫӗрӗн, Тир ҫӗрӗпе Сидон ҫӗрӗн, халӑхне сапаласа ятӑм, вӗсен мӗнпур тӑшманне пӗтерсе тӑкрӑм.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Тӑшман ҫарӗ тапӑртан тапранса тухнӑ та вӗсене хирӗҫ пырса тӑнӑ; утлӑ ҫарӗ икӗ ушкӑна уйӑрӑлнӑ, ҫар умӗнчен чулравҫӑсемпе ухӑҫӑсем, вӑйлӑ та хастар ҫар ҫыннисем пынӑ.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каларӑм вара: Санӑн куҫу умӗнчен сирӗлнӗ эпӗ, ҫапах та Санӑн таса Ҫуртна каллех курӑп-ха эпӗ.5. И я сказал: отринут я от очей Твоих, однако я опять увижу святый храм Твой.
Иона 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара Иона Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнчен Фарсиса тарам тесе тӑнӑ та Иоппие пырса ҫитнӗ, Фарсиса каякан карапа шыраса тупнӑ, ҫул укҫи тӳленӗ те, Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнчен Фарсиса каям тесе, карап ҫине ларнӑ.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хӑйсен тӑшманӗсен умӗнчен пырса тыткӑна каяҫҫӗ пулсан, Эпӗ хушнипе вӗсене унта та хӗҫ касса тӑкӗ.4. И если пойдут в плен впереди врагов своих, то повелю мечу и там убить их.
Ам 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах вӗсем Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗҫ, Мана итлесшӗн пулмарӗҫ; пӗри те йӗрӗнчӗкӗсене хӑй куҫӗ умӗнчен сирмерӗ, Египет йӗрӗхӗсене пӑрахмарӗ, Эпӗ каларӑм вара: Египет ҫӗрӗ варринче пӗтӗм ҫиллӗме вӗсем ҫине ярӑп, вӗсем ҫине пӗтӗм хаярлӑхӑма кӑларӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӗсемпе сутлашасшӑн-и эсӗ, сутлашасшӑн-и, этем ывӑлӗ? ашшӗсен ирсӗр ӗҫӗсем ҫинчен каласа пар вӗсене, 5. кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Эпӗ Израиль халӑхне суйласа илнӗ кун, аллӑма ҫӗклесе, Иаков килӗн йӑхне тупа тунӑ чухне, Египет ҫӗрӗнче вӗсене Хама уҫса кӑтартнӑ кун, аллӑма ҫӗклесе вӗсене: «Эпӗ — сирӗн Туррӑр!» тенӗ кун, 6. аллӑма ҫӗклесе, вӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, вӗсем валли Хам суйласа илнӗ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан вырӑна, пӗтӗм ҫӗртен илемлӗрен те илемлӗ ҫӗре, илсе ҫитерме тупа тунӑ кун, 7. Эпӗ вӗсене каларӑм: кашнийӗ хӑйӗн куҫӗ умӗнчен пӗтӗм йӗрӗнчӗке сиртӗр, хӑвӑра Египет йӗрӗхӗсемпе ан ирсӗрлетӗр: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр — Эпӗ, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тӑшманӗсем мала тухрӗҫ унӑн, ӑна усал суннисем ырӑ курса пурӑнаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӗ нумайран Ҫӳлхуҫамӑр ун ҫине ҫапла хуйхӑ ячӗ; хӑйсен умӗнчен уттарса, тӑшмансем вӗсен ачисене тыткӑна илсе кайрӗҫ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Седекия, Иоаким пекех, Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ; 3. ҫавӑнпа Иерусалимпа Иудӑна Ҫӳлхуҫа ҫилленсе ҫитнӗ те вӗсене Хӑйӗн умӗнчен сирнӗ; Седекия пыра-киле Вавилон патшинчен уйӑрӑлнӑ.
Иер 52 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӗр ҫинче пиллӗх илекенсене чӑнлӑх Турри ячӗпе пиллеччӗр; ҫӗр ҫинче тупа тӑваканӗ чӑнлӑх Турри ячӗпе тупа тутӑр, мӗншӗн тесессӗн унчченхи асапсем манӑҫа тухӗҫ, Манӑн куҫ умӗнчен ҫухалӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа мана: ӑна Магер-шалал-хаш-баз тесе ят хур; 4. ача: «атте», «анне» тесе калама вӗрениччен Дамаск пурлӑхӗпе Самари тупӑшне Ассири патши умӗнчен ҫӗклесе пырӗҫ, терӗ.
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.