Поиск
Шырав ĕçĕ:
Павел Васильевич капӑр тумланнӑ: ҫийӗнче тирпейлӗн утюгласа якатнӑ кӑвак сатин кӗпе, галстукӗ кӑна, хӑйне кура, кӑштах айккинелле пӑрӑннӑ.
1 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Эпӗ ҫак сӑмахсене каланӑ чухне пичче манран пӑрӑнма тӑрӑшать, пуҫне чикрӗ те айккинелле пӑхрӗ.Пока я говорил, дядюшка избегал моего взгляда; он опустил голову, отводил глаза в сторону…
XXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Вӗсем ҫул айккинелле темиҫе утӑм турӗҫ, чӑнкӑ сукмакпа чупса анчӗҫ, чул ту хыҫнелле пӑрӑнчӗҫ те чарӑнчӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗр асӑрхануллӑ пулма кирлине мансах сӑнаса пӑхнӑ вӑхӑтра, Зайцев сасартӑк ун ҫине хӑвӑрт пуҫне пӑрса пӑхрӗ те куҫӗсене айккинелле илчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Грузовик чарӑнсанах, Таньӑпа Сережа, ҫитӗннӗ ҫынсем мӗн каласса кӗтмесӗр, ҫул айккинелле, хӑшпӗр тӗлте симӗссӗн курӑнакан уҫланкӑсем еннелле чупса кайрӗҫ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Фашизм, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан поезд пек, сӑрт айккинелле ӳпӗнчӗ те, катастрофа пулнӑ вырӑнта халӗ те тӗтӗм тухать, йынӑшни илтӗнет.Фашизм свалился под откос, как поезд на полном ходу, и еще дымилось и стонало поле его катастрофы.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Фрося айккинелле йӑванчӗ те хӑйпе пӗрле Александра Ивановнӑна сӗтӗрчӗ, вӗсем ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ витре катӑкӗсене (ӑна фаянсран тунӑ пулнӑ-мӗн) халат тӑхӑннӑ хӗрарӑм асфальт ҫинчен епле пуҫтарнине тата ҫав катӑксене, ниҫталла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, пӗр тӗлӗнмесӗр те ӳпкелешмесӗр, 3 №-лӗ бака пӑрахнине кураҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Провожатӑй ун ҫине ҫухалса кайнӑн пӑхса илчӗ те пуҫне кӑштах пӗр айккинелле пӑрчӗ, ҫав самантрах Воропаев палланӑ сасса илтрӗ:
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Вӑл айккинелле пӑрӑнчӗ те никӗс тӑпри ҫине кайса ларчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Профессорӑнни пек тирпейлӗ сухалӗ унӑн, ҫывӑрса муталаннӑ пекех, пӗр айккинелле хутланса ларнӑ, илемлӗ хура кубанки вараланса пӗтнӗ, унӑн хӗрлӗ ҫийӗ тӗссӗрленсе кайнӑ, черкески ҫурӑлса тухнӑ та — ӑна ҫӗлемен, булавкӑсемпе ҫеҫ тирсе янӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Огарнова ассӑн сывласа илчӗ те айккинелле ҫаврӑнчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Корытов, ним тума аптранӑ пек, аллисене айккинелле сарчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Кронорг ятлӑ чаплӑ ҫурт та шведсен ҫыранӗнче ларакан Гельсингборск башни пекех тӗтре ӑшне пытанчӗ те, пирӗн шхуна Каттегаг енчен вӗрекен ҫилпе пӗр айккинелле тайӑнчӗ.
IX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Шура тавҫӑрса илме те ӗлкӗреймерӗ, палламан ҫын айккинелле каякан аллейӑна пӑрӑнчӗ те тӗттӗмлӗхре ҫухалчӗ.Она не успела опомниться, как неизвестный свернул на боковую аллею и скрылся в темноте.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Иртен-ҫӳренсем е васкамасӑр тайкаланса утаҫҫӗ, е хӑваланинчен тарнӑ чухнехи пек айккинелле ҫаврӑнкаласа пӑхмасӑрах васкаса ирте-ирте каяҫҫӗ.
3 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Ҫак сехетре пӗтӗм вак-тӗвек йӗркесӗрлӗхсем, тытӑҫу-харкашусем, йывӑрлӑхсем — айккинелле пӑрӑннӑ, чи кирли ҫеҫ — хӑйсем мӗн тунишӗн пӗрле савӑнни, ҫавна тунишӗн пӗр-пӗрне хисеплени ҫеҫ — юлнӑ.
7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӗчӗкрехскер, унӑн пуҫӗнчи кӑвак каракуль калпакӗ айккинелле чалӑшнӑ, питҫӑмартисем хӗрелнӗ, чӗтре-чӗтре илекен ҫӳлти тутине уҫнӑ; вӑл трибуна ҫинчен кӗтмен ҫӗртен курӑнчӗ.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Фарӑсем айккинелле тӗксе янӑ пек тӗттӗмлӗх татах ҫӑраланчӗ.Тьма стала еще плотнее, словно оттесненная в сторону фарами.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Комбайн хӑй курӑнмасть, прожекторсемпе электричество лампочкисен ҫутин пысӑк шурӑ пайӑркисем ҫеҫ, тӗттӗмлӗхе хӑюллӑн айккинелле сирсе, хумханакан тырӑ пуссине тата ҫулӑн шурӑ йӗрне хыттӑнах мар ҫутатса, ерипен малалла шӑваҫҫӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Урисене чармакласа, пуҫне айккинелле пӑрса, вӑл пушӑ пӳлӗм варринче чарӑнса тӑчӗ те, хӑй мӗн тунине пӗтӗмпех ӑшра шутланӑ майӗн, хӗвелпе пиҫнӗ хура пӳрнисене пӗрин хыҫҫӑн теприне хутлатса илчӗ.
7. Тырӑ пулчӗ // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.