Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ӗмӗр сакки сарлака тесе ваттисем ахальтен каламаннине, пурнӑҫ кирек хӑш тапхӑрӗнче те кирек камшӑн та кӗтменлӗх сиксе тухма пултарассине тинех ӑнланса илтӗм, — хаш сывларӗ хӑйсен ҫемйи ҫинчен каласа пама тытӑнсан Елена Семеновна.
"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Вӑхӑтран вӑхӑта пӳртре пӗчӗк лӗпӗш вӗҫме тытӑнсан кил хуҫи арӑмӗсем хӑраса ӳкеҫҫӗ – кӗве ернӗ.Если дома время от времени начинает летать маленькая бабочка, домохозяйки пугаются - завелась моль.
Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
«1968 ҫул. Август уйӑхӗ. Любовь Тимофеевна Космодемьянская пӳрчӗ умне ҫитрӗмӗр те алӑка шаккарӑмӑр. Шалта такам кашӑкпа стаканри чее пӑтратнӑ сасӑ илтӗнет. Анчах алӑка уҫакан ҫук. Любовь Тимофеевнӑн никама та курас килмест пуль тесе шутларӑмӑр эпир. Унтан алӑк айне ҫыру хӑварса каялла кайма тытӑнсан: «Александра Васильевна! Елена Васильевна!» – тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Карта ҫумӗнчи ДТ-75 тракторпа ӗҫлеме тытӑнсан, чунӗпе чӑн-чӑн механизатор пулнине ертӳҫӗсене ӗнентерсен малтан Беларусь-50, унтан Беларусь-52 шаннӑ.
«Хресчен пулма чунпа пиҫсе ҫитмелле» // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Етӗрнекасси Ишлей ял советне кӗме тытӑнсан ачасем те Ишлейре вӗренме пуҫланӑ.Когда Ядринкасы вошли в состав Ишлейского сельского совета, дети тоже начали учиться в Ишлеях.
Чӳречерен курӑнакан кӳршӗ ял // Тамара ВЕРЕНДЕЕВА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30
Кинематографпа кӑсӑкланма тытӑнсан икӗ фильм режиссерӗ пулса тӑтӑм: «Тӗлӗннипе попугайсем те ҫӑвар караҫҫӗ», «Юратап-яратам».
Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Мускава ҫӳреме тытӑнсан пӑрахӑҫларӑм ӑна.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Училищӗре вӗренме тытӑнсан, паллах, унта тӗрлӗ районтан килнӗ ҫамрӑксемпе туслашнӑ.С начала учебы в училище, конечно, там подружился с молодыми с разных районов.
Чӑваш ачи - чӑвашах, чунӗ ӗҫре яланах // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Завода хамӑр сутма тытӑнсан пирӗн чӗр-тавар пысӑк сортпа кайни палӑрчӗ, тупӑш та ӳсрӗ.Когда сами начали продавать заводу, выяснилось, что наше сырье высокого сорта и прибыль увеличилась.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Сӑмахран, пациентсенчен чылайӑшӗ пыр ыратма, ӳсӗрме тытӑнсан та, ӳт температури ӳссен те тухтӑр патне васкамасть.
Вӑхӑтра сипленмелле // Л.ХАБИБРАХМАНОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
29. Ӗненнипе вӗсем Хӗрлӗ тинӗс урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ пек каҫса кайнӑ; Египет ҫыннисем вара каҫма тытӑнсан шыва путнӑ.29. Верою перешли они Чермное море, как по суше, - на что покусившись, Египтяне потонули.
Евр 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Анчах та ҫав чура, усал пулса, хӑй ӑшӗнче: «хуҫам халех килмӗ-ха» тесе 49. хӑйӗн юлташӗсене хӗнеме тытӑнсан, ӗҫкӗҫӗсемпе ӗҫсе ҫие пуҫласан, 50. унӑн хуҫи вӑл кӗтмен кун, вӑл шухӑшламан сехетре килӗ те 51. ӑна ҫурмаран касса пӑрахӗ, ҫапла икӗ питлисене айӑпланӑ пек хаяррӑн айӑплӗ; унта ӗнтӗ кӑшкӑрса йӗни те шӑл шатӑртаттарни илтӗнсе тӑрӗ.
Мф 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Пӗрле йышлӑн пуҫтарӑннӑ халӑхсене пӗтерме тытӑнсан, Вӑл Хӑйӗн чӗрӗ сыхланса юлнӑ халӑхне хӳтӗлӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ вара, вӗсем таврӑнма тытӑнсан, 47. Ҫӳлти Турӑ, вӗсем каҫса кайччӑр тесе, каллех шыв ҫулӗсене чарса лартӗ; ҫавӑнпа та эсӗ тӑнӑҫлӑ ҫынсен йышлӑ ушкӑнне курнӑ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Фараона ылтӑнпа кӗмӗл парса тӑнӑ: фараон хушнипе ҫӗршыв кӗмӗл пама тытӑнсан, Нехао фараона хырҫӑ тӳлемешкӗн пуҫлӑхсем ҫӗр халӑхӗнчен ылтӑнпа кӗмӗл ыйтса тӑнӑ].
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Иоав вара ҫапла каланӑ: эхер те Сири ҫыннисем мана хӗсме тытӑнсан мана эсӗ пулӑшӑн, эхер те аммонсем сана хӗсме тытӑнсан — сана эпӗ пулӑшӑп.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Иоав вара ҫапла каланӑ: эхер те Сири ҫыннисем мана хӗсме тытӑнсан, мана эсӗ пулӑшӑн, эхер те аммонсем сана хӗсме тытӑнсан, сана эпӗ пулӑшма пырӑп; 12. хӑюллӑ пул, хамӑр халӑхшӑн, хамӑр Туррӑмӑр хулисемшӗн ҫирӗп тӑрӑпӑр, Ҫӳлхуҫа вара Хӑйне кирлӗ пек тутӑр, тенӗ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗррехинче ӳсӗрскер кӑшкӑрашма тытӑнсан Резида ӑна килтен кӑларса янӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Йӑмӑкӗ вара аппӑшӗ патнех туртӑннӑ, Калаковсем патӗнче пурӑнма тытӑнсан пӗр вӗҫӗм макӑрнӑ, ҫавӑнпа каярах Резида ӑна хӑйсем патне илме шухӑшланӑ.
«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Уйрӑмах уголовлӑ ӗҫсене тишкерме тытӑнсан илӗртсе кӗрсе кайрӗ.Особенно, когда начали анализировать уголовные дела, меня совсем затянуло.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№