Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗтмен ҫӗртен Ленин проспекчӗпе каяс вырӑнне Ярмаркӑналла ҫаврӑнни мана нумай пулмасть хӑратса та ячӗ — урӑх маршрут ҫине ларман-и эп тесе те иккелене пуҫларӑм.
Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0
Хаҫатсем ҫырчӗҫ: Ҫӗнӗ Шупашкарта, Чӑваш енре, Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнакансене черетлӗ Чернобыль мӗлки хӑратса тӑрать.
Салхуллӑ Салука // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010,09,18
Хуллентерех, хуллентерех ҫӗклен, ҫурусене хӑратса пӑрахӑн.
Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
— Мӗн тумалла сана? — шӑплӑха хӑратса калаҫма тытӑнчӗ кил хуҫи.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Тӗнчери чи вӑйлӑ патшалӑхсене хӑйӗн сывлӑш ҫар вӑйӗсемпе хӑратса тӑнӑ ҫӗршывӑн авиапромӗ ҫинчен паян манса кайнӑн туйӑнать.
Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15
12. Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмӑрсем, ӳте пӑхӑнса пурӑнмашкӑн эпир ӳте парӑмлӑ мар: 13. эсир ӳте пӑхӑнса пурӑнатӑр пулсассӑн, вилӗмрен хӑтӑлаймӑр; ӳт ӗҫӗсене Сывлӑшпа пӗтеретӗр пулсассӑн, чӗрӗ пулатӑр: 14. Турӑ Сывлӑшӗ кӑтартнипе ҫӳрекенсем пурте — Турӑ ывӑлӗсем, 15. мӗншӗн тесессӗн эсир чуралӑх сывлӑшне йышӑнмарӑр, вӑл сире каллех хӑратса тӑнӑ пулӗччӗ, эсир ывӑллӑха кӗртекен Сывлӑш илтӗр, ҫав Сывлӑш урлӑ эпир Турра: «эй Авва, Аттемӗр!» тесе чӗнетпӗр.
Рим 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ӗнтӗ вӗсем урлӑ ҫакӑн пек ҫыру парса янӑ: «Апостолсемпе пресвитерсем — сирӗн тӑванӑрсем — суя тӗнрен чӑн тӗне кӗнӗ Антиохири, Сирири, Киликири тӑванӑмӑрсене савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 24. Эпир пирӗн патӑмӑртан пынӑ хӑш-пӗр ҫынсем сире хӑйсен сӑмахӗпе хӑратса пӗтерни ҫинчен илтрӗмӗр, вӗсем, «ӳт кастармалла, Моисей саккунне тытса тӑмалла» тесе, сирӗн чунӑрсене иккӗлентерсе хӑварнӑ иккен, эпир вӗсене апла калама хушманччӗ; 25. ҫавӑнпа эпир пухӑнтӑмӑр та, пурте пӗр шухӑшлӑ пулса, ҫынсем суйласа илсе, вӗсене хамӑрӑн юратнӑ Варнавӑпа, Павелпа пӗрле сирӗн пата яма шутларӑмӑр; 26. Варнавӑпа Павел — хӑйсен чунне Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн панӑ ҫынсем.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вара пӗлӗтсем — мӑн пӗлӗтсем, вӑйлӑ та хаяр пӗлӗтсем — ҫӗкленӗҫ, ҫӗрпе ун ҫинче пурӑнакансене хӑратса тӑма ҫӑлтӑр та ҫӗкленӗ; ҫав пӗлӗтсем пур ҫӗре те, ҫӳллӗ те тӳпем вырӑнсене, ҫӑлтӑрсен тӑвӑлне 41. тата вутпа пӑр, вӗҫекен хӗҫсем тата хирсене, ҫӑлсене тултармашкӑн шутсӑр нумай шыв тӑкса ярӗҫ; 42. ӗнтӗ хулапа унӑн хӳмине, тусемпе сӑртсене, вӑрманти йывӑҫсене, улӑхри курӑка, вӗсен тыррине шыва путарӗҫ; 43. ҫав шыв пӗр чарӑнмасӑр Вавилона ҫитӗ те ӑна аркатса тӑкӗ; 44. пуҫтарӑнӗҫ те Вавилон патне — ҫавӑрса илӗҫ; ун ҫине ҫӑлтӑрпа хаярлӑх тӑкӑнӗ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑнтӑрпа ҫурҫӗртен нумай хутчен тӑвӑл ҫӗкленӗ, хӑш-пӗр тӑвӑлӗ анӑҫран пулӗ, 39. тухӑҫ енчен вӑйлӑ ҫилсем ҫӗкленӗҫ те ӑна тата Эпӗ ҫиллӗмпе кӑларнӑ хаяр пӗлӗтсене хӑваласа ярӗҫ; тухӑҫпа анӑҫран ҫил вӗрнӗ чухне хӑратса тӑма палӑртнӑ ҫӑлтӑр вара сиенленӗ.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсӗ ун ҫӑварӗнчен тухакан ҫиле, вут-ҫулӑма, тӑвӑла курнӑ, 28. ун аллинче сӑнӑ та, ытти вӑрҫӑ кӑралӗ те пулман, анчах вӑл хӑйне хирӗҫ ҫапӑҫма тесе пынӑ пысӑк йыша пӗтерсе пӑрахнӑ, — ӑна ҫапла ӑнланмалла: 29. акӑ Ҫӳлти Турӑ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑтарас кунсем ҫитсе пыраҫҫӗ, 30. ҫакӑ вӑл ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хӑратса пӑрахӗ, — 31. ӗнтӗ пӗрисем теприсене хирӗҫ, хула хулана хирӗҫ, пӗр вырӑн тепӗрне хирӗҫ, халӑх халӑха хирӗҫ, патшалӑх патшалӑха хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ.
3 Езд 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: 38. тӑнла мана, эпӗ сана хӑвна мӗн хӑратса пӑрахнине ӑнлантарса парӑп: Ҫӳлти Турӑ сана нумай вӑрттӑнлӑха уҫса кӑтартӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иудӑпа халӑх ҫак сӑмахсене илтсессӗн, питӗ йышлӑ пуху пухӑннӑ; вӗсем ҫав суя тӗнлӗ ҫынсем вӑрҫӑпа хӑратса тӑракан, пысӑк инкеке кӗрсе ӳкнӗ тӑванӗсемшӗн мӗн тумалла-ши? тесе канашланӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫакӑ ҫара Хӑвӑн халӑху — Израиль — аллине парсамччӗ, вӗсен ҫуран ҫарӗ те, утлӑ ҫарӗ те намӑс куртӑр; 32. вӗсене хӑратса пӑрах, вӗсенӗн чӑрсӑр вӑйне аркат; ҫапӑҫура путланса аптӑраса ӳкчӗр вӗсем; 33. вӗсене Хӑвна юратакансен хӗҫӗпе пӗтер, Санӑн ятна пӗлекенсем пурте Сана мухтаса юрлаччӑр, тенӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Анчах тухӑҫран та ҫурҫӗртен ҫитнӗ хыпарсем ӑна хӑратса пӑрахӗҫ те, вӑл, урса кайса, ҫавӑнталла ҫул тытӗ, аркатӗ, ҫӗмӗрӗ вара, нумайӑшне тӗп тӑвӗ; 45. вӑл хӑйӗн патша чатӑрӗсене тинӗспе мухтавлӑ сӑваплӑ Ҫуртӑн тӑвӗ хушшине карса тухӗ; анчах хӑйӗн вӗҫӗ тӗлне ҫитсе тӑрӗ, ӑна никам та пулӑшмӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпӗ чӗррисен ҫӗрне хӑратса ӳкерӗп те, фараонпа унӑн пӗтӗм йышне ӳт кастарманнисен, хӗҫпе пӗтнисен хушшине хурӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ пӗтни ҫинчен халӑхсене, ху пӗлмен ҫӗрсене пӗлтерӗп те тӗрлӗ халӑх чӗрине хӑратса пӑрахӑп.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Мемфисри йӗрӗхсене аркатӑп, унти суя турӑсене пӗтерӗп, Египет ҫӗрӗнчен текех патша тухаймӗ, Египет ҫӗрне хӑратса пӑрахӑп.
Иез 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Саншӑн йӗме пуҫлӗҫ, калӗҫ сана: ах, мӗнле пӗтрӗн эсӗ, тинӗс ҫӳревҫисен хули, чаплӑ хула, тинӗс ҫинче епле хӑватлӑччӗ эсӗ, ху та, халӑху та хӑватлӑччӗ, ыттисене пурне те хӑратса тӑраттӑр!
Иез 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сан патӑнта юн тӑкнӑшӑн сӗрев тыттарнине кӑмӑллаҫҫӗ; эсӗ укҫуна усламла паратӑн, ытлашши илетӗн, вӑйпа хӑратса, тӑванунтан мулне туртса илетӗн, Мана вара манса кайрӑн, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсир ӗнтӗ Вавилонра хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳрекен, суя тӗнлӗ ҫынсене хӑратса тӑракан кӗмӗл, ылтӑн, йывӑҫ турӑсене куратӑр.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.