Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Ҫӗре (тĕпĕ: ҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫурта сутмалли ларека йӑвантарса яраҫҫӗ, пилӗк пуслӑх укҫасем ҫӗре сапаланса каяҫҫӗ, титорӗ лапах урайне ӳкет: «Ҫаратаҫҫӗ!..» — тесе кӑшкӑрашма тытӑнать.

Ларек со свечами опрокинули, пятаки посыпались, титор упал, шумит: «Граблють!..»

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тыррине унӑн кварталӗнче янахран ҫапмасӑрах тата «сивӗ ҫӗре» хупса лартмасӑрах турттарса пырса параҫҫӗ, факт.

И хлеб у него везут без мордобоя и без сажаний в «холодную», факт.

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тӗрлӗрен тӗслӗ лашасем ҫеҫенхирти ҫемҫе ҫӗре чӗрнисемпе чавтарса пыраҫҫӗ, анчах лешсем тапӑртатнӑ сасӑ темшӗн питӗ янӑравлӑн та сулӑмлӑн илтӗнет, ҫӗре сарса хунӑ хӗҫтимӗрсем тӑрӑх эскадронсем кӗмсӗртеттерсе пынӑнах туйӑнать.

Разномастные лошади попирали копытами мягкую степную землю, но грохочущий цокот конских копыт был почему-то гулок и осадист, словно эскадроны шли по разостланным листам железа.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Халех акӑ… — вӑл калас сӑмахне тупаймарӗ, сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ, ҫапах та, хӑйне хӑй аран-аран алла илсе, алтупанӗн тӳрчӗпе пичӗ-куҫӗ ҫинчен ҫилӗм пек ҫыпӑҫакан тарне шӑлкаласа сирчӗ те ҫапла персе ячӗ: — Ыран вӑрлӑх турттарса килетӗп тесе мана халех расписка ҫырса панӑ пултӑр, тата ыранах эсӗ тивӗҫлӗ ҫӗре кайса ларатӑн.

А зараз… — Он не находил слов, задыхался, но, кое-как овладев собой, вытирая тылом ладони клейкий пот с лица, сказал: — Пиши мне зараз расписку, что завтра вывезешь хлеб, и завтра же ты у меня пойдешь куда следовает.

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак ӗҫе туса пӗтернӗ ҫӗре иккӗмӗш бригада картишне Давыдов пырса кӗчӗ.

К концу работы на баз второй бригады пришел Давыдов.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӗҫлеме юратакан Яков Лукич кӗтмен ҫӗртенех хӑй чӗрине лӑплантаракан вӗркӗшӗве, ӗҫпе ӑшталанмалли, яланах мӗн ҫинчен те пулин шухӑшламалли ҫӗре кӗрсе ӳкрӗ.

Деятельный Яков Лукич неожиданно для него самого попал в родную его сердцу обстановку деловой суеты и вечной озабоченности.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ура айӗнчи ҫӗре тӑпӑлтарса илеҫҫӗ!

— Рвут из-под ног землю!

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ватӑ казаксенчен хамӑрӑн пӗтӗм ҫӗре лайӑх пӗлекен ҫынна полевода суйламалла.

Одного полевода нужно выбрать из старых казаков, какой всю нашу землю знает, и ближнюю и переносную.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах вӑкӑр вӑйӗпе ҫӗре епле танлаштарас тетӗн-ха эсӗ?

А как же ты уравняешь бычиную силу и землю?

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ара, капла эсӗ пуху пӗтнӗ ҫӗре пире пурне те сусӑрлатса тӑкӑн! — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерсе хучӗ Демка Ушаков.

— Этак ты нас к концу собрания всех перекалечишь! — высказал предположение Демка Ушаков.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӑрлак ҫӗре сухаласа пӑрахмалла, влаҫӗ мӗн шухӑшласа тӑнӑ-ши?

Толоку надо бы пахать, чего власть предусматривала?

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Теҫеттин пуҫне ҫичшер пӑт акмалли хура тӑпраллӑ ҫӗре те пирӗн ҫерҫи сӑмси чухлӗ кӑна!

— У нас жирной земли, какая по семь на десятину требует, с воробьиный нос!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пурӗ — 1325 гектар, ун ҫумне тата Гремячий Лог хуторӗнчен кӑнтӑр еннелле Ҫӗлен варӗ патне ҫитиех тӑсӑлса выртакан хӑйӑрлӑ ҫӗре пахча ҫимӗҫ лартма уйӑрса хунӑ.

Итого — 1325 гектаров плюс 91 гектар отведенной под бахчи песчаной земли, простиравшейся на юг от Гремячего Лога до Ужачиной балки.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗтӗм акмалли ҫӗре, тӗрлӗ тырӑсем тата ҫу ҫапмалли культурӑсем акма, ҫапла пайлама шутласа хунӑччӗ: тулӑ — 667 гектар акмалла, ыраш — 210, урпа — 103, сӗлӗ — 50, вир — 65, кукуруза — 167, хӗвелҫаврӑнӑш — 45, кантӑр — 13.

Общую посевную площадь предполагалось разбить по хлебным и масличным культурам следующим порядком: пшеницы — 667 гектаров, жита — 210, ячменя — 108, овса — 50, проса — 65, кукурузы — 167, подсолнуха — 45, конопли — 13.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫӗре часах ҫитеретӗн-и?

До ста скоро догонишь?

20-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Юриех нимӗн те пӑлханман пек туни ҫаксен кӗске вӑхӑта кӑна пырать: хура автанӗ, пушар тухнӑ вырӑнтан чанка вирхӗнсе вӗҫсе хӑпарнӑ пек, сасартӑк ҫӗре тапса хӑварчӗ те ҫунатланса ҫӳлелле сикрӗ, хӗрли те ҫӳлелле ыткӑнчӗ.

Притворное равнодушие их коротко: черный внезапно отталкивается от земли, летит вверх, как «галка» с пожарища, красный тоже подпрыгивает.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Лупас патӗнче — ҫынсен ушкӑнӗ пӗр ҫӗре таччӑн кӗпӗрленсе тӑнӑ.

Возле сарая — тесно скученная толпа людей.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫак ӗҫе эпӗ ҫаврӑнса килнӗ ҫӗре тумасан, таврӑнсан ку ответлӑха хам ҫине илетӗп.

Ну, а если ты не сделаешь, то сделаю я на свою ответственность, как только вернусь.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Унашкал хура хӳреллӗ чакаксене тытса арестлемелле те тивӗҫлӗ ҫӗре ӑсатмалла.

— Таких сорок чернохвостых надо арестовывать и по принадлежности направлять.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Асту, — тет, — сухана тухнӑ ҫӗре пӗр супне ҫӑмарта туса хатӗрлеччӗр, унсӑрӑн сана хӑвна автан вырӑнне таптаттаратпӑр», — тет.

«Гляди, говорит, чтоб к пахоте кошелку яиц нанесли, а то самого тебя заставим курей топтать!»

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней