Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Наступлени тӑвакан салтаксен хумӗсем вара, сапаланса та, вакланса, снарядсем алтса хӑварнӑ шӑтӑксенчен тӗрлӗ еннелле сирпӗнсе ӳкеҫҫӗ те татах шӑваҫҫӗ, малалла шӑваҫҫӗ…

И волны наступающих дробились, вскипали, брызгами рассыпались от воронок и все ползли, ползли…

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пуууу-м. Хушӑран уйрӑм батарея залпӗ янӑраса каять те, тӗрлӗ еннелле сарӑлса, темиҫе ҫухрӑмри тавралӑха хупласа хурать:

Бууууу-м! Изредка прорывался залп отдельной батареи и снова полз, подступал, полонил многоверстную округу:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӗрлӗ виҫеллӗ ҫӗршер пин снарядсем тӑхӑр кун хушши нимӗҫ окопӗсен икӗ линийӗ хушшинче ҫурӑлса тӑраҫҫӗ.

Сотни тысяч разнокалиберных снарядов в течение девяти дней месили пространство, занятое двумя линиями немецких окопов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Эпӗ вӗсене тӗрлӗ чаҫсем тӑрӑх салатӗҫ тесе шанатӑп.

Я надеюсь, что их рассеют по разным частям.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксен пичӗсем тӑрӑх тӗрлӗ туйӑмсем шӑвӑнса иртрӗҫ: хӑшӗсем, нимӗн тавҫӑрайманнипе, пичӗ-куҫӗсене пӗркелентерчӗҫ, теприсем, хӑйсен ӑпӑр-тапӑр япалисене офицерсем ним тӑрлавсӑр ҫавӑрттарнине курса, хӑраса ӳкрӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем шӑл йӗрсе пӑхса тӑчӗҫ.

Лица казаков выражали разнородные чувства: одни хмурились, недоумевая, другие испуганно поглядывали на офицеров, рывшихся в скудных казачьих пожитках, третьи посмеивались.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

уйрӑмах хӑрушшисене хупса лартмалла, ыттисене тыла ӑсатмалла е тӗрлӗ полксем тӑрӑх салатмалла.

изъять особо опасных, а остальных или отправить в тыл, или распылить по полкам.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Паян ҫав миллионшар ҫынсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче, хӑйсен килӗсенче лараҫҫӗ.

Сегодня эти миллионы сидят у себя по домам, в разных концах страны.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тепӗр минутранах Сталина курасса аса илсен, унӑн ӳт-пӗвӗ машинӑпа пӗрлешсе кайнӑнах туйӑнчӗ, чӗри хӑвӑрт тапма пуҫларӗ, ҫӗр тӗрлӗ саслӑ моторсен музыки хӑлхара тӗлӗнмелле янӑрарӗ.

Тело его точно слилось с машиной, сердце забилось учащенно, в ушах с необыкновенной силой загремела стоголосая музыка моторов.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пур ҫӗрте те тӗрлӗ тӗслӗ уяв тумӗ курӑннӑ.

Повсюду мелькали пестрые цвета праздничной одежды.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Малалла темӗн тӗрлӗ тусем, кунта юханшыв чулсем хушшинчи пӗчӗк шыв юххи пек анчах курӑнать…

А дальше — лабиринт гор и перевалов, прячется в них река, как ручей среди камней…

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кала-ха, мӗншӗн апла вӑл — авланиччен ҫынсем ман ҫине пӗр тӗрлӗ пӑхатчӗҫ, авлантӑм — пачах урӑхла пӑхакан пулчӗҫ?..

— А скажи, отчего так бывает: когда я был неженатым — одно ко мне отношение, а женился — совсем другое?

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йӗри-тавра курӑк ҫинче сывлӑм йӑлтӑртатать, шыв енчен сулхӑн туртӑнать, станица ҫинче пӗр хускалмасӑр уйӑх тӑрать, купа патӗнче, мӗнпур йывӑҫ тӗмӗсем айӗнче, таҫта инҫетре-инҫетре каллех ҫеҫенхир юрӑҫисем тӗрлӗ сасӑпа юрӑ пуҫласа, каҫхи шӑплӑха сирчӗҫ.

А вокруг блестела трава в росе, от реки веяло прохладой, недвижимо стояла над станицей луна, и снова и вблизи копны, и под каждым кустиком, и где-то далеко-далеко на все лады заиграли степные музыканты, нарушая ночной покой.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ку районта эпӗ тӗрлӗ вырӑнта вунсакӑр ҫул ӗҫлерӗм…

Я проработал в этом районе на разных должностях восемнадцать лет…

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ниловна тӗрлӗ майсемпе Тимофей Ильича хӑй майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшнӑ, ҫавӑнпа Ҫемен ҫинчен чи юратнӑ ывӑлӗ ҫинчен каланӑ пек каланӑ.

Ниловна всячески старалась уговорить Тимофея Ильича и склонить его на свою сторону и поэтому говорила о Семене так, как могла бы говорить разве что мать о своем горячо любимом сыне.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Умри лутра сӑртсем пур еннелле те яр сирӗлсе ҫул параҫҫӗ, вӗсем хыҫӗнчен тӗрлӗ курӑкпа витӗннӗ тӑвайккисем е вӗтлӗх вӑрмансем хирӗҫ чупса тухаҫҫӗ, пӑч-пач хуторсем е хирти сурӑх кӗтӗвӗ тӑракан вырӑнсем — пӗр-икӗ лутра вите, ҫаврака карта, кӗтӳҫсен пӳрчӗ, ҫӳллӗ пусӑ умӗнчи тараса — киле-киле тухса, куҫран ҫухалаҫҫӗ.

Впереди во все стороны расходились холмы; перед глазами то вставало взгорье в ярком цветении трав, то бежали навстречу кустарники, то встречались степные хутора или кошары — две-три низенькие овчарни под камышовой крышей, круглая изгородь, домик чабанов и журавель над высоким срубом колодца.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Эсир виҫӗ колхозра тырпул тухӑҫне виҫӗ тӗрлӗ кӑтартнӑ.

— По трем колхозам вы запланировали разный урожай зерновых.

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунта, Ставрополь патне, хирти мӗнпур ҫулсемпе трактсем килеҫҫӗ, кунта хӗресленеҫҫӗ те каллех тӗрлӗ еннелле саланаҫҫӗ, шурӑ хула, хурал маякӗ пек, ҫӳллӗ тӳремлӗхре ларать, ун йӗри-тавра ӑҫта пӑхсан та — хумлӑ-хумлӑ хир сарӑлса выртать.

Сюда, к Ставрополю, идут все степные дороги и тракты, скрещиваются и снова разбегаются во все стороны, а белый город, как сторожевой маяк, стоит на высоком плато, и у ног его — куда ни посмотришь — стелется холмистая степь…

XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мӗншӗн ҫак Машук тӑвӗ айккинче ларакан хулара кантурсем ытла нумай-ши — край кантурӗсем, темиҫе край хушшинче ӗҫ туса тӑракан кантурсем, тӗрлӗ союзсен кантурӗсем, союзсем хушшинче ӗҫ туса тӑракан кантурсем — те сывлӑхшӑн сиплӗ кӳкӗрт шывӗсем пуртан, те ту ҫинчи сывлӑш лайӑхран, те ҫутҫанталӑкӑн ытти сӑлтавӗсем пирки-ши, калама хӗн.

Трудно сказать, были ли тому виной серные источники, или горный климат, или какой-либо другой природный фактор, только у подножия горы Машук приютилось изрядное количество краевых и межкраевых, союзных и межсоюзных контор.

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тӗрлӗ сӑрсен, хыр турпас шӑрши перет.

Пахло красками, сосновой стружкой, олифой.

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унӑн арӑмӗ, Олимпиада Фирсовна, питӗ нӳчкескер, ҫилленсе кайнӑ тӑмана манерлӗскер, ҫунат евӗрлӗ шалпар ҫанӑллӑ халат тӑхӑннӑ, халачӗ темӗн тӗрлӗ чечеклӗ, малтан пӑхма ун ҫинче чечексем ӳснӗ пек туйӑннӑ.

Его жена, Олимпиада Фирсовна, женщина очень полная, похожая на рассерженную сову, обычно носила просторный капот, с широкими рукавами в виде крыльев, и с такими узорами и цветами, что казалось, будто на ней был не капот, а одни букеты…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней