Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Вара Езекия стена енне ҫаврӑнса выртнӑ та Ҫӳлхуҫана кӗлтуса каланӑ: 3. эй Турӑҫӑм! эпӗ Хӑвӑн умӑнта тӗрӗс ҫӳренине, Хӑвна чун-чӗререн парӑнса пурӑннине, Сана юрӑхлине ҫеҫ туса пурӑннине асна илсемччӗ, тенӗ.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗҫлеттерекеннисем кӗмӗле мӗн чухлӗ тӑккаланине тӗрӗслемен, мӗншӗн тесессӗн вӗсем тӳрӗ кӑмӑлпа, тӗрӗс ӗҫлесе тӑнӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Лешӗсем хирӗҫленӗ: тӗрӗс мар, кала пире, тенӗ.
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара пӗр-пӗрне каланӑ: эпир тӗрӗс мар тӑватпӑр.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ ӑна каланӑ: ҫапла ыйтнӑшӑн, хӑвӑншӑн вӑрӑм кунҫулпа пуянлӑх ыйтманшӑн, хӑвӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, анчах пӗлсе сут тума ӑс-хакӑл ыйтнӑшӑн 12. Эпӗ ху ыйтнӑ пек тӑвӑп: акӑ Эпӗ сана тӗрӗс те ӑслӑ чӗре паратӑп, ӗнтӗ сан умӗн те сан евӗрли пулман, сан хыҫҫӑн та сан евӗрли пулас ҫук, тенӗ; 13. Эпӗ сана ху ыйтманнине те, пуянлӑхпа чап та, паратӑп, ҫапла вара хӑвӑн пӗтӗм кунҫулу тӑршшӗнче те патшасем хушшинче сан евӗрли пулмӗ; 14. эсӗ, хӑвӑн Давид аҫу ҫӳренӗ пек, Эпӗ панӑ йӗркесене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса тӑрса Ман ҫулпа ҫӳресессӗн, Эпӗ санӑн кунҫулна та тӑсса парӑп, тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Турӑ манӑн пилӗке вӑй-хӑват ҫыхать, мана тӗрӗс ҫул кӑтартать; 34. манӑн урасене пӑлан ури пек тӑвать, мана ҫӳллӗ ҫӗре тӑратать; 35. аллӑмсене вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентет, шӑнӑрӑмсене пӑхӑр ухӑ пек карӑнтарать.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ: «Санӑн чуру — Израилӗн ҫав-ҫав йӑхӗнчен» тесессӗн, 3. Авессалом ӑна каланӑ: эсӗ ӗнтӗ ырӑ та тӗрӗс ӗҫпех ҫӳретӗн, анчах патша патӗнче сана тимлекен ҫук, тенӗ.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗрарӑм хуравласа каланӑ: сывӑ халлӗн пурӑнтӑр санӑн чуну, патша хуҫамӑм; патша хуҫамӑм каланинчен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнма май ҫук; тӗрӗс, мана Иоав чуру хушрӗ, санӑн хӑрхӑмун чӗлхи-ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмахсене вӑл калама хушрӗ; 20. ытарлӑн каласа ӗҫ-пуҫа ҫапла ҫавӑрса яма мана санӑн Иоав чуру вӗрентрӗ; анчах [патша] хуҫамӑм Турӑ Ангелӗ пекех ӑслӑ, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине йӑлтах пӗлет вӑл, тенӗ.
2 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саул вӗсене каланӑ: мана хӗрхеннӗшӗн сире Ҫӳлхуҫа пиллӗх парӗ; 22. кайӑр, тӗплӗнрех тӗрӗслесе пӑхӑр, унӑн ҫулне-йӗрне, ури ярса пуснӑ вырӑна тӗпчӗр, ӑна ҫавӑнта курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлӗр — мана вӑл питех те чее пулни ҫинчен калаҫҫӗ; 23. вӑл пытанса пурӑнакан пӗтӗм хӳтлӗх вырӑна сӑнаса тӑрӑр, ман патӑма тӗрӗс хыпарпа килӗр, вара эпӗ сирӗнпе пӗрле кайӑп; вӑл ҫакӑ ҫӗр ҫинчех пулсассӑн, эпӗ ӑна Иуда ҫӗрӗнчи пин-пин ҫын хушшинче шыраса тухӑп, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давид, Рамӑри Навафран тарса кайса, Ионафан патне ҫитнӗ те каланӑ: мӗн турӑм-ши эпӗ, мӗн тӗрӗс марри турӑм-ши, санӑн аҫу умӗнче мӗнпе ҫылӑха кӗтӗм-ши, мӗншӗн вӑл манӑн чуна шырать-ха? тенӗ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Лешӗсем пырса тӑрсассӑн, вӑл Елиава курнӑ та: тӗрӗс, ҫакӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫанӑн ҫу сӗрсе ямалли ҫынни! тенӗ.6. И когда они пришли, он, увидев Елиава, сказал: верно, сей пред Господом помазанник Его!
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа вара Хӑйӗн халӑхне Хӑйӗн аслӑ ячӗшӗн пӑрахмӗ: Ҫӳлхуҫа сире Хӑйӗн халӑхӗ пулма суйласа илнӗ; 23. эпӗ те, сирӗншӗн кӗлтума пӑрахса, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗмӗп, сире ырӑ та тӗрӗс ҫулпа пыма вӗрентӗп; 24. анчах Ҫӳлхуҫаран хӑрӑр, Уншӑн чӑннипех, пӗтӗм чун-чӗререн, ӗҫлесе тӑрӑр — Вӑл сирӗншӗн мӗн тери аслӑ ӗҫсем тунине эсир ӗнтӗ хӑвӑрах куратӑр; 25. эхер те эсир усал ӗҫ тӑвас пулсассӑн, хӑвӑр та, патшӑр та пӗтетӗр.
1 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах унӑн ывӑлӗсем унӑн ҫулӗпе ҫӳремен, мул енне сулӑннӑ, парнесем илнӗ, тӗрӗс мар сут тунӑ.3. Но сыновья его не ходили путями его, а уклонились в корысть и брали подарки, и судили превратно.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫав вӑхӑтра Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.25. В те дни не было царя у Израиля; каждый делал то, что ему казалось справедливым.
Тӳре 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ун чухне Израилӗн патша пулман; кашнийӗ мӗн тӗрӗс тесе шутланӑ, ҫавна тунӑ.6. В те дни не было царя у Израиля; каждый делал то, что ему казалось справедливым.
Тӳре 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Самсон вӗсене каланӑ: эпӗ сире тупмалли юмах калатӑп; эсир ун тупсӑмне ҫичӗ кун хушшинче, ӗҫкӗ пынӑ хушӑра, тупсассӑн, тӗрӗс тупсассӑн, сире вӑтӑр синдон# тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вӑтӑр тум парӑп; 13. тупсӑмне тупаймасан, сирӗн мана вӑтӑр синдон тата улӑштарса тӑхӑнмалӑх вӑтӑр тум памалла, тенӗ.
Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Галаадсем ӑна: «шибболет тесе кала-ха» тенӗ, лешӗ тӗрӗс калайман, «сибболет» тенӗ.6. Они говорили ему «скажи: шибболет», а он говорил: «сибболет», и не мог иначе выговорить.
Тӳре 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эхер те эсир халӗ Иероваалпа ун килне ҫакна кӑтартса тӗрӗс турӑр пулсан, тӳррине турӑр пулсан, [сире пиллӗх ҫиттӗр,] Авимелехшӗн савӑнӑр, вӑл вара сирӗншӗн савӑнтӑр; 20. апла мар пулсан, Авимелехрен вут тухтӑр та Сихем халӑхӗпе пӗтӗм Милло килне ҫунтарса ятӑр, Сихем халӑхӗпе пӗтӗм Милло килӗнчен те вут тухтӑр, Авимелехе ҫунтарса ятӑр, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫапла ӗнтӗ шутласа пӑхӑр-ха, Авимелехе патшана лартса тӗрӗс турӑр-и эсир, тӳррине турӑр-и?16. Итак смотрите, по истине ли и по правде ли вы поступили, поставив Авимелеха царем?
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӳкен йывӑҫсене ҫапла каланӑ: эсир мана хӑвӑра тытса тӑма патшана лартса тӗрӗс тӑватӑр пулсан — килӗр, ман сулхӑнӑмра канӑр; апла мар пулсан, кӳкенрен вут тухӗ те Ливан кедрӗсене ҫунтарса ярӗ, тенӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.