Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Тӳре 12

Раздел: Библи –> Израиль тӳрисен кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.31 16:20

Предложений: 17; Слово: 294

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ефрем ывӑлӗсем шыв урлӑ каҫса Севина хулине пуҫтарӑннӑ та Иеффая ӳпкеленӗ: аммонсемпе ҫапӑҫма кайнӑ чухне мӗншӗн эсӗ пире чӗнмерӗн? эпир сана хӑвӑн килӳ-ҫуртупа пӗрле вутпа ҫунтарса яратпӑр, тенӗ. 2. Иеффай вӗсене каланӑ: эпӗ тата ман халӑхӑм аммонсемпе вӑйлӑ хирӗҫнӗччӗ; эпӗ сире чӗнтӗм, анчах эсир мана вӗсен аллинчен ҫӑлмарӑр; 3. эсӗ мана ҫӑлас ҫуккине курсан, эпӗ, пурӑнӑҫӑма хӗрхенмесӗр, аммонсене хирӗҫ тухрӑм, Ҫӳлхуҫа вӗсене ман аллӑма ӳкерчӗ; мӗншӗн эсир халӗ манпа ҫапӑҫма килтӗр? тенӗ. 4. Иеффай вара пӗтӗм Галаад халӑхне пухнӑ та Ефрем ывӑлӗсемпе ҫапӑҫнӑ, Галаад халӑхӗ Ефрем ывӑлӗсене пӗтерсе тӑкнӑ, каланӑ вӗсене: эсир — Ефрем таркӑнӗсем, Галаад вара Ефрем хушшинче, Манассия хушшинче пурӑнать, тенӗ. 5. Галаад ҫыннисем Ефрем ывӑлӗсенчен Иордан урлӑ каҫмалли шыв каҫҫине туртса илнӗ, Ефрем йӑхӗнчен чӗрӗ юлнисем кам та пулин «Мана тепӗр енне каҫма ирӗк парсамӑр» тесен, Галаад ҫыннисем унран: эсӗ Ефрем ҫынни мар-и? тесе ыйтнӑ. Лешӗ: ҫук, Ефрем мар, тенӗ. 6. Галаадсем ӑна: «шибболет тесе кала-ха» тенӗ, лешӗ тӗрӗс калайман, «сибболет» тенӗ. Вара ҫав ҫынна Иордан хӗрринче шыв каҫҫи патӗнчех чиксе пӑрахнӑ. Ҫавӑн чухне Ефрем ывӑлӗсенчен хӗрӗх икӗ пин ҫын пӗтнӗ.

7. Иеффай ултӑ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ, Галаад ҫынни Иеффай вилнӗ, ӑна Галаадри пӗр хулара пытарнӑ. 8. Ун хыҫҫӑн Израиль тӳри Вифлеем ҫынни Есевон пулнӑ. 9. Унӑн вӑтӑр ывӑл пулнӑ, ун килӗнчен вӑтӑр хӗр [качча] тухнӑ, ывӑлӗсем валли айккинчен хӗр илсе, вӑтӑр кин кӳртнӗ, Есевон ҫичӗ ҫул хушши Израиль тӳри пулнӑ. 10. Есевон вилнӗ, ӑна Вифлеемра пытарнӑ. 11. Ун хыҫҫӑн Израиль тӳри Завулон йӑхӗнчен тухнӑ Елон пулнӑ, вунӑ ҫул хушши Израиле сут туса тӑнӑ. 12. Завулон ҫынни Елон вилнӗ, ӑна Завулон ҫӗрӗнчи Аиалон хулинче пытарнӑ. 13. Ун хыҫҫӑн Израиль тӳри Авдон — Гиллел ывӑлӗ, Пирафон ҫынни — пулнӑ. 14. Унӑн хӗрӗх ывӑлпа вӑтӑр мӑнук пулнӑ, вӗсем ҫитмӗл ҫамрӑк ашак утланса ҫӳренӗ; вӑл Израиле сакӑр ҫул хушши сут туса тӑнӑ. 15. Авдон — Гиллел ывӑлӗ, Пирафон ҫынни — вилнӗ, ӑна Ефрем ҫӗрӗнчи Амалик тӑвӗ ҫинче ларакан Пирафон хулинче пытарнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней