Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Вӑл каланӑ хушӑра ман ӑшӑма Сывлӑш кӗчӗ те мана ура ҫине тӑратрӗ, эпӗ вара хама Калакана илтрӗм.2. И когда Он говорил мне, вошел в меня дух и поставил меня на ноги мои, и я слышал Говорящего мне.
Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна курсассӑн, эпӗ ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм, вара Калакан сассине илтрӗм, Вӑл мана ҫапла каларӗ: этем ывӑлӗ! уру ҫине тӑр, Эпӗ санпа калаҫӑп, терӗ.
Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Вӗсем пынӑ чухне эпӗ вӗсен ҫуначӗсен шавне илтрӗм, вӑл — пысӑк шывсен сасси пек, Пурне те Тума Пултаракан Турӑ сасси пек, хӑватлӑ шав, вӑл ҫар тапӑрӗнчи шав евӗрлӗ; чарӑнса тӑнӑ чухне вара вӗсем хӑйсен ҫуначӗсене аялалла усаҫҫӗ.
Иез 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ Ҫӳлхуҫаран хыпар илтрӗм, хыпарҫӑ та халӑхсене: пуҫтарӑнӑр та ӑна хирӗҫ кайӑр, вӑрҫӑ вӑрҫма ҫӗкленӗр, тесе калама килнӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иеремия пророк вӗсене каланӑ: илтрӗм, эсир каланӑ пек, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑра кӗлтӑвӑп, Ҫӳлхуҫа мӗн каланине сире пӗлтерӗп, пӗр сӑмахне те пытармӑп, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпӗ Ман ятӑмпа суя суйса ҫӳрекен пророксем мӗн каланине илтрӗм.25. Я слышал, что говорят пророки, Моим именем пророчествующие ложь.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Халӑх хушшинчи сӑмах-юмаха илтрӗм: пур енчен те сехӗрлентереҫҫӗ; «пӗлтерӗр — эпир евитлӗпӗр» теҫҫӗ вӗсем.10. Ибо я слышал толки многих: угрозы вокруг; «заявите, говорили они, и мы сделаем донос».
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8-9. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ ырӑ вӑхӑтра илтрӗм Сана, ҫӑлӑнӑҫ кунӗнче пулӑшрӑм Сана; Эпӗ Сана упрӑп, ҫӗре ҫӗнӗрен ҫӗнетмешкӗн, пушанса юлнӑ еткере еткерҫӗсене тавӑрса памашкӑн, хупса лартнисене: «тухӑр» темешкӗн, сӗмлӗхрисене: «курӑнӑр» темешкӗн халӑхшӑн халал тӑвӑп Сана.
Ис 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Исаийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ: 5. кай та Езекияна кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Туррийӗ, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм, акӑ ӗнтӗ санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп, 6. сана тата ҫакӑ хулана Ассири патши аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана хӳтӗлетӗп.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Апла тӑллӑрсем тата ҫирӗпрех ан пулччӑр тесессӗн, Турра ан хурлӑр: эпӗ Ҫӳлхуҫаран, Саваоф Ҫӳлхуҫаран, илтрӗм; ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗре пӗтерме палӑртса хунӑ.
Ис 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саваоф Ҫӳлхуҫаран, Израиль Турринчен, мӗн илтрӗм — сире ҫавна пӗлтертӗм.Что слышал я от Господа Саваофа, Бога Израилева, то и возвестил вам.
Ис 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара эпӗ Ҫӳлхуҫа сассине: «Манӑн кама ямалла? кам кайӗ Пирӗншӗн?» тесе каланине илтрӗм.8. И услышал я голос Господа, говорящего: кого Мне послать? и кто пойдет для Нас?
Ис 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Турӑ пӗрре каласа хунӑ, эпӗ икӗ япала ҫинчен илтрӗм: вӑй-хӑват — Турӑра, 13. эй Ҫӳлхуҫа, ырӑлӑх та — Санрах: Эсӗ пурне те ӗҫӗсене кура тавӑрса паратӑн.
Пс 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ мӗн каланине эпӗ хамах илтрӗм — санӑн сӑмахусем хӑлхарах-ха: 9. эсӗ: «таса эпӗ, ҫылӑхсӑр эпӗ, айӑплӑ мар эпӗ, тӳрӗ мар ӗҫ тумастӑп» терӗн, 10. «Турӑ вара мана пӗр айӑп ҫук ҫӗртен айӑпларӗ, мана Хӑйӗн тӑшманӗ вырӑнне хурать; 11. манӑн урана каска тӑлӑ тӑхӑнтартрӗ, манӑн пӗтӗм ҫул-йӗре сӑнаса тӑрать» терӗн.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл тӑп чарӑнчӗ, анчах эпӗ унӑн тӗсне-йӗрне тӗшмӗртеймерӗм — куҫӑм умӗнче сӑнарӗ ҫеҫ курӑнса тӑчӗ; вӑштӑр ҫил, — эпӗ сасӑ илтрӗм: 17. этем Турӑран тӳрӗрех-им, ҫын хӑйне Пултараканран тасарах-им?
Иов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 27. ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Турӑ умӗнче йӑвашлантӑн, Ман умӑмра йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара Соломона ҫӗрле Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, ҫак вырӑна Хама валли парне кӳмелли Ҫурт пулма суйласа илтӗм, тенӗ.
2 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иудея патшине, хӑвӑра Ҫӳлхуҫаран ыйтма янӑскерне, калӑр: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри эсӗ илтнӗ сӑмахсем пирки ҫапла калать: 19. Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинчен, унта пурӑнакансем ҫинчен каланӑ Манӑн сӑмахӑмсене, «вӗсене сехметпе ылхан ҫитӗ» тенине, илтнӗ хыҫҫӑн санӑн чӗрӳ ҫемҫелчӗ, эсӗ Ҫӳлхуҫа умӗнче йӑвашлантӑн та ҫири тумтирне туртса ҫуртӑн, Ман умӑмра йӗрсе ӳкӗнтӗн, ҫавӑнпа Эпӗ сана илтрӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
4 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Исаия хуларан та тухма ӗлкӗреймен-ха, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 5. Езекия патне, Ман халӑхӑмӑн патши патне, каялла таврӑн та кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Исаия, Амос ывӑлӗ, Езекия патне хыпар янӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: эсӗ Ассири патшине Сеннахирима хирӗҫ каласа Мана кӗлтунине илтрӗм Эпӗ, тет.
4 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.