Поиск
Шырав ĕçĕ:
14. Иеремия вара Ҫӳлхуҫа хӑйне пророкла ӗҫсем тума янӑ Тофетран килнӗ те Турӑ Ҫурчӗн картишне пырса тӑрса пӗтӗм халӑха каланӑ: 15. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: акӑ Эпӗ ҫак хула ҫине, унӑн пур хули ҫине Хам каласа хунӑ пӗтӗм хӗн-хура яратӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чурӑс, вӗсем Манӑн сӑмахӑма итлемеҫҫӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Пӑхатӑп та — акӑ тулӑхлӑ ҫӗр пушхир пулса тӑнӑ, унӑн мӗнпур хули арканнӑ, ҫакӑ вӑл Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе, Унӑн ҫиллин хаярлӑхӗпе пулнӑ.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвна пусмӑрласа тӑнисен ывӑлӗсем сан патна пӗр хирӗҫмесӗр килӗҫ, санран мӑшкӑлласа кулнисем пурте санӑн уру умне ӳкӗҫ, сана Ҫӳлхуҫа хули, Израиль Святойӗн Сионӗ тейӗҫ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗр ҫулхине Саргон — Ассири патши — янипе Азот хули патне Тартан ҫитсе тухнӑ, вӑл Азота хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑна ҫӗнсе илнӗ.
Ис 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ту хушшисемпе иртӗҫ; Гевӑра ҫӗр каҫӗҫ; Рама чӗтрет; Гива, Саул хули, тарса пытаннӑ.29. Проходят теснины; в Геве ночлег их; Рама трясется; Гива Саулова разбежалась.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ассур ӗнтӗ Аиаф хули ҫине кайӗ, Мигронран иртӗ, сых ятне хатӗрленине Михмасра пуҫтарса хурӗ.28. Он идет на Аиаф, проходит Мигрон, в Михмасе складывает свои запасы.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ тӗп хула хапхи ахлатӗ, макӑрӗ, хули ҫӗр ҫинче пуш-пушӑ ларса юлӗ.25. И будут воздыхать и плакать ворота столицы, и будет она сидеть на земле опустошенная.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Аллӑма сан ҫине тӑсӑп та, сӗлтӗпе ҫунӑ пек, сана мӗнпур хутӑшран тасатӑп, сана пур тӑхланран та уйӑрӑп; 26. вара каллех сана унчченхи пекех тӳресем, пуҫламӑшӗнчи пекех канашҫӑсем тупса парса тӑрӑп; ӗнтӗ сан ҫинчен: «тӳрӗлӗх хули, шанчӑклӑ тӗп хула» тейӗҫ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Турӑ хули, сан ҫинчен ырӑран ырӑ калаҫҫӗ!
Пс 86 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Сион тӑвӗ — ытарайми сӑртанкӑ, пӗтӗм ҫӗр савӑнӑҫӗ; вӑл — инҫетре ҫурҫӗр енче, вӑл — аслӑ Патшанӑн хули.
Пс 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сузӑ хули вара савӑнса-хӗпӗртесе ӳкнӗ.
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӑна тӗп хулара, Сузӑ хулинче те, пӗлтернӗ; патшапа Аман ӗҫкӗ-ҫикӗре ларнӑ, Сузӑ хули вара пӑлханса-шуйханса ӳкнӗ.
Эсф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тепӗр кунне Олоферн хӑйӗн пӗтӗм ҫарне тата ӑна пулӑшма пуҫтарӑннӑ пӗтӗм халӑха Ветилуя хули ҫине кайма, ту-сӑртлӑ ҫӗршывӑн ҫӳллӗ вырӑнӗсене йышӑнма, Израиль халӑхне хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫлама хушнӑ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Кайран вӑл, Иудея ҫӗрӗнчи аслӑ ту хушӑкне хирӗҫ выртакан Дотея ҫывӑхӗнчи Ездрилон патне ҫитсе, 10. Гавай хулипе Скифополь хули хушшинче тапӑрпа чарӑнса тӑнӑ, хӑй ҫарӗн пӗтӗм лавӗ ҫакӑнта пуҫтарӑнасса кӗтсе унта пӗр уйӑх хушши пурӑннӑ.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ассири патши Навуходоносор ыттисене те чӗннӗ: Перси ҫӗрӗнче пурӑнакан пур халӑха та, хӗвеланӑҫ енче пурӑнакан пур халӑха та, Килики ҫӗрӗнче тата Дамаск хулинче, Ливан тата Антиливан тӑвӗсем ҫинче пурӑнакансене те, тинӗс хӗрринче мал енче пурӑнакан пур халӑха та, 8. Кармил тата Галаад халӑхӗсем хушшинче пурӑнакансене те, Тури Галилея ҫӗрӗнче тата аслӑ Ездрилон айлӑмӗнче пурӑнакансене те, 9. Самари ҫӗрӗнче, унти хуласенче пурӑнакан пур халӑха та, Иордан леш енче Иерусалим таран пурӑнакансене те, Ветани ҫӗрӗпе Хел хулинче, Кадис хулипе Египет юханшывӗ хӗрринче пурӑнакансене те, Тафна хулипе Рамесса хулинче пурӑнакансене те, пӗтӗм Гесем ҫӗрӗн халӑхне те 10. Тури Танис хулипе Мемфис хули таран чӗннӗ, Египетра пурӑнакансене те Эфиопи чикки таранах чӗннӗ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кайсан-кайсан вӗсем Ниневи хули патне ҫитнӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ӗнтӗ Израиль патши Иоас тапранса тухнӑ, вара вӗсем — Иоас тата Иудея патши Амасия — Иудейӑри Вефсамис хули ҫывӑхӗнче куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Темиҫе ҫултан вӑл Самарие Ахав патне кайнӑ; Ахав ун валли тата унпа пӗрле пынӑ ҫынсем валли темӗн чухлӗ шултӑра выльӑхпа вак выльӑх пусса тултарнӑ, Иосафата хӑй майлӑ ҫавӑрса Галаадри Рамоф хули ҫине вӑрҫӑпа кайма сӗннӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене Эфиопи ҫынни Зарай пин-пин ҫынлӑ ҫарпа, виҫҫӗр ҫар урапипе тапӑнса килнӗ, Мареша хули патне ҫитнӗ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ӗнтӗ лешӗсем килнӗ те Медева хули ҫывӑхӗнче йӗркеленсе тӑнӑ.
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.