Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ял ҫинче аялтанах тӗксӗм те канӑҫсӑр пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӗвел айӗнче, пит ҫывӑх, пӗрре шап-шурӑ пӗлӗтсем пӑр пек, тепре кӗрен-кӑвак пӗлӗтсем мрамӑр пек капланса тухаҫҫӗ; вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине чупа-чупа пырса сулланаҫҫӗ, ҫӗкленеҫҫӗ, тӗкленсе шыҫаҫҫӗ, — вӗсене такамӑн курӑнман алли ярӑнтарнӑ пек тата вӗсенчен чи илемлӗ япаласем тунӑ пек: е пӗр вырӑнта тӑракан хумсем пулаҫҫӗ те вӗсем тӑрӑх шурӑ юланутҫӑ шурӑ лаша ҫинче сиккипе чуптарса пырать, — акӑ вӑл малалла пӗкӗнет, ӳкет те сапаланса каять; е темӗн пысӑкӑш икӗ упа кайри урисем ҫине тараҫҫӗ те, пӗр-пӗринпе ыталашса ӳкеҫҫӗ; е ҫав тери ҫӳллӗ башня ҫӗкленет те унӑн шӗвӗр вӗҫӗнче хӗвел шевли вылять; е утӑ капанӗсем сиксе тухаҫҫӗ те, шурӑскерсем, тӗклӗскерсем, ҫунат ҫумӗпе хӑвӑрт чупса иртеҫҫӗ; е сӑрт ҫине бурка тӑхӑннӑ, пуҫне ҫӑмламас та сулланса тӑракан ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫын тухса тӑрать те инҫетелле пӑхать; е юмахри пек илемлӗ кӗпер, вӑрӑм та хӑватлӑ ҫурӑмне авса, пӗр пӗлӗтрен тепӗр пӗлӗте тӑсӑлса выртать те ҫаплах ҫирӗпленсе ларать…
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хӗвелтухӑҫӗ, ӑна аялтан вут чӗртнӗ пек, хӗмлӗн хӗрелсе кайнӑ, ҫавӑнпа аэродром ҫийӗнчи тӑрӑхӑн сарса хунӑ тутӑр пек вӑрӑм пӗлет те, ирхи сывлӑмпа пӗрле пӗлӗтрен ӳкнӗ пек туйӑнакан йӗпе тӗтре те кӗрен тӗспе сӑрланнӑ; хӑйсен станицинче Ирина ҫакӑн пек ҫӳллӗ тӳпене те, ҫакӑн пек пӗлӗте те, ҫакӑн пек тӗтрене те нихҫан та курман; тӗтре витӗр, шурӑ кантӑк ҫинчи ӳкерчӗксем пек, пысӑк самолетсен хура мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, Иринӑна вӗсем хула ҫывӑхӗнче ҫӗр каҫнӑ кайӑк кӗтӗвӗ пек туйӑнаҫҫӗ, вара вӑл ҫак кайӑксенчен хӑшӗ ӑна пӗлӗтсем хушшине илсе каясси ҫинчен пӑшӑрханса шутлать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл питех те анлӑ пулнипе ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗтсем айӗнче выртакан пӗтӗм айлӑм ҫӗрле пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте авӑнса илет те ҫав тери пысӑк залив пек курӑнать.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ӑҫталла пӑхатӑн — пур ҫӗрте те анлӑ Кубань тӳремлӗхӗ сарӑлса выртать, татӑк-татӑк пӗлӗтсем, питех те аялтан чупнипе хӑшпӗр ҫӗрте вӗсен нӳрлӗ татӑкӗсем тӗксӗмрех сарӑ хӑмӑла тиве-тиве иртеҫҫӗ.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӗр ҫумӗпе тенӗ пекех аялтан чупакан кӗрхи пӗлӗтсем айӗнчи ҫеҫенхире куратӑп.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Халӗ ӗнтӗ пӗлӗтсем тепӗр енчен шуса килчӗҫ те пӗтӗм Усть-Невински ҫеҫенхирне хупӑрласа илчӗҫ.Теперь туча заходила с другой стороны и широкой полосой захватила всю усть-невинскую степь.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пӗлӗтсем хушшинчен темле майпа хӗвел хӗлхемӗ сиксе тухрӗ, вара тӳпере асамат кӗперӗ карӑнчӗ: унӑн пӗр вӗҫӗ Кубань ҫине, тепри — инҫетре, сӑртра кӑштах курӑнса ларакан вӑрман ҫине перӗнсе тӑрать.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӳллӗ мар сӑртран пӗр чарӑнмасӑр улӑхса каяс тесе, Корней машина хӑвӑртлӑхне улӑштарма та ӗлкӗрейменччӗ, пӗлӗтсем хӑйсем пӗтӗм йывӑрӑшӗпе уй-хир ҫине усӑнса анчӗҫ, вара «москвич» шыв айне пулчӗ…
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Тӳпене ерипенех пӗлӗтсем хупӑрласа илчӗҫ: йӗри-тавра вӗсем, хӑмӑрскерсем, стенасем пек тӳпенелле кармашса тӑраҫҫӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Темӗнле илемсӗр те ҫаралса юлнӑ чӑнкӑ ҫыран хӗрри, кӑнтӑрлахи ҫутӑра ун ҫине пӑхма ҫук килӗшӳсӗрскер, халӗ пит чаплӑ та мӑнаҫлӑ чул сӑрчӗ пек курӑнать, ҫавӑнпа ун ҫумне пырса та ан ҫыхлан; кӑнтӑрла иртсе кайнӑ чухне никам та ҫаврӑнса пӑхман ката уйӑх ҫутинче ҫав тери илемленсе, кӑтраланса кайнӑ та, халӗ ӗнтӗ вӑл таҫти, Хура тинӗс хӗрринчи виноградсен сачӗ пек курӑнать; ту ҫинчи хыр вӑрманӗ тӑрринче хура пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, пӗлӗтсенчен ҫӳлерех йӗс пек ҫутӑ ялкӑшать; сӑртри кӗтӳ тапӑрӗ пур тапӑрсем пекех, ун пеккисем кунта сахал мар.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӗсем тӳпери пӗлӗтсем пек: чупса иртеҫҫӗ те — ҫук вӗсем, вара каллех тӑп-тӑрӑ пӗлӗтлӗ кун килсе ҫитет…Они как тучки на небе: пронесутся — и нет их, и уже снова наступит ясный день.
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Унтан вара, ту ҫинчи пӑрсене пулӑшма тенӗ пекех, аслатиллӗ ҫумӑрсем килсе ҫитеҫҫӗ, тӳпе кунсеренех тӗксӗмленет, тусем ҫинче кӑн-кӑвак пӗлӗтсем каплана-каплана тӑраҫҫӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Инҫетрен ҫил хӑваласа килнӗ ҫутӑ пӗлӗтсем, аял хӗррипе кӑвакрах тӗслӗскерсем, горизонтран тӳрех ҫӳлелле, шурӑхса кайнӑ тӳпенелле улӑхаҫҫӗ.
XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Аялта шӑвакан пӗлӗтсем ҫинчен ӳкекен кӗрпе юр пӗрчисем типнӗ тал пиҫенсем ҫинче хуллен чӑштӑртатаҫҫӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӳпери катрам пӗлӗтсем хушшипе ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшса ҫуталаҫҫӗ.среди белых облаков, похожих на клочья ваты, засверкали звезды.
Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.
Хӗрлӗ хӗвел пӗр самантлӑха пӗлӗтсем хушшинчен тухрӗ те юлашки пайӑркисемпе ҫырма тӑрӑх, хӑмӑшсем ҫийӗпе, кордон тӑрри ҫине тата кӗпӗрленсе тӑракан казаксем ҫине савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса пӑхса илчӗ.
XXI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Сасартӑк пӗтӗмпех улшӑннӑ — ҫанталӑк та, вӑрман та; тӳпене пӗлӗтсем хупӑрласа пыраҫҫӗ, йывӑҫ тӑррисенче ҫил шавлать, йӗри-тавра хӑмӑш та хуҫӑлса пӗтнӗ ватӑ вӑрман анчах курӑнать.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пӗлӗтсем ту хысакӗ айӗпе явӑнаҫҫӗ, вӗсем тӗттӗмленнӗҫемӗн тӗттӗмленеҫҫӗ.Облака, волнуясь у его подошвы, принимали более и более темные тени.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
«Тусемпе пӗлӗтсем йӑлтах пӗр сӑнлӑ», — шутларӗ вӑл; юрлӑ тусен хӑйне уйрӑм илемӗ пурри ҫинчен каласа панисене ултав вырӑнне хучӗ, Бах музыкине тата хӗрарӑмсене юратнине ӗненмен пекех, ӗненмелле мар, терӗ, — вара вӑл тусене кӗтме пӑрахрӗ.
III // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.