Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тӗрлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
тӗрлӗ (тĕпĕ: тӗрлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн кӑна ӳссе ларман ун турачӗсем ҫине: тӗрлӗ тӗслӗ кӗнекесем, теттесем… хитре кӗпе-йӗм таранччен.

Чего только нет на ветках: книги, игрушки, даже нарядная одежда.

Симӗс тус // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 3–8 с.

Ҫеҫенхирте пур ҫӗрте те тӑри юрри шӑранать, тырӑ хушшинче, ырӑ шӑршӑ саракан тӗрлӗ курӑк ӑшӗнче, путенесем каҫса кайсах: «Паппа ту! Паппа ту!» — тесе авӑтни илтӗнет.

Звенели над степью жаворонки, в хлебах, в душистом степном разнотравье дробно выстукивали перепела: «Спать пора! Спать пора!»

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Прихутсӑр пуппа йӗмлӗ сысна аҫи ҫеҫ ҫитмест пире, вара таса турӑ амӑшӗн пур тӗрлӗ ывӑлӗсем те пуҫтарӑннӑ пулӗччӗҫ…

— Только попа-расстриги да свиньи в штанах нам и не хватает, а то был бы полный сбор пресвятой богородицы…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кивӗ черкаскӑллӑ Теракпа Кубань казакӗсем темиҫе ҫын, Великокняжески станицӑран килсе лекнӗ икӗ калмӑк, пӗҫ кӑкӗ таранах вӑрӑм сунарҫӑ аттиллӗ латышпа йӑрӑмлӑ тельняшкӑсем, хӗвелпе тӗссӗрленнӗ бушлатсем тӑхӑннӑ пилӗк матрос-анархист Фомин бандинчи ахаль те ула-чӑла йыша пушшех те тӗрлӗ тӗс кӳрсе чӑпарлатнӑ.

Несколько человек терских и кубанских казаков в поношенных черкесках, двое калмыков станицы Великокняжеской, латыш в охотничьих, длинных, до бедер, сапогах и пятеро матросов-анархистов в полосатых тельняшках и выгоревших на солнце бушлатах еще больше разнообразили и без того пестро одетый, разнородный состав фоминской банды.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пурте вӗсем Дон енне тӗрлӗ ҫулпа килсе лекнӗ: хӑшӗ-пӗрисем этапсенчен, тӗрмесемпе лагерьсенчен пӗчченшерӗн тарнӑ, ҫапах та тӗп йышӗ вӗсен Маслак бандинчен уйрӑлса кайнӑ темиҫе теҫетке хӗҫлӗ ушкӑнран тата ҫапӑҫура ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Курочкин бандин юлашки вӑйӗсенчен тӑнӑ.

Все они попали на Дон разными путями: некоторые в одиночку бежали с этапов, из тюрем и лагерей, но основная масса их состояла из отколовшейся от банды Маслака группы в несколько десятков сабель, а также из остатков разгромленной банды Курочкина.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

«Ну, Мелехов, ҫынсем мар, тӗрлӗ лӑпӑр-лапӑр килсе тулчӗ пирӗн пата…

«Ну, Мелехов, наплав пошел к нам, а не люди…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫыннисем вӗсем ҫапӑҫусенче аркатса тӑкнӑ тӗрлӗ вак бандӑсен юлашкисем пулчӗҫ.

Это были остатки растрепанных в боях различных мелких банд.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсир ҫырса кӑтартаканни, тӗрлӗ саспаллисене кутӑн вулаттарни, каҫарӑр та мана, ача вӑййи ҫеҫ, урӑх нимӗн те мар.

А это, что вы показываете, буквы разные перевертываете, это, извините меня, — детская забава, не больше.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ чӗтрекене ертӗм, мӗншӗн тесен, пӗлессӗр килсен, ку вӑл эпир тӗрлӗ ҫулсемпе аташса ҫӳресси пӗтмеллине турӑ хӑй кӑтартса пани пулать…

Я трепетал, потому что это, если хотите, — божий перст, указывающий конец нашим метаниям…

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аван вӑл, хуйха ярса асаплантаракан япаласем ҫинчен шухӑшламасӑр, ним ҫинчен те уйлама тӑрӑшмасӑр, ҫыран ҫумӗпе сарӑлса кайса, асар-писеррӗн кӗрлесе выртакан шарлак ҫинелле пӑхма, шыв тӗрлӗ сасӑллӑн шавласа-чашкӑрса юхнине тӑнлама.

Хорошо было смотреть на разметавшуюся у берега, бешено клокочущую быстрину, слушать разноголосый шум воды и ни о чем не думать, стараться не думать ни о чем, что причиняет страдания.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хурисене ҫилпе тӑрмалантарса, юланутсӑр лашасем тӗрлӗ еннелле ывтӑнса чупаҫҫӗ, вӗсене, ҫулӗсене пӳле-пӳле, хӗрлӗармеецсем тытаҫҫӗ.

Разметав по ветру хвосты, лошади без седоков уходили в разные стороны, их перехватывали, ловили красноармейцы.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл казаксем пулӑшасса шанни тӳрре килменни, ҫавӑнпа та халь округ тӑрӑх усӑсӑр ҫапкаланса ҫӳриччен пӗр-пӗр вӑйлӑрах ушкӑнпа пӗрлешес пирки татӑклӑ шухӑш тыттӑр тесе, Фомина тӗрлӗ майлӑ ӳкӗте кӗртме кирли ҫинчен вӑрӑммӑн ӑнлантарса калаҫма тытӑнчӗ.

Он стал пространно говорить о том, что расчеты на поддержку со стороны казаков не оправдались и что теперь надо всячески убеждать Фомина, чтобы он не колесил бесцельно по округу, а решился на слияние с более мощной группировкой.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Халӑх пӑрр! ҫеҫ тӗрлӗ еннелле ывтӑнчӗ.

Народ шарахнулся в разные стороны.

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, Прохорӑн вӑрҫӑ нушипе тем тӗрлӗ хӗн-асап ҫывӑхлатса тӑванлаштарнӑ тусӗ, темтепӗр тӳссе ирттернӗ служивӑй, хӑйне яланхи пекех лӑпкӑ тытать.

Он был спокоен, этот видавший виды служивый, с которым война и невзгоды сроднили Прохора.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вуларӗ-вуларӗ темтепӗр тӗрлӗ акафист, унтан сиксе тӑчӗ те: «Кӳкен ҫырли патне каятӑп! Паян Максаев кинӗсем каяҫҫӗ, эпӗ те юлмастӑп!» — тет.

Читала-читала разные акафисты, потом как вскочит: «Поеду за терном! Нынче Максаевы снохи едут, и я поеду!»

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эппин, тӗрлӗ ҫынсем эпир санпа…

— Значит, разные мы с тобой люди…

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫурчӗ виҫӗ хутлӑпа пӗрех, картишӗнче шучӗ ҫук нумай ӗне-сурӑх мемлесе тӑрать, кил хушшинче тем тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗк кӗшӗлтетсе ҫӳрет, — сурма та вырӑн ҫук, — ну, кӗскен каласан, патша пек пурӑннӑ ҫав улпут.

Дом в ней стоит об двух с лишним этажах, на базу скотины набито рог к рогу, птицы всякой по двору ходит — плюнуть некуда, ну словом, жил этот помещик, как царь.

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ҫирӗм ҫулта ҫеҫ ху, ҫапах пурнӑҫ сана тем тӗрлӗ те авкаласа ӗлкӗрнӗ…

— Двадцать годков тебе, а как тебя жизнь выездила…

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӗнӗ завет пурччӗ, ҫав тӗрлӗ таса кӗнеке, — ӑна та пулин туртса ятӑм.

Новый завет был, такая святая книжка, — тоже искурил.

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Мӑнукӗсем яра куна тенӗ пекех вӑхӑта урамра выляса ирттернӗшӗн тата Дуняшка, хутран-ситрен ҫеҫ кӗркелесе тухса хӑйне тӗрлӗ ыйтусемпе чӑрмантарманшӑн вӑл савӑнчӗ те.

Она радовалась, что детишки большую часть дня проводят во дворе и что Дуняшка редко заходит и не тревожит ее всякими вопросами.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней