Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ку вӑл паллах ӗнтӗ, — терӗ Биденко, кулса ярас мар тесе юриех тӗксӗмленнӗ пек пулса.– Это само собой понятно, – сказал Биденко, хмурясь, чтобы не улыбнуться.
17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
— Ӗҫӗ мӗнле пулни паллах ӗнтӗ вӑл, капитан юлташ, — терӗ Егоров.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Паллах, вӗсем усӑ кураҫҫӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Тӗлсене хыпашласа тухасси», паллах, йывӑр ӗҫ пулман, анчах та вӑл нумай мала, пехота линийӗ ҫинех кӑларса пит лайӑх пытарса лартнӑ хӑйӗн батареи хӑйне хӑй вӑхӑт ҫитичченех палӑртасран хӑранӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Паллах, ондоль вырӑс кӑмакипе танлаштарсан кӑткӑсрах.
Пӑлхар мунчипе корейсен ондольне мӗн ҫыхӑнтарать? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4863.html
Паллах, Тутарстан Правительствинчи хуть те мӗнле министр та (е унӑн ҫумӗ-и) тутарла шакӑртаттарса калаҫса ыттисене чӗрӗ тӗслӗх панинчен тӗлӗнмелле мар.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Телейӗ пулсан, ял ачи акӑлчанла калаҫакан пӗр-пӗр ют ҫӗршыва ҫитейсен, паллах, ӑна ҫак чӗлхе кирлӗ пулать.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Чӑваш чӗлхин никӗсне садикра илеймен чӑваш ачисем, паллах, 1-мӗш класа кайсан вырӑсла та, тутарла та аван вӗренме тытӑнаҫҫӗ.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
3-ри ачасене вӑйӑ мелӗпе вырӑсла тата, паллах, тутарла вӗрентме тытӑнаҫҫӗ.3-летних детей начинают посредством игры обучать русскому и, понятно, татарскому.
Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ лартнӑ ҫак тӗллев, паллах, пурнӑҫланмалла.Эта задача, поставленная Президентом Российской Федерации, безусловно, должна быть выполнена.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Ку енӗпе, паллах, уйрӑмах калининӑсене мухтамалла.
Паллӑ каникул // Светлана ЧИКМЯКОВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2016,07,06
Паллах, вӑйсем тан мар пулнӑ.
Шăпа кулач çитермен // Александр МАКАРОВ. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
Ҫум курӑк пусса илнӗ участоксем кӑмӑла хуҫаҫҫӗ паллах.
Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
Паллах, амаҫури те йӑваш та ырӑ пулма пултарать.
Чӑваш ялавӗ е минретӳ политики // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2664.html
«Вӗсем урӑх фракцире пулса оппозицире тӑнӑ. Паян вара эсир вӗсене хӑвӑр рете йышӑнма хатӗр - ҫакӑ сирӗн фракцири ӗҫтешӗрсемшӗн кӳренмелле пулмӗ-и?» - «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗн ыйтӑвне те Николай Владимирович татӑклӑн хуравларӗ: «Паллах, праймериза хутшӑнни ҫын «Единая Россия» партирен депутат пулатех темелли сӑлтав мар.
«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Паллах, «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн политканашӗн секретарӗнчен Николай Маловран ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатма ыйтрӑмӑр.
«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Паллах, ашшӗ-амӑшӗн шанӑҫне тӳрре кӑларасси вӗрентекенсемпе офицерсем тӑрӑшмасӑр пулмӗ.Конечно, исполнить мечту родителей нельзя без стараний учителей и офицеров.
Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр // Ирина ПУШКИНА. http://hypar.ru/ru/node/15764
Паллах, ӗҫлекен чылай кирлӗ пулӗ.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
- Паллах!
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).
Паллах, йӑлтӑр-ялтӑр, ун ҫумӗнчех - юхӑнчӑк, чухӑнлӑх...
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет” // Куҫару . Хыпар, ("7 Дней”).