Поиск
Шырав ĕçĕ:
5. Сӑваплӑ ҫынсен пӗчӗк ачисене вӗлерме хушнӑшӑн, — пӗр ывӑлне ҫӑлса хӑварнӑ пулсассӑн та, — Эсӗ, вӗсене айӑпласа, нумай ачине пӗтертӗн, хӑйсене пурне те кӗрлевлӗ шывра путартӑн.
Ӑсл 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пилӗк хула ҫине вут-ҫулӑм ансассӑн, ҫылӑхлисем пӗтнӗ чухне, вӑл тӳрӗ ҫынна ҫӑлса хӑварнӑ, 7. унта вара ҫылӑх ҫинчен пӗлтерсе тӑмашкӑн йӑсӑрланакан пушӑ хир, ҫимӗҫне вӑхӑтсӑр кӳрекен ӳсентӑрансем тата иккӗленчӗк чун палӑкӗ — тӑвар юпа — тӑрса юлнӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ӑслӑлӑх тӗнченӗн малтанхи ашшӗне, пӗртен-пӗр пултарнӑ этеме, упранӑ, ӑна пӗтесрен ҫӑлса хӑварнӑ: 2. вӑл ӑна мӗн пуррине пуҫ пулмашкӑн вӑй-хӑват панӑ.
Ӑсл 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тата ҫут тӗнчере акӑ мӗнле ӑслӑлӑх куртӑм, вӑл мана пысӑк пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнчӗ: 14. акӑ пысӑках мар хула, унта халӑхӗ те нумаях мар; ун патне аслӑ патша ҫитсе тӑнӑ та, хӗссе хурса, вӑйлӑн хупӑрласа илнӗ; 15. анчах хулара пӗр ӑслӑ чухӑн тупӑннӑ, ҫав хулана вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫӑлса хӑварнӑ; апла пулин те ҫак чухӑн ҫынна никам та аса илмен.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Яш ачана хаса памасӑр ан хӑвар: хулӑпа хӗненӗшӗн вилмест вӑл; 14. эсӗ ӑна хулӑпа хӗнӗн — чунне тамӑкран ҫӑлса хӑварӑн.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӳрӗ чунлисене хӑйсен тӳрӗлӗхӗ ҫӑлса хӑварӗ, саккуна уяманнисем хӑйсен саккунсӑр ӗҫӗсен серепинех ҫакланӗҫ.6. Правда прямодушных спасет их, а беззаконники будут уловлены беззаконием своим.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫилӗ кунӗнче пуянлӑх пулӑшаймӗ, тӳрӗлӗх вара вилӗмрен ҫӑлса хӑварӗ.4. Не поможет богатство в день гнева, правда же спасет от смерти.
Ытар 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Чӗрӳне ӑслӑлӑх кӗрсессӗн, чунушӑн пӗлӳлӗх кӑмӑллӑ пулсассӑн, 11. сана ыррипе усаллине уйӑрма пӗлни хӳтӗлӗ, сана ӑс-хакӑлу сыхӑ усрӗ; 12. ҫакӑ сана усал ӗҫсен ҫулӗнчен, суя суйса калаҫакан ҫынран ҫӑлса хӑварӗ, 13. сӗмлӗх ҫулӗсемпе ҫӳремешкӗн тӳрӗ ҫула пӑрахакансенчен, 14. усал ӗҫ туса савӑнакансенчен, усал асӑхпа киленекен ҫынсенчен — 15. кукӑр ҫулпа ҫӳрекенсенчен, хӑйсен сукмакӗ ҫинче аташса ҫӳрекенсенчен — ҫӑлса хӑварӗ; 16-17. сана ӑслӑлӑх урӑх ҫын арӑмӗнчен — хӑй ҫамрӑклӑхӗн тусне пӑрахнӑ, хӑй Туррийӗн саккунне маннӑ, илӗртмелле калаҫакан ют арӑмран — хӑтарӗ.
Ытар 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Унӑн ятне ташласа мухтаччӑр, Ӑна тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа мухтавлаччӑр: 4. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн халӑхне кӑмӑллать, йӑвашшисене ҫӑлса асла кӑларать.
Пс 149 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Хӗн-хурлӑхра вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасланӑ та — Вӑл вӗсене асапран хӑтарнӑ; 20. Хӑй сӑмахне ярса, вӗсене сыватнӑ, вӗсене ҫӗре кӗресрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мӗскӗнпе чухӑн ҫынна хӗрхенӗ, мӗскӗнсен чунне ҫӑлса хӑварӗ; 14. вӗсенӗн чунне ултавпа пусмӑртан хӑтарӗ, унӑн куҫӗ умӗнче вӗсенӗн юнӗ хаклӑ пулӗ; 15. вӑл пурӑнӗ, ӑна Арави ылтӑнне парса тӑрӗҫ, уншӑн пӗр вӗҫӗмсӗр кӗлтӑвӗҫ, ӑна кулленех мухтавлӗҫ; 16. ӗнтӗ тусем тӑрринче те тырӑ-пулӑ тулӑх пулӗ; ҫитӗннӗ тырӑ Ливан ҫинчи вӑрман пек хумханса ларӗ, хуласенче халӑх ҫӗр ҫинчи курӑк пек ӗрчӗ; 17. унӑн ячӗ ӗмӗр пулӗ; хӗвел ҫухаличченех унӑн ячӗ сарӑлса пырӗ#; ун урлӑ [ҫӗр ҫинчи пур ӑру та] пиллӗх илӗ, ӑна пур халӑх та ырӑлӗ.
Пс 71 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫак мӗскӗн тархасларӗ те — Ҫӳлхуҫа илтрӗ, ӑна пӗтӗм асапӗнчен ҫӑлса хӑварчӗ.7. Сей нищий воззвал, - и Господь услышал и спас его от всех бед его.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сана пысӑк тӳлев ҫӑлса хӑвараймӗ.
Иов 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫавӑн чухне Вӑл ҫын хӑлхине уҫать те ӑс кӗртсе хӑварать: 17-18. этем чунне пӗтесрен хӑтармашкӑн, пурӑнӑҫне хӗҫрен ҫӑлса хӑвармашкӑн — шухӑшласа хунӑ пӗр-пӗр ӗҫне тума чарать, ӑна мӑнаҫланма памасть.
Иов 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Айӑплӑ пулсассӑн та, ӑна хӑтарӗ, ӑна санӑн аллун тасалӑхӗ ҫӑлса хӑварӗ.30. избавит и небезвинного, и он спасется чистотою рук твоих.
Иов 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Выҫлӑх вӑхӑтӗнче сана вилӗмрен хӑтарӗ, вӑрҫӑра хӗҫ ҫивӗчӗшӗнчен ҫӑлса хӑварӗ.20. Во время голода избавит тебя от смерти, и на войне - от руки меча.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Хӑй халӑхне ҫӑлса хӑварчӗ, Турӑ пире пӗтӗм усалтан хӑтарчӗ, суя тӗнпе пурӑнакансем хушшинче пулма та пултарайман паллӑсем, аслӑ кӗтретсем кӑтартрӗ.
Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑсенӗн Патши, пӗтӗм пуҫлӑхсенӗн Хуҫи! ҫав арӑслан умӗнче калаҫма ман чӗлхем-ҫӑварӑма ҫаврӑнӑҫуллӑ сӑмах парсамччӗ, унӑн чӗрине пире пӗтерме шутлакана курайми тусамччӗ, ҫав элекҫӗпе ун майлисем хӑйсем пӗтчӗр; пире Хӑвӑн аллупа ҫӑлса хӑварсамччӗ, мана та, пӗчченскере, пулӑшсамччӗ, эй Ҫӳлхуҫамӑм, Сансӑр пуҫне пулӑшаканӑм ҫук манӑн!
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӗ те, Ҫӳлхуҫа Туррӑм, Патша, Авраам Турри, Хӑвӑн халӑхна хӗрхенсем — ӗнтӗ пире пӗтерме, Санӑн ӗмӗрхи еткерне кӑклама каварлашаҫҫӗ; Хӑвӑн халӑхна ан пӑрах, Эсӗ ӑна Египет ҫӗрӗнчен Хӑвӑн валли ҫӑлса тухрӑн; манӑн кӗллӗме илтсем, Хӑвӑн еткерне хӗрхенсем, хура-шур вырӑнне савӑнӑҫ парсам пире; пирӗн, чӗрӗ юлса, Санӑн ятна мухтаса юрласчӗ, Ҫӳлхуҫамӑм, Хӑвна мухтакана ан пӗтерсем! тенӗ Марходей.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Мардохей ӑна мӗн пулса иртнине пӗтӗмпе каласа панӑ, иудейсене пӗтерме Аман патшалӑх хыснине мӗн чухлӗ кӗмӗл пама пулнине те пӗлтернӗ; 8. Эсфире кӑтартма, ӑна пурин ҫинчен те систерес шутпа, Гафаха вӑл Сузӑ хулинче иудейсене пӗтересси ҫинчен кӑларнӑ хушӑва ҫырса илнине парса янӑ; Мардохей тата Эсфире патша патне кайма хушнӑ: вӑл ун умӗнче хӑй халӑхне хӳтӗлетӗр, хӑй халӑхне хӗрхенме тархаслатӑр, [ман килӗмре, ман хӳтлӗхӗмре мана итлесе пурӑннӑ кунсене аса илтӗр вӑл, халь Аман, патша хыҫҫӑнхи иккӗмӗш ҫын, пире вӗлермелле айӑпларӗ, Эсфирь Ҫӳлхуҫана тархаслатӑр, пирӗн ҫинчен патшана калатӑр, пире вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр].
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.