Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Иудейӑри пур тӗреклӗлетнӗ хулана та вӑл ҫар тӑратса тухнӑ, пӗтӗм Иудея ҫӗрӗ тӑрӑх тата хӑйӗн ашшӗ Аса илнӗ Ефрем хулисем тӑрӑх вара хурал ҫарӗ вырӑнаҫтарнӑ.
2 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫав вӑхӑтра Ананий витӗркуран Иудея патши Аса патне пырса ҫапла каланӑ: эсӗ Ҫӳлхуҫа Турруна шанмарӑн, Сири патшине шантӑн, унӑн ҫарӗ ҫавӑнпа сан аллунтан ҫӑлӑнса юлчӗ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аса тата унпа пӗрле пулнӑ халӑх вӗсене Герар патне ҫитиччен хӑваласа кайнӑ; эфиопсем пӗтнӗ вара, пӗри те чӗрӗ юлман, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Ҫӳлхуҫапа Унӑн ҫӳлти ҫарӗ ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Авесса, Саруия ывӑлӗ, Тӑварлӑ айлӑмра идумейсен вунсакӑр пинлӗ ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; 13. Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗ тӑратнӑ та, идумейсем пурте Давид чурисем пулса тӑнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Давид вара Дамаск хулинче, Сирире, хурал ҫарӗ тӑратнӑ та, Сири ҫыннисем Давид чурисем пулса тӑнӑ, ӑна хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Давида пулӑшас текен ҫынсем куллен-кунах килсе тӑнӑ, ӗнтӗ унӑн ҫарӗ Турӑ ҫарӗ пекех ӳссе кайнӑ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Давид ун чухне ҫирӗплетнӗ хӳтӗ вырӑнта пулнӑ, филистимсен сыхлав ҫарӗ вара Вифлеемре тӑнӑ.16. Давид тогда был в укрепленном месте, а охранное войско Филистимлян было тогда в Вифлееме.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пиллӗкӗмӗш уйӑхра, ҫав уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Навуходоносор вунтӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне, Иерусалима Навузардан — сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ, Вавилон патшийӗн тарҫи — пырса ҫитнӗ, 9. вӑл Ҫӳлхуҫа Ҫуртне те, патша керменне те, Иерусалимри мӗнпур кил-ҫурта та ҫунтарса янӑ, чи пысӑк ҫуртсене аркатнӑ; 10. сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗпе пӗрле ҫитнӗ халдейсен ҫарӗ Иерусалим тавра хӑпартнӑ хӳмене йӑлтах ишсе тӑкнӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патшан пӗтӗм ҫарӗ тарса пӗтнӗ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Халдейсен ҫарӗ патшана хыҫран хӑваланӑ, ӑна Иерихон тӳремлӗхӗнче хуса ҫитнӗ.5. И погналось войско Халдейское за царем, и настигли его на равнинах Иерихонских,
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израилӗн ҫар урапийӗ, унӑн утлӑ ҫарӗ! тесе йӗнӗ.
4 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израилӗн урапаллӑ ҫарӗ, унӑн утлӑ ҫарӗ! тесе кӑшкӑрса янӑ.12. Елисей же смотрел и воскликнул: отец мой, отец мой, колесница Израиля и конница его!
4 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Давид ун чухне ҫирӗплетнӗ хӳтӗ вырӑнта, филистимсен ҫарӗ вара Вифлеемра тӑнӑ.14. Давид был тогда в укрепленном месте, а отряд Филистимлян - в Вифлееме.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль ҫарӗ Давид филистима ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн каялла таврӑннӑ чухне Израильри пур хуларан та хӗрарӑмсем Саул патшана хирӗҫ савӑнӑҫлӑн юрласа та ташласа, тӳнкӗр те кимвал ҫапса тухнӑ.
1 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Филистим Давид патнелле ҫывӑхарма пуҫласассӑн, Давид васкасах тӑшман ҫарӗ еннелле, филистима хирӗҫ, чупса пынӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем хӑйсене филистимсен ҫарӗ асӑрхамалла вырӑна тӑнӑ, лешӗсем: акӑ еврейсем хӑйсем пытанса ларнӑ ту хушӑкӗсенчен тухаҫҫӗ, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Самуил вара Галгалран Вениаминсен Гивине кайнӑ; [Саул та хӑйпе пӗрле юлнӑ ҫынсемпе Галгалран Вениаминсен Гивине кайма тухнӑ, ҫавӑн чухне вӗсене тӑшман ҫарӗ тапӑннӑ;] Саул хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсене шутласа пӑхнӑ та, вӗсем ултҫӗр ҫын пулнӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Виҫҫӗр ҫын ҫапла какӑрпа кӑшкӑртнӑ хушӑра Ҫӳлхуҫа тапӑртисене пӗр-пӗрне хирӗҫ хӗҫ ҫӗклемеллех ҫапӑҫтарса янӑ, ӗнтӗ мадиансен ҫарӗ Царера енне Бефшитта хулине ҫитичченех, Табафа ҫывӑхӗнчи Авелмехола чиккине ҫитичченех тарса кайнӑ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Сисара амӑшӗ кантӑкран пӑхать, ун решетки витӗр пӑхса макӑрать: «Ывӑлӑмӑн утлӑ ҫарӗ мӗншӗн халӗ те курӑнмасть-ши, унӑн ҫар ураписем мӗншӗн халӗ те килмеҫҫӗ-ши?»
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ирхине ирех тӑрса, Иисус халӑха пӑхса ҫаврӑннӑ та ӑна Израилӗн аслӑ ҫыннисемпе пӗрле Гай еннелле ертсе кайнӑ; 11. ҫапла унпа пӗрле пулнӑ вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур халӑх Гай хули патне [тухӑҫ енчен] пырса ҫитнӗ, [пытанса тӑнӑ ҫарӗ хуларан анӑҫ еннерех пулнӑ,] 12. вӗсем Гайӑн ҫурҫӗр енче чарӑнса тӑнӑ, ҫарпа хула хушшинче айлӑм пулнӑ; Иисус пӗр пилӗк пин ҫынна Вефильпе Гай хушшине, хулан анӑҫ енне, пытарӑнса ларма хушнӑ.
Нав 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.