Поиск
Шырав ĕçĕ:
Огняновӑн ҫак икӗ енлӗ кӑмӑлӗ те вӗркесе-паркаса тӑрать пулсан, эппин вӑл паттӑр та пултаруллӑ, ҫав хӑватпа хавхаланма пултарать вӑл, хастарланать, икӗ енлӗ кӑмӑлӗ пӗр-пӗринпе хирӗҫме кӑна та мар, ӑна ҫунатлантарсах тӑрать-ха!
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов мӗнле-ха эппин Болгарие те хӗрӳллӗн юратма пултарать, ҫав вӑхӑтрах Радӑна та чунтан савса тӑрать, шухӑшӗ нихҫан та икӗ майлӑ мар, хӑй кирек хӑҫан та вӑйлӑ, пултаруллӑ, лӑпкӑ та телейлӗ-ха тата, Кандов ҫавӑнтан тӗлӗнсех кайрӗ…
XVIII. Кандов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Каблешков вӑл 1876-мӗш ҫулхи апрель юхӑмӗ хатӗрлесе ҫитернӗ чи пултаруллӑ та хӑйне евӗрлӗ апостолсенчен пӗри, ҫирӗм ултӑ ҫулхи ҫамрӑк ҫын, вӑтам пӳ-силлӗ, ытла ырханкка та асап курса ирттернӗскер, сарӑхнӑ питлӗ, мӑйӑхӗ кӗске, хура ҫӳҫне тек хыҫалалла вырттарасшӑн та, ҫӳҫӗ итлемест, сарлака та аслӑ ҫамки ҫинех йӑтӑна-йӑтӑна анать.
VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Бей патӗнче ҫакӑн пек пысӑк пултаруллӑ юлташне курсан, Стефчов хӗпӗртесе ӳкрӗ.Вот почему Стефчов просиял, застав у бея такого могущественного союзника.
V. Сутни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫакӑн пек чипер те пултаруллӑ, маттур каччӑ вӑхӑтсӑрах пуҫне ҫиме пултарать.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Енчен, эпир мӑшӑрланассине, кил-йыша, аннене хисеплессине, хӗрарӑмӑн чи пултаруллӑ тивӗҫне туртса илетпӗр пулсан, мӗн пулса тӑнӑ пулӗччӗ?Что произойдет, если мы уничтожим брак, семью, материнство и отнимем у женщины ее высокое призвание?
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пултаруллӑ семинарист ҫавӑн чухнех Герценпа Белинский ҫырнӑ кӗнекесемпе паллашнӑ, вӗсен ырӑ шухӑшӗсене чӗрене хывнӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Пултаруллӑ хӗрсем.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫӑмӑл ӗҫе тума, калӑпӑр, артист ӗҫне, эпӗ питӗ пултаруллӑ пулнине пӗлетӗн вӗт-ха эсӗ, манӑн вар анакан чир пулнипе ҫӗр ӗҫне тума пултараймастӑп эпӗ.
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӑр-вар та пултаруллӑ ик ҫыруҫа, Елихоферпа Ахняна, Сива ывӑлӗсене, каласа тӑрса ҫыртарнӑ вӑл вӗсене, кайран ҫав иккӗш ҫырнисене пӗрле хурса танлаштарнӑ.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
«Ҫынсен шухӑшне шута илсе, ял пурнӑҫне хӑтлӑлатас ӗҫе малалла та тӑсӑпӑр», — терӗ В.Н.Никифоров, пултаруллӑ та мал ӗмӗтлӗ ҫынсемпе тӗллевсене пурнӑҫа кӗртме май килнине палӑртса.
Хӑтлӑ ҫул — ял илемӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18
Уява Шупашкартан «Тӑван Атӑл» редакторӗ, Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн председателӗ Лидия Филиппова ертсе килнӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑсемпе журналистсем уйрӑмах сум кӳчӗҫ.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Ҫак кӗнеке чӑваш сӑмахлӑх лаҫҫине ҫӗнӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑ килнине систернӗ.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Ертӳҫӗсем пултаруллӑ ҫыравҫӑн кун-ҫулне, мӗн ачалӑхран пуҫласа ватлӑх кунӗсем таранчченех сцена ҫинче сӑнарласа пачӗҫ.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанпах пултаруллӑ ҫынсемпе палӑрса тӑнӑ.
Ыр ҫын хыҫҫӑн пин ҫын утать // Э. Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2019.10.18
Вӑл йӗркеллӗ, пултаруллӑ бригадир ятне илчӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
«Эсир вӗт, эпӗ мӗнле пултаруллӑ та чӑрсӑррине хӑвӑрах пӗлетӗр. Эпӗ сире Санька пулман пулсан, пурне те тутлӑ ҫырла ҫитернӗ пулӑттӑм», — терӗҫ унӑн куҫӗсем.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хайне хӑй кирек хӑҫан та пултаруллӑ та кӑмпа йӑвине тупма пултаракан тесе шутланӑ-ҫке-ха, анчах кӑмпана Федя пек пуҫтарасси уншӑн ҫӗнӗ япала.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Штольцпа туслӑ кӑна вӑл, — Штольц пултаруллӑ, тарават пулни, Ольгӑна ӗненсе хисеплени ҫеҫ вӗсене туслаштарать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ пултаратӑн, Андрей, — хирӗҫлерӗ Обломов: — санӑн ҫунат пур: эсӗ пурӑнмастӑн, вӗҫсе ҫӳретен: эсӗ пултаруллӑ, хӑвна ху юрататӑн, эсӗ авӑ мӑнтӑр мар, сана урпа тухса аптратмасть, ӗнсӳ кӗҫӗтмест.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956