Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Чӑваш Республикин сывлӑх профильне» туса хатӗрленӗ, вӑл халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевлӗ общество аталанӑвӗн стратегине палӑртать.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Чӑн малтанах, хӑйсен пурнӑҫӗ тӑршшӗпех ҫӗршывпа общество ырлӑхӗшӗн ӗҫленӗ ветерансене!В первую очередь ветеранам, которые всю жизнь работали на благо страны и общества!
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Общество укҫи-тенкипе усӑ курассин пысӑк тухӑҫлӑхӗ тата уҫҫӑнлӑхӗ бюджет кредичӗсене ҫулталӑкне 0,1 процент ставкӑпа явӑҫтарма май пачӗ, ҫакӑ заемсене тивӗҫтернипе пулакан республика бюджечӗн тӑкакӗсене палӑрмаллах чакарчӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Ҫак Ҫырӑва хатӗрленӗ ҫӗре йӑлана кӗнӗ пекех политика партийӗсем, общество организацийӗсем, Чӑваш Енре пурӑнакансем хутшӑнчӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Хӑйсем вӗренекен заведенисенче - тӗслӗх вырӑнӗнче, - кӗскен паллаштарчӗ Чӑваш Енри юхӑм ӗҫ-хӗлӗпе «Раҫҫей студотрячӗсем» /малалла - РСО/ ҫамрӑксен общество организацийӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи уйрӑмӗн комиссарӗ Елена Наумова.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Штаб хастарӗсем общество пурнӑҫӗнче яланах малта, вӗсем патриот воспитанийӗпе ҫыхӑннӑ акцисенче - чи малти ретре.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№
Ҫакӑ – Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ, тӑнӑҫлӑх, общество ырлӑхӗн, пирӗн ачасен телейлӗ пуласлӑхӗн никӗсӗ!
Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2019/11/02/glava- ... yaet-s-dne
Ҫак ӑс вара обществӑшӑн ҫаплах усӑсӑр ҫухалать, общество йышӑнмасть ӑна, вӑл ӑна пусарса, пӗтерсе пырать, ҫак ӑса йышӑннӑ пулсан, пӗтерсе пыман пулсан, вӑл ӑс усса кайнӑ пулсан, этемлӗх историйӗ малалла вунӑ хут хӑвӑртрах кайнӑ пулӗччӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Общество тӑвӑрлать.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пӗтӗм Европа, ҫав шутрах пӗтӗм Россия та, тӗнчери чи кичем общество тесе шутлакан Англи обществи французсенчен мӗн чухлӗ кичемрех, вырӑс обществинчен ҫавӑн чухлӗ чӗрӗрех, уҫӑрах общество пулса тӑрать.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Агент хӑйне ҫапла пӑхассинчен пӑрӑннӑ, апатланма кайма вӑрахчен килӗшмен; анчах пӗррехинче, общество правленийӗпе питӗ вӑрахчен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, ывӑннӑскер, выҫса ҫитнӗскер, вӑл ҫав пусмаранах кӗрсе ҫӳрекен Полозов патне апатланма кайма килӗшнӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Каччӑсем пысӑк пуянлӑх тытса тӑракан хӗр тавра ҫӗршерӗн явӑннӑ; анчах Полозов патӗнчи апатсенче, вечерсенче хӗвӗшекен общество Полозов евӗрлӗ ытти пуянсен залӗсене пырса тулакан ҫиелтен ҫеҫ чипер пек курӑнакан, шанчӑксӑртарах питлӗ общество пулнӑ; ун пек пуянсем хӑйсемпе тӑванлӑ, пӑртак чипертерех ушкӑнтан, великосветски мар ушкӑнтан, великосветски обществӑпа нимпе те ҫыхӑнман ушкӑнтан ҫӳлерех тӑраҫҫӗ; вӗсем шухӑш-кӑмӑл, чун-чӗре тӗлӗшӗнчен кӑна мар, тум-юмпа сӑн-питрен те путсӗр курӑнакан тӗрлӗрен ҫапкаланчӑксемпе вӗҫкӗнчӗксене тӑрантарса пурӑнакансем пулаҫҫӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнтах эпӗ хӗрсемпе хӑш-пӗринпе паллашрӑм; Вера Павловна эпӗ мӗншӗн пынине каласа пачӗ; хӗрсен аталанӑвӗ, вӗренни пӗр пек мар; хӑшӗсем вӗреннӗ общество чӗлхипе калаҫаҫҫӗ, пирӗн евӗрлӗ хӗрсем пекех, литературӑна пӗлеҫҫӗ, ют ҫӗрсене те, историе те ҫителӗклех чухлаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, пирӗн обществӑри хӗрсем мӗн илтнӗ-курнӑ, вӗсем ҫавсене пурне те пӗлеҫҫӗ; иккӗшӗ вара ытлашширех те вуланӑ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ хам, патшалӑх хушнине тунӑ маях ытти уйрӑм ҫынсен шӑпине ҫӑмӑллатма пултарни те, тата, — ку уйрӑмах, — сире, хамӑр общество — тепӗр тесен тата правительство та, — хисеплекен, хаклакан ученӑя хам хисеплени те мана савӑнтарать.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Общество интересӗсене пула сирӗн интересӑра пӑртак хӗсӗрлемелле пулнине ӑнланатӑр ӗнтӗ эсир, — халӗ тата ытларах та калам: ку вӑл общество ырлӑхӗшӗн кирлӗ пулчӗ; анчах эпӗ ҫаплах сиртен, Александр Матвеевич, ҫакна ыйтасшӑн; ҫак кирлӗ пулнӑ япалана тунӑ чух унта тӗл пулакан чӑрмавсене эпӗ май пур таран ҫӑмӑллатма тӑрӑшӑп, ҫакна шанса тӑрӑр.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Хама хам пӗлнӗ чухлӗ эпӗ общество умӗнче те, патшалӑх умӗнче те хама упрас тӗлӗшпе нимле айӑпа та кӗмен пек туйӑнать.
XVII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Общество ыйтнисене Дмитрий Сергеич сӗннӗ меслетпе лайӑхах ҫырлахтарма пулатчӗ; анчах общество ыйтӑвӗсем ман пата, хамӑн пӗчӗк ушкӑнта пурӑнаканскер патне, ҫитмен те, Анчах ман пурнӑҫ ҫаплах Дмитрий Сергеичран килмелле пулчӗ, вӑл унӑн пӗр ырӑ кӑмӑлӗ ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑчӗ, хам шутланӑ пек улӑштарма пулмарӗ ӑна — акӑ вӑл мӗншӗн йывӑр пулнин сӑлтавӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Общество мана тӗкӗнмен, мана тем те пӗр каласа пӗтермен, эпӗ Александр ҫине мӗнле пӑхнине курасшӑн пулман пулсан, — ун чухне, паллах, Дмитрий Сергеич сӗннӗ меслет шӑп та шай ҫителӗклӗ пулатчӗ, унӑн вилесси ҫинчен шухӑшламалла та пулмастчӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Упӑшки ӑслӑ, йӗркеллӗ ҫын пулнине кура ҫакӑн пек ӗҫсем чиперех майлашса кайнине нумай курнӑ эпир; кун пек чухне яланах общество ун пек арӑма пӗрре те тӗкӗнмест.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Упӑшки арӑмӗпе пурӑнать-тӗк, общество ун арӑмне, вӑл урӑххи ҫине мӗнле пӑхсан та, тем те пӗр каласа пӗтерес ҫук.