Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫиелтен пӑхсан, ку премӗке пӗлӗт ҫинче юрласа ларакан юр пек шурӑ раштав ангелӗсем ҫеҫ ҫиеҫҫӗ темелле.
XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ӑна хӑмӑшран хуҫса тунӑ, ҫиелтен тӗссӗрленнӗ пирпе сӑрнӑ.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Хут тӗркисене Гаврик кӗсьине тарӑн чикнӗ, ҫиелтен, паллӑ ан пултӑр тесе, якатма тӑрӑшнӑ.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку пӑтта рисран пӗҫереҫҫӗ, сахӑр ҫӑнӑхӗ сапаҫҫӗ, ҫиелтен сарӑрах тӗслӗ мармеладсемпе тӗрлеҫҫӗ.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫиелтен пӑхсан ҫеҫ лӑпкӑ пек.Могло показаться только с первого взгляда, что благополучно.
XXIX. Александровски участок // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Юлашкинчен вара чи тарӑн шӑтӑкра палатка тупрӑмӑр, ҫав палаткӑна тӑвӑл ан ҫуртӑр тесе ҫиелтен плавник пӗренисемпе кит шӑмми хунӑ пулнӑ, ун айӗнчи пӑра пуртӑпа касрӑмӑр та, хамӑр кама шыранине тупрӑмӑр…
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ахӑрнех ҫакӑнта палатка сарнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тӑррине тумалли пӗренесем те кунтах кӗтесленсе выртатчӗҫ, чуллӑ сӑрт ҫине тӗрентернӗ тӑваткӗтеслӗх иккен, ҫиелтен ӑна витнӗ пулмалла.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл йӑлтӑртатнӑ пулин те, ҫиелтен витӗр курӑннӑ пулин те, тарӑн тӗлте хӑрушӑ хуран пек пулнӑ.
XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Виноград пахчисенче хӑйсен илемӗпе куҫ вӑйне илсе тӑракан виноград сапакӗсене илемсӗр хӑва корзинкӑсене тултарса хунӑ та, ҫиелтен шултӑра пирпе витсе, ярлык ҫыпӑҫтарнӑ.
VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсем, хитре тумланнӑ ачана ҫиелтен ҫеҫ юттӑн пӑхса иртсе, пӗрин хыҫҫӑн тепри хӳме айне васкаса чӑмрӗҫ.
I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Эпӗ ҫутӑ умнех ларса кӗнеке вуларӑм, лампочкӑна краватпа юнашарти пӗчӗк сӗтел тӗлне вырнаҫтарнӑччӗ, ӑна эпӗ ҫиелтен абажур ҫийӗн чирлӗ ҫынна канӑҫ пултӑр тесе тутӑрпа витрӗм.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тӳррипе каласан, ҫак ненец хӑйӗн макӑрса тӑракан мӗскӗн арӑмне темскер ҫирӗппӗн каланӑ хыҫҫӑн, ҫиелтен йывӑҫ пустарнӑ арча ҫӗклесе тухнине курсан, мана хамӑн примусшӑн аван мар пек пулса кайрӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Шура Кочнев лайӑх каларӗ ун ҫинчен: «Унӑн пуҫӗ кокос мӑйӑрӗ пекех: ҫиелтен хытӑ, шалтан шӗвӗ», терӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Черет тӑрса тухаттӑмӑр, кунта ӗнтӗ формӑна-мӗне те, миҫере иккенне те, мӗнле ҫемьерен иккенне те уйӑрса тӑмастчӗҫ, кашнинех пӗрер кашӑк вӗри пӑтӑ паратчӗҫ, пӑтти чӗлхене ҫӑтса ярас пек тутлӑччӗ, ҫиелтен кӑпӑкланса та хӑмпӑланса тӑратчӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вырӑсла кӑмаки, хутса яриччен, ҫиелтен пӑхсан лайӑхах пекчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мана мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп тӑхӑнтарчӗҫ, ҫиелтен тилӗ тир кӗрӗкӗпе витӗнтерчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Эпӗ ӑна ӑнкарса ҫитрӗм, ҫавӑнпа вӑл мана юратмасть те, ҫиелтен пӑхсан, эпир унпа питӗ туслӑ пурӑнатпӑр темелле.Я его понял, и он за это меня не любит, хотя мы наружно в самых дружеских отношениях.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫиелтен пӑхсан, ҫаксем пурте ҫав тери пӗчӗккӗн, вылямалли япаласем пек ҫеҫ курӑнаҫҫӗ!Каким игрушечным, маленьким и странным кажется все это сверху!
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсене кунта нимӗҫсемех тунӑ пулнӑ, стена хӑмисене ҫиелтен картонпа тата сарӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйне ларса пыма хаҫат ҫыххинчен канлӗ кресло пекки туса, офицер хӑй янахне темле йывӑр та хура тӗслӗ, ҫиелтен ылтӑн монограммӑсем ҫыпӑҫтарса илемлетнӗ тӗлӗнмелле туя ҫине хурса, тӗлӗрсе пычӗ: сайра-хутра, вӑраннӑ пек пулса, йӗри-тавралла телейлӗ сӑнпа ҫаврӑнса пӑхса, вӗри те тутлӑ шӑршӑллӑ сывлӑша пӗтӗм кӑкрипе шалалла туртса пычӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950