Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лӑплансан тин кӗрес терӗ, анчах темрен хӑранӑ туйӑм ӑна тата хытӑрах ярса илчӗ.Хотел успокоиться, а потом войти, но волнение, похожее на страх, охватило его еще сильнее.
XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ывӑннӑн, чирлӗ ҫын пек, вӑл сӗтел умне пычӗ те, йӑванса каясран хӑранӑ пек, вӑйлӑ аллисемпе пукан хыҫне ярса тытрӗ.
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анчах хӑранӑ туйӑмпа пӗрлех манӑн урӑх туйӑм та пулчӗ.Но мною руководило другое чувство, которое и вело меня вперед…
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем ахаль мар, хӑйсен рабочийӗсен пуҫӗсене ҫавӑрасран хӑранӑ унран.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вӑл япаларан вутран хӑранӑ пек хӑраса тӑр.
XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пӗренесем, хӑранӑ сурӑх кӗтӗвӗ пек, пӗр кӗтессе купаланса, шывӑн ҫур юхӑмне ытла пӳлсе хунӑ.Бревна сбились в угол, как стадо испуганных овец, запрудили собой половину реки.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Лашасем вӑкӑрсемпе майлашса, йӑнӑш пусасран хӑранӑ пек, хуллен утса пыраҫҫӗ.Лошади, приноравливаясь к шагу быков, переступали осторожно, точно боялись оступиться.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ирина чуптума пӗшкӗннӗ пек, анчах хӑранӑ пек туйӑнчӗ ӑна.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ирина каллех шухӑша кайрӗ, темле асӑрханса, аллине пӗҫертесрен хӑранӑ пек, Ылтӑн Ҫӑлтӑра тӗкӗнчӗ.Ирина опять задумалась, как-то осторожно, боясь обжечь руку, дотронулась к Золотой Звезде.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫемен Анфиса умне пӗшкӗнчӗ те ун хӑранӑ куҫӗсенче куҫҫулӗ йӑлтӑртатнине курчӗ.Семен наклонился к Анфисе и в испуганных глазах ее увидел слезы.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анфиса, шыва ӳкесрен хӑранӑ пек, аллисене чӗрҫитти айне чиксе, Ҫемен ҫумне тӗршӗнчӗ.
XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ниловна тул ҫутӑличченех ывӑлӗ пуҫӗ вӗҫӗнче ларма хатӗр пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫак самантра унӑн пӗтӗм чун ӑшши, пӗтӗм ӗмӗчӗ, пӗтӗм шанчӑкӗ те ывӑлӗ ҫинче кӑна пулнӑ, анчах вӑл унпа калаҫма хӑяйман, ыйхине татасран хӑранӑ…
III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
«Ой, пиччеҫӗм, сухалу епле тирет!» — тесе кулса пӑшӑлтатрӗ, вара вӑл хӑвӑрт кӑна, пиччӗшӗ асӑрхасран хӑранӑ пек, Ҫемен ҫине пӑхса илчӗ.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӑл Сергей ҫумнерех ҫиҫсе ларчӗ, унӑн хура куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ, темле тӗлӗннӗ пек, хӑранӑ пек пулчӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Урапа тата ерипентерех кайрӗ, вӑкӑрсем ҫул ҫинчи тусана хӑйсен сарлака чӗрнисемпе хускатасран хӑранӑ пек асӑрханса утса пыраҫҫӗ.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пырсан-пырсан, шурӑ тутӑр хускалса илет, вара урапа ҫинчен кӗске хулӑ курӑнса каять те ерипен, ларнӑ пӑвана хӑваласа ярасран хӑранӑ пек, вӑкӑр ҫурӑмӗ тӑрӑх выртать.
I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Пантелей Прокофьевич пӗлсех тӑнӑ ӑна, хӗрне памасран хӑранӑ, пуҫҫапасшӑн пулман вӑл ҫавӑн пек хӑйне майлӑ йӑлаллӑ чӑкӑлтӑш Коршунова; анчах та Ильинична, тимӗре тутӑх ҫинӗ пекех ҫисе йӑпӑлтатса, анратса пурӑннӑ та ӑна, юлашкинчен старикӗн тӳрккеслӗхне пӗтӗмпех парӑнтарса ҫитернӗ.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Юлашкине пусса лапчӑтрӗ, кӗпе ҫухавине тӳмелерӗ, унтан, темрен хӑранӑ пек пулса, каллех вӗҫерсе ячӗ…Последнюю раздавил, застегнул воротник рубахи и, словно испугавшись чего-то, снова расстегнул…
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Никам пырса тӗкӗнмен вырӑнта ӳсекен ҫӗмӗртсемпе черешньӑсем, темскертен хӑранӑ пек, тымаррисене сивӗ ҫӑлкуҫне чӑмтарнӑ.Девственные чащи черемух и черешен пугливо протянули свои корни в ключевой холод
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Шӑши куҫ лампи, темрен хӑранӑ пек, пӗрре чӗтренсе илетчӗ, тепре хытӑрах хыпса илсе пирӗн пӳрт ӑшчиккине ҫутататчӗ.Каганец, дрожа и вспыхивая, как бы пугаясь чего, светил нам в хате.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.