Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

тыттарчӗ (тĕпĕ: тыттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хутран пирус ҫавӑрса, пачка ӑшӗнчен пӗр чӗптӗм турецки табак чӗпӗтсе илчӗ, унтан пачкине хӑтине тыттарчӗ.

Свернул бумажку, всыпал из четвертки щепоть турецкого табаку и протянул пачку свату.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тыткӑнти салтак ӑнланчӗ пулас та тутине чалӑштарарах мӗскӗн кулӑпа кулса илчӗ; хӑйне хӑй хистесе, темӗн кӗшӗлтеткелерӗ вӑл, кӗсйисене тавӑрса пӑхрӗ, унтан казаксене лапчӑнкаласа пӗтнӗ нӳрӗ шоколад тыттарчӗ.

Пленный, видимо, понял, заулыбался кривой, жалкой улыбкой; пересиливая себя, он суетился, вывернул карманы и совал казакам помятый влажный шоколад.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сывпуллашса уйрӑлнӑ чухне Петро шӑллӗне тӑватӑ тӑваткал туса хутлатнӑ хут татӑкӗ тыттарчӗ.

При прощании Петро сунул брату в руки сложенный вчетверо листок бумаги.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотник ӑна тӑватӑ тӑваткал туса хуҫлатнӑ хут тыттарчӗ.

Сотник подал ему сложенную вчетверо бумажку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро Григорие тутӑр вӗҫӗ тыттарчӗ, вӑрӑм сак ҫине сиксе хӑпарчӗ, ӑна сӗтел хушшинелле, турӑш айӗнче ларакан хӗр патне пырса тӑратрӗ.

Петро сунул Григорию в руку конец платка, вспрыгнул на лавку, повел его по-за столом к невесте, сидевшей под образами.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тата тепӗр хут пырса тыттарчӗ Петро вӗсене черкке ӑшӗнче чӑнкӑртатакан вак-тӗвек кӗмӗл.

Еще раз поднес Петро позванивающую в рюмке щепоть серебряной мелочи.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эрехпе хӗрӗнкӗленнӗ Петро, тарласа кайнӑскер, черкке ӑшне пӗрер полтинник кӗмӗл ярса, пуҫ тайса вӗсене тыттарчӗ.

Запотевший, хмельной от водки Петро с поклоном поднес им в рюмке по полтиннику.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл Петрона пӗр стакан пӑтранчӑк, тӑрӑлса ҫитеймен квас тыттарчӗ.

Она протянула стакан с мутным, невыстоявшимся квасом.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сарай сарлӑкӗ айӗнче Григорин ҫӗнӗ те шукӑль йӗнерпе йӗнерленӗ лаши куритерен апат ҫисе тӑнӑ ҫӗрте, Наталья аллине вӑшт кӑна хӗвне чиксе ячӗ те, юратнӑ куҫӗсемпе Григорий ҫине хӗрелсе кайса пӑхса, ун аллине хӑй кӑкрийӗсен ӑшши ҫапнӑ ҫемҫе пир япала тыттарчӗ.

Под навесом сарая, где кормился у яслей Гришкин конь, подседланный новехоньким нарядным седлом, шмыгнула рукой за пазуху и, краснея, глядя на Григория влюбленными глазами, сунула ему в руку мягкий, таящий тепло девичьих ее грудей матерчатый комочек.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакна каласан, тата пӑртак кансан, асатте урӑх ут туянчӗ те, вара ҫӗрӗн-кунӗн, пӗрре чарӑнмасӑр, майра патша патне ҫитичченех кайрӗ; грамотине вӑл майра патшана аллинченех тыттарчӗ.

Сказавши это и отдохнувши немного, дед достал коня и уже не останавливался ни днем, ни ночью, пока не доехал до места и не отдал грамоты самой царице.

Пӗр чиркӳри тиечук пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Эпӗ хӑш ялне ыйтса пӗлчӗ те ҫак хута тыттарчӗ, унтан тата сана сӑмахпа калама хушрӗ: каялла таврӑннӑ чух кӑнтӑрлахи апат ҫиме кӗрсе тухатӑп, терӗ».

Узнавши, что я из нашего села, дал он мне эту записку и велел на словах тебе сказать, батько, что заедет на возвратном пути к нам пообедать.

VI. Вӑранни // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Фома Григорьевич ӗнтӗ куҫлӑхне сӑмси ҫине утлантарса лартма шутланӑччӗ ҫеҫ, анчах ӑна чӗр ҫиппе чӗркесе ӑвӑспа сӗрсе тухманнине аса илчӗ те, кӗнекине мана тыттарчӗ.

Фома Григорьевич готов уже был оседлать нос свой очками, но, вспомнив, что он забыл их подмотать нитками и облепить воском, передал мне.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑйӗн помошникне курсан, Юргин блокнотран татса илнӗ листана ун аллине тыттарчӗ.

Увидев своего помощника, Юргин сунул ему в руку листок из блокнота.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Акӑ манӑн алсем! — вара вӑл Сергей аллине хӑйӗн кушӑркаса, хытса кайнӑ алтупанне тыттарчӗ.

А вот мои руки! — И он сунул Сергею зачерствелую, в мозолях, ладонь.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Вӑл турӑшсем умӗнчен ҫуннӑ ӑвӑс ҫурта илчӗ те ӑна чӗртсе Корнее тыттарчӗ.

Достала от икон обгоревшую восковую свечку, зажгла и подала ему.

V // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Хӗр чӗнмерӗ, сасартӑк сиксе тӑрса хозяйка ларнӑ ҫӗре, конторка патне чупса пырса лимон илчӗ те, ӑна ҫурмаран касса, сӗткенне стакан ҫине сӑрхӑнтарса кӑларчӗ, унтан, кӑштах шыв хушса, стаканне Селестина тыттарчӗ.

Она, не отвечая, вдруг вскочила и побежала к конторке, за которой сидела хозяйка, взяла лимон, разрезала его, надавила соку в стакан, потом налила туда воды и подала Селестину.

Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.

Хӗрарӑмсем сӗтел патӗнчен саланчӗҫ, Чернявкина курсан Марийка та, инкек ҫывӑхрах пулнине туйнипе, шурса кайрӗ, листовкине хӑй хыҫӗнче тӑракан такам аллине тыттарчӗ.

Женщины бросились в стороны от стола, и тогда Марийка, тоже увидев Чернявкина, бледная от предчувствия близкой беды, сунула листовку в руки кому-то за своей спиной.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Наталья Павловнӑна кивелсе кайнӑ, лӳчӗркенсе пӗтнӗ конверт тыттарчӗ.

— Протянула Наталье Павловне потертый конверт.

XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Машина ҫинчен анса тата ахаль ҫын мар, райпотребсоюз руководителӗ килнине кӑтартасшӑн пулса, Рубцов-Емницкий машинӑран пурҫӑн тӗрки, темле енчӗксем, конфетсемпе тултарнӑскерсем пулмалла, ӗмкӗч, целлулоидран тунӑ тӗрлӗ тӗслӗ ача теттисем туртса кӑларчӗ те, вӗсене пурне те именнипе хӗрелсе кайнӑ Анфисӑна тыттарчӗ.

Сойдя с машины и желая показать, что приехал не кто другой, а руководитель райпотребсоюза, Рубцов-Емницкий достал из машины отрез шелка, какие-то кульки, очевидно с конфетами, соску, погремушки из цветного целлулоида и все это с необычно торжественным видом преподнес смутившейся и покрасневшей Анфисе.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тимофей Ильича ырӑ сунса, Стефан Петрович ӑна темле ҫыхӑ — ҫуралнӑ хӗрача валли парне — тыттарчӗ.

Поздоровавшись с Тимофеем Ильичом, Стефан Петрович передал хозяину сверток: подарок новорожденной.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней