Поиск
Шырав ĕçĕ:
22. Эй Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн аякра тӑратӑн-ши, асап тӳснӗ чухне мӗншӗн пире курӑнмастӑн-ши?22. Для чего, Господи, стоишь вдали, скрываешь Себя во время скорби?
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14-15. Эй Ҫӳлхуҫа, хӗрхенсемччӗ мана; хама курайманнисенчен эпӗ епле асап тӳснине курсамччӗ, — Хӑвӑн пур мухтавлӑ ӗҫӳ ҫинчен Сион хӗрӗн хапхи умӗнче пӗлтермешкӗн Эсӗ мана вилӗм хапхинчен кӑлартӑн: ӗнтӗ Эсӗ ҫӑлнӑшӑн савӑнам.
Пс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӗнтӗ ҫичӗ пӑру, ҫичӗ сурӑх илӗр те Манӑн Иов чурам патне кайӑр, хӑвӑршӑн парне кӳрӗр; Манӑн Иов чурам сирӗншӗн кӗлтӑвӗ, Эпӗ унӑн кӗллине анчах хапӑл илӗп: Ман ҫинчен Манӑн Иов чурам чухлӗ тӗрӗс каламаншӑн сирӗн асап курмалла ан пултӑр, тенӗ.
Иов 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26-27. Турӑран пӑрӑннӑшӑн, Унӑн ҫулӗсем ҫинчен шухӑшламаншӑн вӗсене Вӑл, йӗркесӗр ҫынсене пӗтернӗ пек, ыттисем умӗнче пӗтерет, 28. апла мӗскӗнсем йӗни Ун патне ҫитнӗ, Вӑл асап тӳсекенсем йынӑшнине илтнӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эпӗ асап куракансемшӗн йӗмен-им, манӑн чунӑм мӗскӗнсемшӗн хурланман-им?25. Не плакал ли я о том, кто был в горе? не скорбела ли душа моя о бедных?
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Халӗ ӗнтӗ чунӑм хавшаса ҫитрӗ: мана асап кунӗсем ҫавӑрса илчӗҫ.16. И ныне изливается душа моя во мне: дни скорби объяли меня.
Иов 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Итлекенӗ — пӗр ырлатчӗ мана; кураканӗ — пӗр мухтатчӗ, 12. мӗншӗн тесессӗн эпӗ асап курса йӗрекене, хӳтлӗхсӗр тӑлӑх-турата пулӑшаттӑм.
Иов 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑннӑ чухнех инкек пырса ҫапӗ, ун ҫине пӗтӗм асап пӗр харӑссӑн йӑтӑнса анӗ.22. В полноте изобилия будет тесно ему; всякая рука обиженного поднимется на него.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫапла, хурлӑх хирте шӑтса ӳсмест, инкек-синкек ҫӗр айӗнчен сиксе тухмасть; 7. вут-хӗме ҫӳлелле ыткӑнмалла тунӑ пек, этем асап курма ҫуралать.
Иов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Асап куракана мӗншӗн ҫутӑ кун панӑ-ши, чунтан хурланакана мӗншӗн пурӑнӑҫ панӑ-ши?
Иов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мардохей ӗнтӗ ҫакӑн пек тӗлӗк тӗлленнӗ: акӑ хӑрушӑ шӑв-шав тӑрать, аслати кӗрлет, ҫӗр чӗтрет, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; акӑ икӗ мӑн ҫӗлен шуса тухать — вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫма хатӗр; вӗсем тискерле чашкӑраҫҫӗ, ҫавсен сассипе ӗнтӗ тӳрӗ пурӑнакан халӑха пӗтермешкӗн ытти пур халӑх вӑрҫа хатӗрленет; акӑ сӗм тӗттӗм кун, хуйхӑ-суйхӑ та куҫҫуль, асап та асар-писер пӑлхану ҫӗр ҫинче; пулас инкек-синкекрен шикленсе пӗтӗм тӳрӗ халӑх шуйханса ӳкет, вӗсем ӗнтӗ вилме хатӗрленсе Ҫӳлхуҫана тархаслама пуҫлаҫҫӗ; пӗчӗк ҫӑлкуҫӗнчен тапса тухнӑ евӗр, вӗсем кӑшкӑрса макӑрнинчен тулӑх та аслӑ юханшыв пулса тӑрать; ҫутӑ ҫутатса ярать, хӗвел ҫиҫсе тухать, йӑвашшисем ҫӗкленеҫҫӗ те мӑнаҫлисене пӗтереҫҫӗ, — Турӑ мӗн тума шутланине Мардохей ҫапла тӗлӗкӗнче курнӑ та кайран вӑрансассӑн, ҫак тӗлӗке чӗрине хывса, ун тӗлли-паллине каҫчен ӑнкарса илме тӑрӑшнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑ, вӗсенӗн вӑйлӑ ҫынни, яшсен аллинчен мар тӗп пулчӗ, ӑна улӑп ывӑлӗсем вӗлермерӗҫ, ӑна тӗреклӗ паттӑрсем авса антармарӗҫ, ӑна Иудифь, Мерария хӗрӗ, хӑйӗн хитре сӑн-пичӗпе пӗтерчӗ: 7. вӑл Израильре асап тӳсекенсене ҫӗклемешкӗн хӑйӗн, тӑлӑх арӑмӑн, тумне хывса пӑрахрӗ, сӑн-питне ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшпе сӗрчӗ, 8. пуҫкӑшӑль тӑхӑнса ҫӳҫне хитрелетрӗ, ӑна илӗртмешкӗн йӗтӗн тумӗ тӑхӑнчӗ.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ывӑлӑм, асту, Аман хӑйне пӑхса ӳстернӗ Ахиахара мӗн турӗ: ҫутӑран сӗмлӗхе илсе кӗчӗ, ҫавӑншӑн Аманӑн хӑйӗнех асап тӳсме тиврӗ — сӗмлӗхе хӑй анса кайрӗ, Ахиахар ҫӑлӑнса юлчӗ.
Тов 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ асап курнӑшӑн кулянакансем телейлӗ: вӗсем санӑн пӗтӗм чапна-мухтавна курӗҫ те — савӑнӗҫ, ӗмӗр хӗпӗртесе тӑрӗҫ.
Тов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Хамӑрӑн усал ӗҫсемшӗн, хамӑрӑн пысӑк ҫылӑхшӑн ҫакӑн пек асап тӳснӗ хыҫҫӑн та, — эй Туррӑмӑр, Эсӗ пире йӗркесӗр ӗҫсемшӗн тивӗҫлипе хаса памарӑн, хӗрхентӗн пире, халӑх йӑлкӑмне сыхласа хӑвартӑн, — 14. ҫакӑн хыҫҫӑн та эпир Эсӗ хунӑ йӗркесене татах пӑсса пурӑнӑпӑр-ши, ҫав йӗрӗнчӗк халӑхсемпе хурӑнташланӑпӑр-ши?
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑн чухне, аслӑ ҫынсен канашне вырӑна хумасӑр, патша вӗсене хаяррӑн хуравланӑ, ҫамрӑк ҫынсен канашне тӑнласа вӑл ҫапла каланӑ: 14. манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара ӑна тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа [хӗнеттерӗп], тенӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа [хӗнеттерӗп] тесе кала, тенӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫӳлхуҫа Израильре пурте — чурасем те, ирӗклӗ ҫынсем те — пысӑк асап тӳснине курнӑ; Израиле пулӑшакан никам та пулман.
4 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Аслӑ ҫынсен канашне вырӑна хумасӑр, патша халӑха хаяррӑн хуравланӑ; 14. ҫамрӑк ҫынсен канашне тӑнласа, вӑл ҫапла каланӑ: манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ — эпӗ сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнеттерсе асап кӑтартнӑ — эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа хӗнеттерӗп, тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вефсамисра пурӑнакансем Ҫӳлхуҫа арчине уҫа-уҫа пӑхнӑ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсене хӗн кӑтартнӑ, аллӑ пин те ҫитмӗл ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ; ӗнтӗ халӑх макӑрса янӑ, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа халӑха шутсӑр пысӑк асап кӑтартнӑ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.