Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫуса (тĕпĕ: ҫу) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Григорий лампа ҫутинче унӑн суранлӑ хулпуҫҫине ҫуса ҫыхса ячӗ.

Григорий при свете лампы промыл и перевязал ему раненое плечо.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӳри айне ҫуса тӑма.

Подхвостницу ей подмывать.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Таптаса пӑтратнӑ юшкӑнлӑ ҫӗрӗн, шапа лӑймакин кӳкӗрт тутиллӗ шӑршипе ҫуса тасатнӑ, кӑштах ҫӗрӗшнӗ ҫӳҫе тымарӗсен пылак шӑрши ҫӗкленет…

Поднялся серный запах взвороченной илистой земли, тины, горький и сладостный дух омытых и сопревших корней верб…

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ача-пӑчаллӑ, арӑмлӑ пулас, арӑм ҫуса патӑр, ҫитертӗр, ӗҫтертӗр, терӗн пулӗ? —

Небось, детишков хочешь иметь, жену, чтоб стирала на тебя, кормила и поила? —

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анне вӗсен кӗпе-йӗмне те ҫуса панӑ, уншӑн пӗр пус та ыйтман.

Помоги переводом

Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Леонид Атлай. https://chuvash.org/content/5075-%D0%A0% ... D1%80.html

Ҫак самантра казаксем генерала йӑтса тӑратнӑ, унӑн суранне тӑварлӑ шывпа ҫуса тасатнӑ, Суворов тӑна кӗнӗ.

Подняли между тем казаки генерала, промыли рану соленой водой, пришел Суворов в себя.

Суворов Кинбурнра тӑни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Нумай пулмасть ҫуса тасатнӑ хулӑн ҫӳҫӗ, хыҫалалла тӗвӗлесе ҫыхнӑ чӑмаккаран пайӑркаланса тухса, мамӑк пек хӑпартланса тӑрать.

Тяжелые, недавно вымытые волосы пушились, выбивались из узла.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчахрах ҫуса кайнӑ юр чиркӳ площадӗнче хӗрхӗлтӗммӗн курӑнса выртать.

На Соборной площади лиловый и свежий лежал снег.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫуркунне, чакса пыракан ейӳ Дон ҫине юхса кӗнӗ вӑхӑтра, ку тӗлте шыв айӑн-ҫийӗн явӑнса пӑтранать, кӑпӑкланса вӗрет, тӗрлӗрен пӗчӗкҫӗ юхӑмсене чӑлхантарса, шыв тӗпне ҫуса тасатать; ҫу каҫипех унта, шыв юхтарса аннӑ ҫывӑхри ҫатрака купи патне ишсе пыма тӗрмекленсе, темиҫе чалӑш тарӑнӑшӗнче сазан-пулӑсем пурӑнаҫҫӗ.

Весною, когда через прорву могучим потоком уходит обратно в Дон сбывающая вода, в этом месте крутит коловерть, ревет вода, сплетая разнобоистые струи, вымывая дно; и все лето на многосаженной глубине держатся сазаны, прибиваясь к близкому от прорвы дряму, наваленному с берега.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, вырӑн ҫинчен тӑрса, Петроран бритва ыйтса илчӗ, хырӑнчӗ, пичӗпе мӑйне ҫуса тасатрӗ.

Он встал, взял у Петра бритву, побрился, вымыл лицо и шею.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пичӗ ҫине ҫӗр кӑмрӑкӗн ҫуса тасатмалла мар вӗтӗ-вӗтӗ тусанӗ пӑнчӑланса кӗрсе тулнӑ; ялан тӗттӗмре, ҫӗр айӗнчи хура сийсем хушшинче ӗҫленипе тӗссӗрленсе кайнӑ ӗшенчӗк куҫӗсем те унӑн ҫӗр кӑмрӑкӗ майлах йӑлтӑртатаҫҫӗ.

В порах лица его крохотными, несмываемыми точками чернела угольная пыль, и таким же угольным блеском томились соловые, обесцвеченные вечными потемками и черными пластами земляной утробы глаза.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук ҫавӑнтах вӗткеленсе ӳкрӗ, чӑматанне хӑвӑрт хатӗрлесе, ҫиеле амӑшӗ ҫуса хатӗрленӗ аялти кӗпе-йӗмне хучӗ, питне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентерсе, пальто тӑхӑнчӗ.

И Бунчук засуетился, быстро собрал чемодан, кинул сверху пару выстиранного матерью белья, — болезненно морщась, натянул пальто.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шыв ӑшӑтса, унӑн пуҫне те хӑех ҫуса ячӗ вӑл, таҫтан арча тӗпӗнчен кивелсе сарӑхнӑ кӗпе-йӗм туртса кӑларчӗ, тӑван хӑнине апат лартса ҫитерчӗ, ун ҫулӗнче ҫур ҫӗр ҫитичченех пӗр уйрӑлмасӑр ларчӗ; карчӑк ывӑлӗ ҫинчен куҫ илме те пӗлмерӗ, ыйта-ыйта пӗлчӗ, пуҫне хурлӑхлӑн сулкаласа илчӗ.

Она нагрела воды, сама вымыла ему голову, достала откуда-то со дна сундука пожелтевшее от старости чистое белье, накормила родного гостя — и до полуночи сидела, глаз не сводила с сына, расспрашивала, горестно кивала головой.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тӑртанса шӗвелнӗ куҫсенчен кирек мӗн чухлӗ ҫутӑ куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхсан та, — ҫуса яма пулмӗ ӑшра тӑвӑнса тулнӑ йывӑр тунсӑха!

Сколько ни будет из опухших и выцветших глаз ручьиться слез, — не замыть тоски!

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ӗҫ пӗтернӗ хыҫҫӑн кустӑрма йӗррисене, кӗреҫе йӗррисене ҫуса яма, тарӑн алтса лартнӑ юпасене шыв сапма, уй-хире уяври пек ҫуса тасатма кирлине ҫут тӗнче хӑех питӗ аван пӗлсе тӑнӑ пек пулчӗ…

Казалось, что сама природа понимала, как важно было после окончания работ смыть следы колес, лопат, полить водой глубоко зарытые столбы, умыть и по-праздничному разукрасить степь…

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӗҫлекенсем аллисене ҫуса станицӑсене кайма пуҫтарӑннӑ кун Сергей савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа гидростанцине хӑҫан ӗҫе ярасси ҫинчен Кондратьевпа калаҫса татӑлма Рощенскине васканӑ чух, ирхине хӗвелтухӑҫ енчен ҫил вӗҫтерсе тӑракан башлык евӗр шурӑ пӗлӗт кӑвакарса хӑпарчӗ.

И в тот день, когда строители уже мыли руки и собирались ехать в станицы, а Сергей в хорошем настроении спешил в Рощенскую, чтобы посоветоваться с Кондратьевым и установить точную дату пуска гидростанции, с утра на востоке поднялась лилово-белая туча, похожая на раскинутый по ветру башлык.

XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ниловна сӗтне юхтарчӗ, витрине ҫуса юпа ҫине пырса ӳпӗнтерчӗ те упӑшкипе юнашар лутра пукан ҫине пырса ларчӗ.

Ниловна процедила молоко, вымыла дойницу и, повесив ее на колышек, присела, тоже на низеньком стульчике, рядом с мужем.

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эсӗ хӑвӑн шӑршлӑ тумна пӑрах-ха, эпӗ сана ҫуса ярам.

Ты лучше скидывай свою вонючую обмундированию, да я начну тебя обмывать.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Эх, мартра ик-виҫӗ ҫумӑр ҫуса парсан — пӗлетӗн-и, Савишна, буденновецсен еплерех тырӑ пулӗччӗ!

Вот бы два-три мартовских дождя — и ты знаешь, Савишна, какой у буденновцев будет урожай!

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Кай кухньӑна, эпӗ сана ӑшӑ шывпа ҫуса ярӑп».

— Иди в кухню, я тебя вымою горячей водой».

IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней