Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

аллипе (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ аллипе те сылтӑм айӑкне хупланӑ вӑл.

держась обеими руками за правый бок.

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Айккинелле пӑрӑнса вӑл кӑшт пӗшкӗнчӗ те аллипе тӗкӗнмесӗрех куҫҫульне юр ҫине тумлатрӗ.

Пригнувшись, он смахнул их на снег, не касаясь глаз руками.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лешӗ пӗрремӗш хут йӑл-л кулнине курса вырӑнӗ ҫине кайса выртрӗ, аллипе хупланчӗ.

Васюк впервые за весь вечер улыбнулся, и она поняла это по-своему — улеглась на постель и закрыла лицо ладонями.

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗсене патша хӑй аллипе ҫакса янӑ тет иккен.

их же сам царь своей рукой приколол Василию на грудь!

II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан анне кӑмака питлӗхне уҫса пӑхни, тӗпелти сакка шӑлса типӗтни; ҫӑкӑрне пӗрерӗн кӑларса тӗпне аллипе шак-шак-шак шаккани, ӑна кӗл ҫыпӑҫасран таса тутӑр таткипе шӑлса илни; шакӑр тухса выртнӑ ҫӑкӑра ҫӳхе ал шӑллипе витсе хуни.

И вот наконец мать открывает заслонку и, загодя протерев чистой тряпкой лавку, начинает один за другим вынимать из печи душистые караваи. Она постукивает их по донышку — проверяет, готовы ли, отряхивает лишнюю золу белой тряпкой и укладывает звонкие головки в ряд, укрывает тонким полотенцем.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Ҫук, кирлӗ мар, — терӗ Укка тӑртаннӑ тутине ҫара аллипе сӗртӗнсе.

— Нет-нет, не надо, — Укка тронула рукой вспухшие от поцелуев губы.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл аллипе хыпашласа пырса алӑк патне сак ҫине тӗршӗнет.

Она, держась за косяк двери, опустилась на лавку,

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хуҫи йыхӑрнӑ йытӑ майлӑ, вӑл яшт сиксе тӑрасшӑнччӗ, Михапар ӑна аллипе вырӑн ҫине пусма ӗлкӗрчӗ.

Она, подобно собаке, которую позвал хозяин, была готова сорваться с места и помчаться вслед за Мигулаем, но Михабар сильной рукой уложил ее обратно в постель.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ярханах Укка вырӑн ҫине тӑрса ларчӗ те кӑкрине аллипе хупларӗ.

Укка так и привстала на постели, в чем была. Опомнившись, прикрыла грудь руками.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӳсӗр йӗкӗт халь чӗтрекен аллипе сӗтел ҫинчи тӑварланӑ кӑмпана ҫаклатса илме тӑрса муталанчӗ-муталанчӗ — илеймерӗ.

И вот сейчас этот баловень, как обычно пьяный, сидит в качестве ее жениха за столом, пытаясь подцепить из миски гриб, но тот то и дело выскальзывает из неуверенных рук,

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул хӑлхине аллипе хупларӗ те крыльца ҫинчен чупса анчӗ, хӳме урлӑ пуп картишне сикрӗ.

Яндул недослушал слов Микки, сбежал с крыльца и перемахнул через забор в поповский двор.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӑл сулахай аллипе Миккирен тытса сылтӑм аллинчи ҫуртине ҫын пичӗ патне ҫывхартрӗ.

Затем взял из трясущейся руки Микки свечку и поднес к самому лицу мертвеца…

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӗтрекен аллипе Микки аран-аран ҫуртине ҫутса пачӗ.

Дрожащими руками Микки еле-еле зажег свечу.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗвӗлсе ҫитнӗ Янтул та юлашкинчен ҫул ҫине ашса тухрӗ, питне аллипе шӑлса илчӗ.

Взмокший от злости и усилий, Яндул наконец тоже выбрался на дорогу, утирая мокрый лоб рукавом.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Тачка аллипе пуп Янтул чӗркуҫҫийӗнчен кӑшт сӗртӗнчӗ.

Поп погладил пухлой ручкой колени Яндула.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Лар пирӗнпе апата, — вӑрӑм аллипе аякри пукана сӗтел пуҫне шутарса лартрӗ пуп.

— Присаживайся к нам, — поп придвинул длинными ручищами во главу стола стул.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ун вырӑнне хӗр сулахай кӑкӑрне аллипе хупласа хапха умӗнчи каска ҫине вӑйсӑррӑн ларчӗ.

Но девушка, схватившись левой рукой за грудь, без сил опустилась на чурбан возле ворот.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Каҫса кайса, ик аллипе пӗҫҫисене шарт та шарт! ҫапса шӑрса ярас пек кулать вӑл.

как примется хохотать да ударять себя по ляжкам, того и гляди в штаны пустит!

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шурӑ хута, хур тӗкӗпе кӑранташа, чернил кӗленчине тунсӑхланӑ аллипе тыта-тыта ачашларӗ, вӗсене хӑй пӗлнӗ пек вырнаҫтарса тухрӗ, пур-ҫук тусанне шӑлса тасатрӗ.

И поочередно стал перебирать то бумагу, то очинённое гусиное перо, то чернильницу… И даже стер с них пыль, расставил как ему удобно.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ашшӗпе амӑшне ик аллипе ҫавӑтнӑ та вӑл тӑван ял урамӗпе хӑюллӑн утса пырать.

Подхватив отца и мать под руки, он ступает по улице родной деревни.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней