Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

шаккарӗ (тĕпĕ: шакка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чылайччен шаккарӗ вӑл.

Помоги переводом

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр пахчаран урама тухрӗ, Анюксен килӗнче ҫутӑ пуррине курсан, хавасланса кайрӗ, чӳрече патне пырса, кантӑка хуллен шӑкӑртаттарса шаккарӗ.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Председатель пӳлӗмне те тӳрех иртмерӗ-ха вӑл, малтан хуллен кӑна шаккарӗ, шалтан «юрать» тенине илтсен тин кӗчӗ, унтан, тӗпеле иртсе, Казаковпа Степанова алӑ тытрӗ те лешсем ларма сӗнсен тин сак ҫине кайса ларчӗ.

Помоги переводом

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем хапха патне ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, картиш енчи чӳречене Тукай хӑй шаккарӗ.

Помоги переводом

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлташӗ курӑнми пулсан Ахмедзян кремль хапхине пӗтӗм вӑйпа пырса шаккарӗ.

Помоги переводом

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗҫех вӑл алӑка шаккарӗ:

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Атя, каятпӑр, — чӳречерен шаккарӗ те Епхин.

Помоги переводом

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урпана ҫӗр ҫумӗнчен пӗр ывӑҫ тӑпӑлтарса илсен, тымар ҫумӗнчи тӑприне ҫӑпати ҫумне шаккарӗ, шурӑ тусан пӑр! вӗҫрӗ.

Помоги переводом

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Янтул кӑшт кӗтсе тӑчӗ те пӳрт чӳречинчен кайса шан-шан-шан шаккарӗ.

Яндул подождал немного и постучал в окно.

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Старик тимӗрҫӗ лаҫҫин алӑкне хуллен такӑрттатарчӗ, ывӑҫ тупанӗпе ӑна икӗ хут шаккарӗ.

Осторожно, стараясь не шуметь, постучал в дверь кузницы два раза ладонью.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хӑйӗн хӗскӗч пек хытӑ аллипе Григорьевпа Мултиер аллисене тытса чӑмӑртарӗ те никамран ыйтмасӑрах Якур чӳречинчен шак-шак-шак шаккарӗ.

Пожав жесткой сильной рукой руки Григорьеву И Мульдиеру. он уверенно постучал в окно Ягура:

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтер шаккарӗ те итлерӗ.

Помоги переводом

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл, Мӗтри ӑна ывӑнтарса ҫӗклесе ҫапасшӑн пулнипе килӗшнӗ пекех, ун ытамӗнче ытлашши турткаланмасӑр уткаласа ҫӳрерӗ, халран кайнине систерсе, пӳрнисемпе ҫурӑмран шаккарӗ, Мӗтри хӑлхи тӗлӗнче хашлатса сывларӗ.

Помоги переводом

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Унтан вӑл хӗрӗн куркине хӑйӗннипе шаккарӗ те хушса хучӗ:

Помоги переводом

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнпа та хаким пӗр ачапа ҫеҫ пурӑнакан инке арӑмӑн хапхине хаваслансах пырса шаккарӗ.

Помоги переводом

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Майӗпен шаккарӗ — нимле сас-хура та ҫук.

Помоги переводом

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай ҫурт йӗри-тавра хурал тӑратса хапхана хыттӑн пырса шаккарӗ.

Помоги переводом

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑп ҫак ҫурхи кунсенчен пӗринче Тукай мӑрсан кӗҫӗн алӑкне ҫап-ҫамрӑк хӗр ача пырса шаккарӗ.

Помоги переводом

9. Юлашки ҫуна ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сарыев ҫывӑрса кайнӑ урисене аран-аран хускаткаласа ҫуна ҫинчен анчӗ те хапхана хыттӑн шаккарӗ.

Помоги переводом

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шаккарӗ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней