Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уҫӑлчӗ (тĕпĕ: уҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапла шухӑшласа тӑнӑ вӑхӑтра чӗри-ик! уҫӑлчӗ Тимуш куҫӗ умӗнчи калинкке.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Максим Андреевич, ав, ӗнер ҫыру шухӑшлаттарнине пулах Серебряков бригадинче те, ытти ҫӗрте те пулнӑ та халь акӑ куҫ-пуҫ уҫӑлчӗ, стройтрест пурнӑҫне лайӑхрах куракан пултӑм, тет.

Помоги переводом

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Утсан-утсан (сӑрт пекки ҫине хӑпартӑмӑр-ши) стройка шавӗ каллех уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

XV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Чӑваш Енре те юн кун ятарлӑ фондӑн филиалӗ уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Фонд филиалӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=LwwKKoN9N_c

Ҫак пӗлтерӗшлӗ кун Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути» курав уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

«Ҫутлӑх ӗҫӗн сӳнми ҫути» курав уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=T8vit9fj4Sk

Канаш тӑрӑхӗнчи Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ те хӑтлӑ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Юмансар ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60457

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисен пӗрешкеллӗхӗ» курав уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

«Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисен пӗрешкеллӗхӗ» курав // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60549

Малтан хам та суккӑр ҫын пулнӑ, роман алҫырӑвӗпе пулса иртнӗ пӑтӑрмах хыҫҫӑн кӑна куҫ уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавна сисрӗ Петр Васильевич, ҫавӑнпа чӗлхи уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл тӑвалла утма пуҫласан кӳршӗсен хапха алӑкӗ чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, урама пушӑ витре ҫӗкленӗ Хӗвекле кинеми хыпаланса тухрӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл тӑрӑшнипе колхозра ҫӗвӗ мастерскойӗ уҫӑлчӗ те, ман кин унта ӗҫе вырнаҫрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӗнчери 27-мӗш балет фестивалӗ уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610

Ҫак кунсенче Шупашкарти хальхи йышши ӳнер центрӗнче Тутарстанри Ирик тата Лана Мусинсен куравӗ уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Тутар ӳнерҫисен куравӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60704

«Самана таппинчен маларах утакан» курав Раҫҫей Патшалӑх Думинче уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

И.Яковлева халалланӑ курав Мускавра уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60808

Раҫҫей Патшалӑх Думинче Иван Яковлева ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

И.Яковлева халалланӑ курав Мускавра уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60808

Тӳрех алӑка уҫма вӑл тӑхтаса тӑчӗ, анчах алӑкӗ кӑшт тӑрсан хӑех уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ӑна эпӗ нихҫан та манас ҫук, унӑн умӗнче — ӗмӗрлӗхех парӑмра: вӑл пулӑшнипе эпӗ пурнӑҫ ҫине те урӑхларах пӑха пуҫларӑм, тата ман умра — чӑн-чӑн музыка тӗнчи уҫӑлчӗ

Помоги переводом

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Аньӑшӑн вара пачах та кӗтмен вӑрттӑнлӑх уҫӑлчӗ

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫӗнӗ сезон Б. Мокроусовӑн «Чапай» оперипе уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

5. Музыка коллективӗ ҫурални тата пулас оперӑпа балет театрӗн никӗсӗ // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней