Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уҫӑлчӗ (тĕпĕ: уҫӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул курки тултарса ӗҫме тӑнӑччӗ кӑна — алӑк уҫӑлчӗ те, пурте шаль тутӑрӗ пӗркеннӗ хӗрарӑм кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ача шӳт тунипе Ҫтаппан кӑмӑлӗ те уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӑван ашшӗн сассине илтсен, Микулан чӗлхи те уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кум, ҫӑварӗ уҫӑлчӗ мар-и ҫавӑн? — пӑрма чарӑнчӗ Макҫӑм.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Химик» стадионра нумай функциллӗ ҫурт уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Автансем пӗрремӗш хут авӑтса лӑплансан, картишӗнчи пӗчӗк пӳрт алӑкӗ уҫӑлчӗ те, унтан хура мӗлке шӑвӑнса тухрӗ, йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах алкум алӑкӗ уҫӑлчӗ, вара: — Кам-ха унта? — тени илтӗнчӗ.

Помоги переводом

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те, ҫынсем хыҫне Хрестук кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хапха пӗр сасӑ кӑлармасӑр уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех пысӑк вырӑсла хапха каллех кӗриклетсе уҫӑлчӗ, картишне умлӑн-хыҫлӑнах урхамах пек тӗреклӗ, пӗри тепринчен хӳхӗм тӑватӑ ут пуҫӗсене ухкаласа, янӑравлӑн кӗҫенкелесе килсе кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑрласа илемлетнӗ пысӑк хапха каллех чӗриклетсе уҫӑлчӗ — картишне пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑватӑ урхамах ухӑнса кӗчӗ.

Помоги переводом

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр ун-кун пӑхкаласа тӑнӑ хушӑра тӗпелти алӑк уҫӑлчӗ — пӳлӗме кӗреш пек тӗреклӗ ҫын кӗрсе тӑчӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах тепӗр алӑкӗ те уҫӑлчӗ. йӗкӗт Петӗре унта кӗртсе ячӗ, хӑй коридортах тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗҫех чӳрече каррин аял вӗҫӗ уҫӑлчӗ те, унта Анюк курӑнса кайрӗ.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пур участок та Раҫҫей гимнне янраттарнипе уҫӑлчӗ.

Помоги переводом

Халӑх шанӑҫне тӳрре кӑларса аталанушӑн тимлӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11310-kh ... h-n-timl-c

Кайса ҫӳренин усси пулмарӗ те-ха, ҫапах ывӑлӗ уҫӑлмаллипех уҫӑлчӗ унӑн.

Помоги переводом

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пысӑк хапха уҫӑлчӗ те, юлан утсем пӗрин хыҫҫӑн тепри мӑн ҫул еннелле ҫил пек вӗҫтерчӗҫ.

Помоги переводом

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Э-э, апла эсир хӑвӑр та ват ҫерҫисем, — кӑмӑлтан тата ытларах уҫӑлчӗ хуҫа.

Помоги переводом

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Упӑшкипе ӗлӗкхи пек куҫа-куҫӑн пӑхса калаҫмарӗ-ха вӑл, ҫул ҫинче те унран кӑшт юларах утса пычӗ, ҫапах та кӑмӑлтан самаях уҫӑлчӗ пек туйӑнать.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней