Поиск
Шырав ĕçĕ:
Сарлака хулпуҫҫиллӗ те патварскер, тарпа йӗпеннӗ шалпар кӑвак кӗпе тӑхӑнса янӑскер, вӑл пиҫиххисӗр, темшӗн тата ҫара уранах, сарлака сарӑ сухалне каҫӑртса (ун пек сухалпа халь сахал ҫӳреҫҫӗ!) шӑтӑкран пӑхса тӑрать, йӑрӑ та вичкӗн кӑвак куҫӗсене салхун хӗскелесе илет.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Колышкин парикмахерски тунӑ шӑтӑкран час-час ҫӗр айӗнчи «брадобрей» ытлашши тӑрӑшнине тӳсеймен партизансем кӑшкӑрни илтӗннӗ: «Ерипентерех эс! сухалпа пӗрле ӳте хыратӑн! Чим-ха, кӑшт сурчӑкпа йӗпетем. Ҫитӗ ӗнтӗ, чӗресӗр!»
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ерошка мучи Оленин патне хуҫисен пӳртӗнчен вил ӳсӗр, хӗп-хӗрлӗ питпе арпашса кайнӑ сухалпа, анчах та галунсем хурса ҫӗлесе ҫаврӑннӑ ҫӗнӗ хӗрлӗ бешметпе тата хӑй ҫырма леш енчен илсе килнӗ, травянкӑран тунӑ балалайкӑпа пырса кӗчӗ.
XXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Пӑхӑр-ха эсир, ырӑ ҫынсем, пӗр ир хушшинче карчӑксемпе те, хӗрарӑмсемпе те, председательпе те, Гордеичпа та — кӑвак сухалпа — вӑрҫма ӗлкӗртӗм.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Лури сайра хутра пирӗн пата килкелесе каять — уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын, мухтанчӑк, ют ҫӗршыв ҫыннин сӑнарне кӗртекен сухалпа.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл урисене тӑсса ячӗ, шухӑша каянҫи пулса, сухалпа мӑйӑх шӑтмалли вырӑнсене пӳрнисемпе сӑтӑркаласа ларчӗ.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Паллах, Алексей Анюта патне те ҫырса ячӗ, Гвоздева профессор сухал ӳстерме канаш пани ҫинчен те пӗлтерчӗ, анчах та вӑл лайӑх пӗлсе тӑчӗ: Гвоздев хальхи вӑхӑтра пулас ҫапӑҫусене хатӗрленет, унӑн пӗтӗм шухӑшӗсем ҫавӑн ҫинче, ҫавӑнпа та унӑн сухалпа аппаланма та, тен Анюта ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт ҫук пулӗ, тесе шухӑшларӗ Мересьев.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лётчик хӑйӗн пысӑк аллипе Алексейӑн хӗрлӗрех тӗслӗ хытӑ сухалпа витӗннӗ питне сӗртӗнчӗ.Большой рукой провел летчик по щекам друга, на которых кустилась густая и жесткая рыжеватая поросль.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950